АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сăвăр çынтан пулса кайнă, тет...

22 октября 2011 г.

«Пупăн», «çукăн»

Сăвăр– çемçе çăмлă, таса та тирпейлĕ, ăратне кура сарăрах е хурарах тĕслĕ пысăках мар чĕр чун. Чи пысăкки вунă килограмма çитме пултарать. Унăн эрттелĕсем çын çÿремен çĕрте, хĕвел пичĕ çинчи сăрт айккинчи шăтăксенче çемьепе, çиччĕн-саккăрăн (колонипе) пурăнаççĕ, ĕмĕрĕн пысăк пайне 90 процентне тĕттĕмре ирттереççĕ. Апла пулин те куçĕсем самай вичкĕн, сыхăра тăракан сăвăр, сăмахран, çынна 300 метртанах уйăрма пултарать. Çакăн пек вырăнсенчех ĕрчекен тыркассемпе арлансем хреçчен акнă тырă-пулпа ытти çимĕçе тапăнаççĕ, касса-тураса сиен тăваççĕ пулсан, кусем пĕрре те ун йышши мар, хăйсен таврашĕнчи курăка кăна çисе тăраççĕ.

Чăваш халăх сăмахлăхĕнче сăвăра çынран пулса кайнă, теççĕ. Ăна тытсан, куççÿльне этем пекех аллисемпе шăла-шăла йĕрет иккен вăл. Кун пирки тепĕр халап та илтнĕ. Ĕлĕк пĕр пуппа чухăн çыннин анисем юнашар пулнă. Пачăшкăн тырри ăнман, çук çынĕ вара çуллен пысăк тухăç илнĕ. Турă çынни сăхăланса çакăн çĕрне туртса илесшĕн тăрăшать. Тав ĕçе суда тăратаççĕ. Пуп чееленме ăста. Чухăн çĕрĕ çине тарăн шăтăк чавать те икĕ ачине çавăнта кĕрсе лартать, çиелтен курăнмалла мар тăпрапа витет. Тÿре-шарасем килеççĕ те анасем камăн пулнине уйăраймаççĕ. Пуп вĕсене çĕртен хăйĕнчен ыйтма сĕнет. Çапла тăваççĕ те. Хайхи ачасем «ку камăн çĕрĕ тесен», «пупăн!» тесе кăшкăраççĕ-мĕн. Леш ани пирки вара «çукăн!» тесе хуравлаççĕ. Çапла пуп лайăх çĕрлĕ пулса юлать. Çÿлтен пурне курса тăракан аслă Турра çакă тарăхтарнă– ачасенчен сăвăр туса хунă. Хайхискерсем киле таврăнайман вара текех, хирех юлнă...

Хут çинчи йышăнусем

Авал сăвăрсем Чăваш хутлăхĕнче чылай çĕрте ĕрченĕ. Анчах иртнĕ ĕмĕрĕн 21-22 çулĕсенчи хăрушă выçлăх вăхăтĕнче апатсăр аптранă çынсем вĕсене питĕ нумай тытса пĕтернĕ: какайĕ тутлă, çăвĕ сиплĕ. Хăшпĕр сунарçăсем 300 пуç таранччен вĕлернине те калаççĕ. Республикăн кăнтăр пайĕнче вырнаçнă районсенче кăна кăштах сыхланса юлайнă мĕскĕнсем. Чĕрĕ чун тĕнчине тĕпчекен наука ĕçченĕсем пикенсех чан çапнине шута илсе Чăваш АССР ЦИКĕн Президиумĕ1932 çулхи кăрлачăн 31-мĕшĕнче çак вырăнсенче 1500 гектар çĕр уйăрса сăвăрсен заповедникне туса хума йышăннă. Çав шута Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи Вăтаелпе Кĕçĕн Шăнкăртам ялĕсем хушшинчи 500 гектар лаптăк та кĕнĕ. Анчах синкерлĕ шăпа пĕтĕмпех вĕçленмен-ха çав – кĕçех тăван çĕршывăн аслă вăрçи сиксе тухнă. Камах кирлĕ ун чухне тата хыççăнхи çулсенче айванкка чĕр чунсен усравлăх вырăнĕ!

1961 çулта Чăваш правительстви çак вырăнтах сăвăрсене упрама 25 гектар лаптăка заказник тесе пĕлтернине те ячĕшĕн йышăннă хут кăна тесе шутламалла. Мĕншĕн тесен, çакна пĕле тăркач пĕр пайне вырăнти колхоз улма-çырла сачĕ туса янă.

Чăн чĕрĕлÿ

Çĕр çинче çутçанталăк условийĕсем улшăнсах тăраççĕ. Çакна эпир кашниех лайăх туятпăр. Чĕрĕ чунпа ÿсен-тăранăн чылай тĕсĕ яланлăха çухалнă ĕнтĕ. Хăрушла процесс малалла та пырать. Çав вăхăтрах вĕсенчен кашнийĕ биосферăри веществосемпе энерги улшăнăвĕнче калама çук пысăк вырăн йышăнать. Пĕр сыпăк тухса ÿксен те экосистемăн мĕн пур тытăмĕ япăхланма пултарĕ. Сăвăр тĕнчи те биотĕрлĕлĕхĕн пĕр пайĕ. Мухтав турра, юлашки çулсенче çак ăнлану пирĕн чĕресене çите пуçларĕ темелле. Çакна 2001 çулта Патăрьел районĕнчи Туçа ял тăрăхĕнчи сăвăрсем пурăнакан лаптăка «Присурский» Раççей федераци шайĕнчи патшалăх заповедникĕн пĕр пайĕ (участокĕ) туса хуни те аван çирĕплетет. Вăл Пăла юханшывĕн сулахай çыранĕнчи сăртра вырнаçнă, лаптăкĕ 28 гетара яхăн.

Хальхинче ку йышăнăва пĕрре те экологсен куçне хывăх сапма тунă тесе калаймăн– çывăхри Тутар Тимешре пурăнакан Миназим Рахматуллина шалу парса ăна куç шăрçи пек упрама çирĕплетнĕ. Вăл çутçанталăка сыхлакан аслă инспектор тата аслă наука сотрудникĕ шутланать. Маларах– нумай çул çак таврари «Гвардеец» колхозра пахча-çимĕç агрономĕнче вăй хунă, ял хуçалăх наукисен кандидачĕ, нумай ĕçсен авторĕ. Эпир унпа заповедникăн хĕвелтухăç пайĕнчи ятарлă аншлаг умĕнче тĕл пултăмăр. Миназим абый черетлĕ обходран таврăнать-мĕн.

–Сăвăрсем çурла уйăх вĕçĕнче хĕл каçма хатĕрленеççĕ, хăйсем пурăнакан шăтăксене, кĕмелли-тухмалли тĕнĕсене тăмран тунă пăкăсемпе хуплаççĕ,– каласа кăтартать ман пĕлĕш.–Çавсене пĕтĕмпех пăхса çаврăнтăм. Шăтăкĕсем пайтах, икçĕре те çывхараççĕ. Чылайăшĕ хупă ĕнтĕ. Ахăртнех, ыттисем те паян-ыран хăйсен ĕçне вĕçлеççĕ...

Заповедникра çичĕ çемье пурăнать. Ятарлă методикăпа сăнанă тăрăх, шучĕ хĕрĕх икĕ пуç пуçтарăнать. 80-а çитни те пулкаланă. Ку пек чухне апат çимелли лаптăксем чакаççĕ ахăртнех. Çавăнпа уйрăм çемьесем урăх çĕре те куçкаласа каяççĕ. Юлашки вăхăтра кăна пĕрисем, ав Аслă Пăла Тимеш ялĕ енче меллĕ кĕтес тупнă. Анат Туçа таврашне çул тытнисене те асăрханă. Çакă йĕркеллĕ пулăмах. Чăн та, ют çĕрте вĕсене хÿтĕлекен тупăнасса шанма хĕн. Мĕн тăвăпăр чĕлхесĕр чуна, çынтан ыйтса тăмасть, хăйсен саккунĕпе пурăнать. Тепĕр чухне каялла таврăнни те çакнах çирĕплетет.

–Заказник шутланнă пулсан та вунă çул каялла çак вырăнсене халăх ирĕклĕн кĕрсе çÿретчĕ, ялти сурăх, ĕне тата хур кĕтĕвĕсем кунтан тухма пĕлмен темелле,–аса илсе калаçать Миназим Минегалиевич. –Тепĕр чухне ашкăнчăк çамрăксем сăвăрсене шăтăкран хÿтерсе кăларас тесе шыв ярса тăнине те куркаланă. Чăн та, вĕсене унпах ярса тытас çук. Пуçтахсенчен сыхланма лешсем темиçе хутлă «хваттерсем» туса тултараççĕ, хăвăлĕсем те 60-70 метрах тăсăлаççĕ. Тĕп килтен пистерме пултарнă, паллах. Заповедник уçнă хыççăн чылай çынпа «çапăçма» тиврĕ. Ара, эпĕ унта выльăхсене таптаса çÿреме чаратăп, çырла пуçтарма, кăмпа шырама кĕртместĕп–çке-ха! Кăвайт чĕртекенсене те пĕрре мар хÿтернĕ. Килĕшместчĕ çакă ял-йыша. Пухусенче чылай хутчен ăнлантарнă, уйрăммăн та калаçнă. Халĕ хăнăхса çитнĕ ĕнтĕ, йĕркене пăсакан çукпа пĕрех. Тепĕр чухне ютран килнĕ ухатниксем заповедник режимне пăсни пулкалать. Икĕ çул каялла, тĕслĕхрен, пăшаллă пĕр çын пирки хура протокол çырма тивнĕччĕ... Хурал халь çирĕп. Хамăр заповедникăн оперативлă инспекторĕсем те лăпкăлăха тĕрĕслеме килсех çÿреççĕ...

Туристсене хапăл-и;

Паллах ĕнтĕ, «Присурский» заповедникăн Патăрьелĕнчи участокĕ пĕр сăвăрсемшĕн кăна та мар. Кунта ÿсен-тăран тĕнчи пуянланнă, сайра тĕл пулакан хурт-кăпшанкă ĕрчет. Юлашки вăхăтра ăсчахсем Чăваш республикин Хĕрлĕ кĕнекине кĕртнĕ çулçăсăр касатик, ансат аносма, кăлкан,шалфей, конуслă кăтра кăмпа асăрханă. Ытарайми Адмирал тата Махаон лĕпĕшсем те ирĕклĕн вĕçеççĕ. Çавăнпах çу каçĕпе тенĕ пек кунта Шупашкар, Йошкар–Ола, Чулхула, Хусан вузĕсенчи биологине вĕренекен студентсем , наука ăсчахĕсем çÿреççĕ, çĕнĕрен те çĕнĕ тĕссем тупаççĕ. Нумаях пулмасть Германин паллă сăвăр тĕпчевçисем курса кайнă. Экскурсисене килекенсен йышĕ ÿсни те савăнтарать. Патăрьелсемсĕр пуçне кăçал кăна кÿршĕллĕ Комсомольски, Елчĕк районĕсенчи тата Тутарстанăн Пăва тăрăхĕнчи темиçе шкултан делегаци йышăннă вăл. Чăн та, заповедника кĕрсе çÿреме юрасть. Анчах ачасемшĕн периметрпа утни те, сăвăрсене аякран курни те, пĕтĕмĕшле илсен, патшалăхăн уйрăмах сыхлакан çутçанталăк территорийĕпе паллашни пысăк хаваслăх.

Малашлăхĕ тата пысăкрах пек-ха сăвăр лаппин. Акă район администраци пуçлăхĕ Николай Глухов çак тĕлте туристсене илĕрмелли вырăн тăвас ĕмĕтлĕ. Патăрьел–Елчĕк аслă çулран икçĕр метр пăрăнсан, Пăла хĕрринче сăвăрсене пăхмалли меллĕ вырăн (лапам) йĕркелеме май пур. Кунтах çырмара хăмасенчен ансат пĕве тума, чĕр чунсене кансĕрлемесĕрех шыва кĕрсе уçăлма, пулă е хĕскĕ (рак) тытма, кĕскен каласан, кану вырăнĕ уçма пулать. Çакна пурнăçлама Федераци е республика шайĕнчен пулăшу ансан, район та хăйĕн тÿпине хывма хатĕр. Иртнĕ уйăхра ку йытупа района «Присурский» заповедник ертÿçи Алексей Олигер та килсе кайнăччĕ. Апла-тăк, лав вырăнтан хускаласса кĕтессе те шанмалла. Пурăнччĕрех сăвăрсем пире тата килес ăрусене савăнтарса.

Николай Ларионов

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика