АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çул çинче инкек пулать пĕрре...

19 октября 2011 г.

Районти шалти ĕçсен пайĕн çул çÿрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, тăхăр уйăхра 31 авари пулнă. Вĕсенче ултă çыннăн пурнăçĕ татăлнă. Пĕтĕмĕшле кăтарту иртнĕ çулхи çак вăхăтринчен лайăх. Инкексен шучĕ 13,9 процент сахалтарах. Анчах çакă лăпланса лармалли сăлтав пулмалла мар, çул çинчи тимлĕхе пурин те ÿстермелле.

Водительсемпе çуран çÿрекенсем ытларах мĕнле сăлтавпа “çылăха” кĕнĕ-ха; Асăннă тапхăрта руль умне ÿсĕрле ларнипе çичĕ инкек пулнă. Çул-йĕр условийĕ япăхран сиксе тухнă сакăр пăтăрмахра виçĕ çыннăн пурнăçĕ татăлнă. Юрать-ха, тепĕр вуннăшĕ аманнă çеç. Хуйхă-суйхă тата урăхларах та çаврăнса тухма пултарнă.

Ваттисем калашле, инкек тени ура айĕнчех сиксе тухать. Çавăнпа та çитес çĕре çуран тухнисен те çул-йĕр правилисене çирĕп пăхăнмалла, автомашина килнине курса тăрса çул урлă чупса каçмалла мар. Ун пек чухне “ĕлкĕрĕп-ха” текен шухăша пăрахăçламалла.

Аварисене ушкăнлас пулсан, кăçалхи тăхăр уйăхра автомашинăсем пĕр-пĕрин çумне пырса çапăннă е ывăтăнса кайнă тĕслĕхсем нумай. Çул çинчи инкексен 35-шер проценчĕ çак сăлтавпа пулнă.

Йĕркене пăхăнманнисем пирки инспекторсем административлă протокол çыраççĕ. Çулталăк пуçланнăранпа вĕсен шучĕ 4102е çитнĕ. “Рекордсменсем” – çирĕплетнĕ хăвăртлăха пăхăнман водительсем: 1331 протокол. Пĕлтĕрхи çак вăхăтра тата ытларах пулнă: 2256 çул çÿревçĕ айăпланнă!

Хăрушсăрлăх пиçиххине çыхăнманшăн айăпланă тĕслĕхсем вара иртнĕ çулхи çак вăхăтринчен 27 процент ÿснĕ. Теветкеллĕх телейлĕ çул патне илсе пымасть. Хамăртан килекен йĕркесене пăхăнмаллах. Ун пек чухне çеç пуриншĕн те умра симĕс çутă пулĕ.

А. ЕГОРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика