АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Суйлава пĕр кăлтăксăр ирттермелле

19 октября 2011 г.

Суйлав вăхăтĕнче граждансен хăрушсăрлăхне тивĕçтерес ыйтусемпе видеоконференцинче Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Атăлçи Федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Григорий Рапота суйлав ирттернĕ вăхăтра граждансен хăрушсăрлăхне тивĕçтересси çинче чарăнса тăнă. Уйрăммăн илсен пушар хăрушсăрлăхĕн, çыхăну тытăмĕсен ĕçне йĕркелес, терроризм тата национализм палăрăмĕсенчен асăрханас ыйтусем тавра калаçнă. «Пирĕн умра – пысăк та яваплă ĕç. Суйлав лăпкă ирттĕр тесен мĕн пур услови тумалла», – тенĕ вăл.

Михаил Игнатьев республикăра лару-тăру йĕркеллĕ пулнине, граждансен хăрушсăрлăхне тивĕçтерес енĕпе тивĕçлĕ ĕçсем тунине палăртнă.

Республика пуçлăхĕ ятарлă органсене халăх йышлă пухăнакан вырăна кăна мар, вĕренÿпе культура учрежденийĕсенче те видеосăнав вырнаçтарас ыйтăва пăхса тухма хушнă.

А. Львова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика