АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мĕншĕн илĕртмест ялти клуб;

19 октября 2011 г.

УРАМА каç сĕмĕ çапнă. Ялти культура çурчĕ умне çамрăксем кĕпĕрленнĕ. Вăхăта ăçта тата илĕртÿллĕ ирттересси пирки сăмах пуçарнă вĕсем. Ялти культура çур-тĕнче кичем. Хуларан яла канмалли кунсене килнĕскерсем килте ларасшăн мар. Пĕр-пĕринпе курса калаçас килет-çке.

– Иртнинче Энтепене кайнăччĕ. Айтăр çавăнтах. Димăн, Алешăн, Сеньăн машинисем пур, – терĕ пĕри шăплăха сирсе.

Шухăша яракан калаçу пулчĕ çакă. Ăçта каймалла каçхине çамрăксен, яш-кĕрĕмĕн; Мĕншĕн ялти культура çурчĕ илĕртмест вĕсене; Халĕ, кĕрхи ĕçсене вĕçленĕ хыççăн, кану çинчен шутлама вăхăт мар-и;

Районти ялсенчи культура çурчĕсен ĕçĕ-хĕлне илес пулсан, Кивĕ Ахпÿртсенне уйрăм палăртмаллах. Кану центрне çамрăкки те, ватти те, çулланни те çÿрет. Мĕншĕн тесен чылай паллă кунпа пулăма халăха явăçтарса мероприяти йĕркелеççĕ кунта. Ачасен, çамрăк мăшăрсен, асаннесен конкурсĕсене ирттереççĕ. Спорта кăмăллакансем валли те пÿлĕм пур. Кĕрешме вĕренекенсен секцийĕ ĕçлет. Кун пек чухне никам та каçхине ялти суту-илÿ лавкки çу-мĕнче явăнмасть.

Районти культурăпа кану центрĕ те мероприяти йĕркелессинчен айккине юлмасть. Анчах унта кашни ялтан килсе çÿреймеççĕ-çке.

Çĕнĕ Ахпÿртри культурăпа кану центрĕн специалисчĕсем юрра-ташша ăста. Юбилярсен уявĕсене илĕртÿллĕ ирттереççĕ вĕсем. Ялти пултарулăх ушкăнĕн концерт программи те пур. Унпа кÿршĕсем патне тухса çÿреççĕ. Мĕншĕн юрлас, мĕншĕн савăнас мар;

Кзыл Чишмари культура центрĕ ял поселенийĕн администрацийĕпе пĕр çуртра вырнаçнă. Фойере кирек хăш вăхăтра та çын пур. Шашка-шахматла выляма ĕçрен пушăраххисем кăнтăрла та ÿркенмеççĕ. Район, республика хаçачĕсем те алă айĕнчех – çĕнĕ хыпарсемпе паллашма пулать.

Лайăххи хамăртах юлать. Анчах кану çурчĕсенче çăра çакăнса тăрсан мĕн каламалла; Тури Чакăра пурăнакансем те хăйсен канăвне йĕркелекенсем йăрă та маттур пулманнишĕн пăшăрханаççĕ. Вăтаелĕнче вара вăхăтра юсав ĕçĕсене пурнăçлайман, культура çурчĕн алăкĕ питĕрĕнчĕк. Юрра-ташша юратакансем те, спорта кăмăллакансем те çÿреймеççĕ унта халĕ. Унччентерех клуб çумĕнчи стадион ачасен шавĕпе кĕрлесе тăнă, футболла, волейболла та вылянă унта. Кăçал кĕр пылчăклă килнĕрен кунчаллă калушпа та кĕме пулмарĕ.

Килĕрен тенĕ пекех компьютер пур халĕ. Анчах унпа пурте ĕçлĕ усă курма пĕлмеççĕ. Çитĕнекен ăру тĕрлĕ вăйă кăна вылять. Унăн серепинчен хăпма та кансĕр. Çав вăхăтрах культура çурчĕсенче йĕркелекен культурăллă мероприятисем илĕртме пултараççех. Акă, Анат Туçари пуçламăш пĕлÿ паракан шкулти спорт залне канмалли кунсенче мĕнпур яш-кĕрĕм пухăнать. Уйрăмах волейбол, баскетбол сумлă. Турнирсем те ирттереççĕ. Хавхалантарма спонсорсене тупаççĕ.

Тивĕçлĕ ĕçлекен культура çурчĕсенче çамрăксем сцена çинче хăйсен ăсталăхне кăтартма, ăна малалла аталантарма пултараççĕ. Авалтан куçса пыракан халăх йăли-йĕрки çухалмасть. Апла пулсан, культура çурчĕн алăкне çăра ан хураллатăрах.

А. АСТРАХАНЦЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика