19 октября 2011 г.
Первомайскинчи вăтам шкулти кĕçĕн класра вĕренекен ачасем Чăваш Республикинчи вĕрентÿ тата çутçанталăк ресурсĕсемпе экологи министерствисем йĕркеленĕ “Шыв тата юханшыв – ачасен куçĕпе” конкурса хутшăннă. Асăннă тупăшăва вĕренекенсемпе педагогсем çеç мар, ашшĕ-амăшĕ те пысăк хастарлăхпа явăçнă. Вĕсем пĕрлехи вăйпа район территорийĕнчи юханшывсемпе кÿлĕсене, шыв упра-вĕсене, çăл куçсене ÿкернĕ. Творчество пултарулăхне “Чăваш Енти кăвак ылтăн” номенаципе хак панă.
М. Молочников, А. Ильина, Н. Савинова ĕçĕсем республикипе те палăрнă.