19 октября 2011 г.
Туçара тăххăрмĕш теçеткере пыракан чăтăмлă ватăсем нумай мар. Вĕсенчен пĕри – Лидия Михайловна Телегина. Сăнпа вăл хăйпе тантăшлисенчен пурне те ирттерет темелле. Лутра хĕрарăм унчченхи пекех тăпăл-тăпăл та чăмăр кĕлеткеллĕ. Пичĕ çинче хĕрлĕ тĕс те çухалман-ха. Анчах кун хыççăн кун улăштарса çак çула çитнĕ вăхăт хăйĕннех тума хистет. Çавăнпах ĕнтĕ вăл паян хапха умне те аллинчи шанчăклă “юлташĕсĕр” тухмасть.
– Хамра вăй тапса тăнă чухне нихăçан та ватăлассăн туйăнмасчĕ. Ĕмĕрĕм ирхи сывлăм евĕр кĕске туйăнчĕ. Çемьере, йĕпе çине сапа тенĕ евĕр, хуйхă çине суйхă пулчĕ. Тăватă ачана икĕ алă вăйĕпе ÿстертĕм... Тăлăхăн нуши тăхăр сыпăклă теççĕ, кун-çулăма аса илме те ансат мар, – çăмăлах мар пуçларĕ Лидя аппа хăйĕн калаçăвне.
Ача чухне вĕсем саккăрăн сак тулли ÿсмен. Анчах сакăлталлă пурнăç тути-масине чĕрере çырăнса юлмаллах туйнă. Виталий шăллĕпе иккĕшĕ çамрăклах амăшĕсĕр тăрса юлсан, çемьери мĕн пур йывăрлăх 8-9 çулхи хĕрача çине тиеннĕ. Çакăн хыççăн вăл турта çине таянса ÿснĕ тиха пек, кил-тĕрĕшри, хуçалăхри мĕн пур ĕçе кÿлĕннĕ. Çамрăклах алла çурла, çава тытнă, тырă, кантăр вырнă, тылланă, çапнă... Бригадăри пĕр ĕçрен те юлман. Çурта тăван мар анне кĕрсен, ăна юрассишĕн тăрăшнă. Тем тесен те вăл варта выртни мар çке. Çичĕ ютран килнĕскере сăмахпа е ĕçпе юраймастăн. Çавăнпах ĕнтĕ вăл пилĕк класс вĕренсе тухсан, пĕлĕвне малалла тăсма шутламан, çулталăк тăршшĕпех хуçалăх ĕçне явăçнă.
– Анне тăван мар пирки çемье çавăрма та часах шутламарăм. Курасси вара кайран пулин те çаврăнса килчĕ. Мăшăрăмпа, Василийпе, телей тутине туяймарăм. Усал чир унран вăйлăрах пулнă хыççăн пĕринчен тепри пĕчĕк тăватă ачапа пĕччен тăрса юлтăм. Вăхăтĕнче вĕсене тăрантас, тумлантарас тесе тăтăш ĕçленĕ-рен, кирлĕ пек пăхаймарăм та пулĕ. Халĕ, акă, хăйсем маншăн тăрăшаççĕ. Сергей ывăлăн çемйипе килĕштерсе пурăнатпăр. Анчах шел, икĕ ывăлăм вил тăприне ытла ир таптама тиврĕ. Анне чĕрине çакă тимĕре тутăх çинĕ евĕр кăшлать, пирчейми йĕр туса хăварать, – аса илчĕ Лидия Михайловна ĕç ветеранĕ хăйĕн кун-çулĕн тепĕр самантне.
Юлашкинчен пурнăç тăршшĕпе ĕçпе киленнĕ кинемей хăйĕн кун-çулĕн тепĕр тапхăрне куç умне кăларса каласа пачĕ. Ку вăл улах ларни, хĕр сăри ирттерни, вăйăра савăнни. Лидя аппа пĕр çаврăм юррине шăрантарса пама та хирĕç марччĕ, шел, ватлăх унăн сассине те лăплантарнă.
–Чăн тÿпере çич çăлтăр,
Çиччĕшĕ те çут çăлтăр.
Пирĕн вăйăра çитмĕл хĕр,
Çитмĕлĕш те сарă хĕр,– терĕ вăл пурпĕрех такмакласа.
А. ЕГОРОВА.