19 октября 2011 г.
Пукрав хыççăн ирпе каçпа çанталăк тÿрех сивĕтни сисĕнет. Çынсем те мăрьесенчен тĕтĕм кăларма, çуртсене хутса ăшăтма пикенчĕç. Хăшĕ-пĕри ĕлĕкхи пекех кăмакапа усă курать-ха. Ун пек чухне вара асăрхануллăх тата ытларах кирлĕ. Юпа уйăхĕн пуçламăшĕнче, сăмахран, Кивĕ Ахпÿртри А. Белковсен хуçалăхĕнче чутах пушар пысăк инкек туса хуман. Юсавсăр кăмакаран вут-çулăм пÿрт тăррине хыпса илнĕ, ăна сиенленĕ. Юрать-ха, пушар машинисем вăхăтра çитнĕ.
Иртнĕ вырсарникун вара ирпе-ирех “Дуслык” ял хуçалăх производство кооперативĕнчи тырă склачĕн тăррине вут хыпнă. Сăлтавĕ – кĕске замыкани. Телее, вут-çулăмра тырă сиенленмен.