АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Президента – ыйту

19 октября 2011 г.

2005 çулхи раштав уйăхĕнче пирĕн ялта врач офисне уçрĕç. Çав ятпа çĕнĕ васкавлă пулăшу машини те пачĕç. Анчах ăна нумай тăратмарĕç, урăх çĕре илсе кайрĕç. Паян офис пушă. Кунта икĕ медицина работникĕ çеç ларать. Врач пăрахса кайрĕ. Халĕ пирĕн аспирин илес пулсан та район центрне тухмалла. Офиса тавра ялти халăх сывлăхне пăхса тăрас, çирĕплетес тесе уçнă, анчах эпир ăна туймарăмăр.

И. Никифоров,

Аслă Чемен ялĕ.

Хисеплĕ Иван Афанасьевич! Халăха медицина пулăшăвĕ парасси, эмелпе тивĕçтересси патшалăх шайĕнчи çирĕп тĕрĕслевре. Ман пата çитнĕ информаци тăрăх хальхи вăхăтра Патăрьелĕнчи тĕп больница администрацийĕ Аслă Чементи врач офисне тухтăрпа тивĕçтерес ыйтупа ĕçлет. Çав вăхăтрах фармокологи ĕçĕ-хĕлне уçас тĕлĕшпе лицензи илессипе те тимлеççĕ.

х х х

Аграри историйĕнчи реформăсем хресчен умне те пысăк йывăрлăхсем кăларса тăратрĕç. Пысăк хуçалăхсем çĕнелсе улшăнас сăлтавпа саланчĕç, арканчĕç. Вĕсен шутне хамăр районти «Гвардеец», Елчĕк районĕнчи «Победа», «Слава» хуçалăхсене тата ыттисене те асăнма пулать. Çав вăхăтрах вара вĕсене пасар пурнăçĕ ыйтнă пек çĕнетсе улăштарса сыхласа хăварма пулатчĕ. Çĕр ĕçченне вăй илме, чăн-чăн хуçана çаврăнма, килти хушма хуçалăха аталантарма та симĕс çутăччĕ. Пысăк колхоз-совхозсене çухатни пирĕн айăпах тесе шутлатăп. Хисеплĕ Михаил Васильевич, çак ыйтупа сирĕн шухăшăра пĕлес килетчĕ.

В. Салмин, Чăваш Республикин

тава тивĕçлĕ экономисчĕ, ĕç ветеранĕ.

Туçа ялĕ.

Хисеплĕ Валерий Иванович! Чăн малтанах пурнăçра çирĕп позициллĕ пулнăшăн, республикăри ял хуçалăх отраслĕн аталанăвĕшĕн пăшăрханăвĕшĕн тав тăватăп. Сире Чăваш Енре те, Раççейре те аграри комплексĕнче пулса пыракан улшăнусем паллă ĕнтĕ. Ăна чăн малтанах экономика лару-тăрăвне лайăхлатас, ял хуçалăх производствинче апат-çимĕç туса илессине ÿстерес, халăхăн пурнăç условине ырă енне улăштарас тĕллевпе йĕркелеççĕ. Çакна та палăртса хăвармалла. Ял хуçалăх производствине тăтăшах çĕнĕлĕх кĕртсе тăракан тĕреклĕ те пысăк хуçалăхсем паян та ăнăçлах ĕçлеççĕ, çĕнĕ технологисемпе, ĕçе йĕркелемелли çĕнĕ формăсемпе усă курса тупăш илеççĕ, пурлăхпа техника базине çĕнетеççĕ тата ытти те. Республикипе илес пулсан вĕсен шутне Хĕрлĕ Чутай районĕнчи «Коминтерн», Патăрьел районĕнчи «Красное знамя», «Малалла», «Труд», Комсомольски районĕнчи «Труд», «Урожай», Елчĕк районĕнчи «Прогресс», «Комбайн» хуçалăхсене кĕртме пулать тата ытти те. Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне уйрăм çĕрпе ĕçлекен фермер хуçалăхĕсем 2,6 пин шутланаççĕ. Çав вăхăтрах ял хуçалăхĕнче халăх пурнăçне, килти хушма хуçалăхсене аталантарни те чылай пулăшать. Иртнĕ çул уйрăм çынсемпе фермерсем ытти ушкăнри хуçалăхсемпе танлаштарсан мĕн-пур продукцинчен выльăх-чĕрлĕхпе кайăк-кĕшĕкĕн 61 процентне аш-какая янă, 77 процент сĕт, 30 процент çăмарта, 90,4 процент çĕрулми, 89, 1 процент пахча-çимĕç туса илнĕ.

Паянхи кун çĕр-шыва апат-çимĕçпе туллин тивĕçтерес тесен пысăк хуçалăхсене те, пĕчĕк формăпа ĕçлекенсене те хастартарах аталантармалла.

х х х

Хушма хуçалăхра эпир пилĕк ĕне усратпăр. Хальхи вăхăтра сĕте пĕр литрне 11.50 тенкĕпе сутатпăр. Пĕлтĕр çак вăхăтра вăл 13 тенкĕччĕ. Ял хуçалăх продукцийĕсем мĕншĕн йÿнĕ-ши;

И. Логунова, вăхăтлăха ĕçлемест.

Кивĕ Ахпÿрт ялĕ.

Паян хаксене пĕр пек тытса тăма çук-ши; Таварсм кашни кун тенĕ пек хакланса пыраççĕ.

Н. Софронов, Тăван çĕр-шывăн

Аслă вăрçă инваличĕ.

Патăрьел ялĕ.

Хисеплĕ И.Логунова, Н. Софронов! Сире çакна шантарсах калатăп. Республикăри влаç органĕсем социаллă пĕлтерĕшлĕ апат-çимĕç таварĕсен хакне пĕр пек тытса тăрасси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Пасарсемпе ярмăркăсен, суту-илÿ организацийĕсен ертÿçисемпе хаксене сăлтавсăр ÿстермелле мар пирки тăтăшах çыхăну тытатпăр.

Ял хуçалăх продукчĕсен, çав вăхăтрах сĕт хакĕ те сезонлă шутланать. Вăл производство калăпăшĕнчен килет. Çуллахи вăхăтра вăл ÿсет, çавăнпа хакĕ чакать. Хĕлле вара сĕчĕ чакать, хакĕ ÿсет. Ял хуçалăх продукчĕсен хакĕсене патшалăх çирĕплетме пултараймасть.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика