22 октября 2011 г.
Юпа уйăхĕн 19-мĕшĕнче районта пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ иртрĕ. Унăн тĕп темисем: Чăваш Республикинче ялта пурăнакан граждансене социаллă пулăшу памалли хушма мерăсем, ял хуçалăх ĕçĕсене ăнăçлă тирпейлесе пĕтересси çинчен. Кун йĕркине лартнă ыйтусене сÿтсе явма Пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ С. Енилина, Чăваш Республикинчи социаллă страховани фончĕн н управляющи çумĕ Т. Алексеева, Шалти ĕçсен министерствин полици начальникĕн çумĕ С. Белоусов, Федераллă финанспа бюджет надзорĕн Территори управленийĕн ертÿçи Н. Константинова хутшăнчĕç.
– Паян республикăри пĕрлĕхлĕ информаци кунĕнче сÿтсе явма лартнă ыйтусене эпир ăнăçлă пурнăçласа пыратпăр. Район экономики çулран-çул тĕрекленет. Ял халăхĕн пурнăçĕ ырă енне улшăнать. Çапах та ĕмĕтсем тата пысăк, – пуçларĕ хăйсен калаçăвне ларусен залĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ Н. Глухов. Малалла Николай Иванович Юхмапа Пăла тăрăхĕнче социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене мĕнле пурнăçласа пынипе кĕскен паллаштарчĕ, çĕр ĕçченĕ умĕнче тăракан ыйтусене çивĕчлетрĕ.
Хирти Пикшикри вăтам шкулта, «Колосок» ача сачĕн коллективĕнче, ял поселенийĕн активĕпе йĕркеленĕ тĕл пулусенче ЧР пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ С. Енилина, район администрацийĕн пуçлăхĕ Н. Глухов, Шупашкарти сăра туса кăларакан «Букет Чувашии» фирма представителĕ С. Артамонов юлашки çулсенче республика, район пĕр тикĕс аталаннине, ялта пурăнакан граждансене патшалăх паракан çăмăллăхлă социаллă пулăшусем хушăнсах пынине каларĕç. Нумай пулмасть çеç, акă, Республика Президенчĕ М. Игнатьев аслă ăрушăн тимлесе «Ĕç ветеранĕ» ята илме ирĕк пур граждансен категорийĕсем çинчен Указ кăларчĕ. Малашне ĕç вырăнĕнче тăрăшакан çынсем нимĕнле наградăсăрах, хĕрарăмсем – 40, арçынсем 45 çул ĕç стажĕ пуçтарсан, социаллă пулăшу пакечĕпе усă курма пултараççĕ. Республикипе çитес çул вĕсен «çарне» тата 35 пин çын хутшăнмалла!
Юхмапа Пăла тăрăхĕнче 14 пин çын патшалăх тивĕçтерекен социаллă пулăшупа усă курать. Вĕсенчен вунпĕр пинĕ – пенсионерсем, сывлăх тĕлĕшĕнчен сусăррисем, пĕччен ватăсем: 3,5 пин амăшĕ вара уйăхсерен уйăракан ачисемшĕн паракан пособие илет.
Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакан ялсенчи 1555 специалиста (педагогсем, медицина, культура ĕçченĕсем, ветеринари работникĕсем пурăнмалли çурт-йĕр çăмăллăхĕсемшĕн 17 миллион ытла укçа тÿленĕ. Ку тĕлĕшпе çакна та палăртса хăвармалла: пĕчĕк тупăшлă ытти çемьесем те патшалăх тивĕçтерекен субсидипе туллин усă курма пултараççĕ. Кирлĕ хутсене хатĕрлеме çеç ÿркенмелле мар. Акă Алманчăсем пуянрах пурăнаççĕ пулин те, çак çăмăллăхпа усă курассипе районта чи хастаррисем. Çав вăхăтрах Аслă Чементе хушма цехсем мар, ял хуçалăх предприятийĕ те тахçанах ахрат çырминче, ял халăхĕ вара патшалăх алă тăсса панине хапăл мар. Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕнче сывлăх сыхлавĕнчи ырă улшăнусем пирки те нумай калаçу пулчĕ. Паян районти тĕп больница хуларинчен пĕрре те кая мар: ĕç условийĕсем лайăхланса пыраççĕ, оборудовани çĕнелет пыраççĕ. Тĕпрен юсанă хыççăн гинекологипе ача çуратмалли уйрăмсем пур енĕпе те хăтлă. Çамрăксен пĕр шикленмесĕрех çемьене йыш хушма тăрăшмалла, районти демографи лару-тăрăвне 2008, 2009 çулсенчи шая çитермелле. Ун чухне районĕпе çулталăкра 528 ача çуратнă! Тĕл пулусенче район администрацийĕн пуçлăхĕ Н. Глухов сывлăх сыхлавĕнчи пăшăрхантаракан ыйтăва та хускатрĕ. Паян районти тĕп больницăра ача-пăча тухтăрĕсем çитмеççĕ. Хальхи вăхăтра 14 специалиста улттăн улăштараççĕ!
Юпа уйăхĕ. Çанталăк хура кĕркуннене çаврăниччен кăларса ĕлкĕреймен «иккĕмĕш çăкăра», ытти культурăсене пĕрлехи вăйпа пуçтарса илесси – паянхи тĕп тĕллев. Район шайĕнче ăна ăнăçлă йĕркеленĕ. Тĕрлĕ организаци-предприятинчен çак ĕçе куллен ултçĕр ытла çын хутшнать! Вĕсен вăйĕпе куллен çĕр гектартан çĕрулми пуçтарăнать.Çанталăкĕ тепĕр темиçе кун пирĕн майлă тăрсан, сахăр кăшманĕ те путвала кĕрĕ.
А. Егорова.