АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сĕнмелли тапхăр вĕçленнĕ

19 октября 2011 г.

Юпа уйăхĕн 14-мĕшĕнче 18 сехетре Чăваш Республикин пиллĕкмĕш суйлаври Патшалăх Канашĕн депутачĕсен кандидачĕсене сĕнмелли тапхăр вĕçленнĕ. Çак кун тĕлне пĕрлехи суйлав округĕпе (е урăхла – парти списокĕпе) политикăн 5 партийĕн (РФКП, РЛДПР, «Пĕрлĕхлĕ Раççей», «Тĕрĕслĕхшĕн тăракан Раççей» тата «Раççей патриочĕсен») регион уйрăмĕ хатĕр документсене ТСКна çитернĕ.Сăмах май, ТСК членĕсем «Раççей патриочĕсен» докуменчĕсене йышăнмалли тапхăр вĕçлениччен 20 минут кăна юлсан йышăннă. Халĕ алă пуснă хутсене ТСК тĕплĕ тĕрĕслет, ун хыççăн çак партин списокне е регистацилĕ, е...

Ку тапхăр тĕлне чăваш прламентне пĕрлехи списокпа суйланакан 22 депутат мандачĕшĕн 224 кандидат кĕрешнĕ. Хальлĕхе парламентри тăватă партин (РФКП, РЛДПР, «Пĕрлĕхлĕ Раççей», «Тĕрĕслĕхшĕн тăракан Раççей») 187 кандидатне регистрациленĕ. Суйлав саккуна пăхăнманшăн РЛДПР регион уйрăмĕ сĕннĕ списокран Олег Абрамович Дельман (Олег Александрович Дельманпа ан пăтраштарăр) кандидата кăларнă. Вăл суда тавăç тăратнă, ыйтăва татса паман-ха.

Пĕр мандатлă суйлав округĕпе суйланакан 22 депутат мандачĕшĕн 167 çын кĕрешĕ. Юпа уйăхĕн 17-мĕшĕ тĕлне 54-шне регистрациленĕ. Вĕсенчен 53-шĕ – политика партийĕсен регион уйрăмĕ сĕннĕ çын, пĕри – хăйне хăй сĕннĕ кандидат. 167 кандидатран 9-шĕ баллотировкăна тăма килĕшмен, документсене каялла илнĕ, иккĕшĕ регистраци витĕр тухайман. Регистрацин юлашки кунĕ – юпа уйăхĕн 23-мĕшĕ.

Патăрьел ерритори суйлав комиссийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, пĕр мандат 2-мĕш Патăрьел суйлав округĕ Тăрăх ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕн Кандидачĕ пулма 6 çын документсем тăратнă. Хальлĕхе пĕрне регистрациленĕ.

(Хамăр корр.).

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика