22 октября 2011 г.
Юлашки вăхăтра Чăваш Республикинче уртаракан чир пирки нумай çыраççĕ.Ăна Çĕрпÿ, Тăвай, Шупашкар, Муркаш, Канаш, Сĕнтĕрвăрри, Пăрачкав районĕсенче тупса палăртнă. Çавăнпа асăрхануллăха ÿстермеллех. Уртаракан чир хăрушшисен ушкăнне кĕрет. Вăл вирус урлă сарăлать, тĕп нерв системине сиенлетет, выльăх-чĕрлĕхе çеç мар, мĕн пур чĕр-чуна, çав шутрах çынна та ерет. Пирĕн республикăра çак хăрушлăха ытларах чирлĕ тилĕсем сараççĕ. Вĕсем ялсене кĕрсе ачасене, выльăх-чĕрлĕхе, йытăсене çыртса хăйсен наркăмăшлă (вируслă) сĕлекипе вараласа чир ертеççĕ. Вируссем кашни выльăхăн организмĕнче тĕрлĕ вăхăтра аталанаççĕ. 2 кунран пуçласа 10 кунччен, 2-8 эрнерен, пĕр е 2 çулталăк хушшинче палăракансем те пур. Чирленĕ чĕрчунсен курăнакан чир паллисен уйрăмлăхĕ пур. Сăмахран, йытăсем чирĕн пуçламăшĕнче хăйне тыткалассинче тĕрлĕрен улшăну курăнать. Усаллисем тăруках ачаш та хăравçă пулса каяççĕ, лăпкисем вара тÿрех тепĕр майлă улшăнаççĕ, хуçа çине те сиксе ÿкме пултараççĕ, сăлтавсăрах вĕреççĕ. Пĕр куç шăрçи тепринчен пысăкрах пулать.
Малалла чир ÿссе пынă май яланхи апата çиме пăрахаççĕ, кирлĕ мар япаласене кăшлаççĕ, çăтса яраççĕ, хăйсен каяшĕсене те тиркемеççĕ. Çав вăхăтрах вĕсен апат çиесси, шыв ĕçесси йывăрланса пырать, нумай сĕлеке юхтараççĕ. Кăкаркăçра çÿременнисем çапкаланса çÿреме тата тарма тăрăшаççĕ. Хирĕç пулакан çынсене, выльăхсене туласа чир ертеççĕ.
Уртаракан чирпе чирленĕ тилĕсем чеелĕхе çухатаççĕ те ялах пырса кĕреççĕ. Кунта вара килти выльăхсене тапăнаççĕ. Ĕне-выльăх канăçсăрланать, çĕре, урайне урисемпе, мăйракипе чавать. Стена тăрăх хăпарма тăрăшать, хăйăлтакан сас кăларать, сĕлеке юхтарать, кавлемест. Юлашкинчен шалкăм çапса вилет.
Çынна, выльăхсене йытă е урăх чĕрчун çыртсан, çийĕнчех, пĕр тăхтаса тăмасăр, вырăнти медицина тата ветиринари специалисчĕсене пĕлтермелле. Çыртнă йытта, выльăха вĕлерме юрамасть, çийĕнчех кăкармалла та 10 кун хушши ветспециалистсене сывлăхне тĕрĕслеттерсе тăмалла, çакăн хыççăн кăна вĕсен шăпине татса памалла.
Уртаракан чир районта ан сарăлтăр тесен пĕр-пĕрне пулăшса, ăнланса ĕçлемелле. Ял хуçалăх предприятийĕсен, ял тăрăхĕсен ертÿçисен, выльăх-чĕрлĕх усракан уйрăм çынсен яваплăха туйса тăмалла. Мĕнпур йытăсене яланах кăкаркăçра тытса усрамалла, урама илсе тухнă, транспортпа çÿренĕ чухне çăварлăх тăхăнтартмалла. Вĕсем пурри çинчен ял тăрăхне тата вырăнти ветеринари участокне пĕлтермелле, çулталăкра пĕр хут профилактика прививкине тутармалла. Фермăсенче пурăнакан йытăсене, кушаксене, вăрманти картунсенче лесниксен мĕн пур йытти выльăхĕсене те манса хăвармалла мар. Сунарçăсен уртаракан чиртен прививка туман йытăсемпе ухатана тухмалла мар. Ун пек выльăха какая яма та юрамасть, вĕсене юн юхтармасăр вĕлермелле те çунтарса ямалла. Кил çурта 10 процентлă сĕлтĕ шĕвекĕпе дезинфекцилемелле. Уртаракан чир тупăннă яла 2 уйăхлăха карантина хупаççĕ.
Инкекпе тĕл пулас мар тесен, йытăсемпе кушаксене пăхса усрамалли йĕркене çирĕп пăхăнмалла. Вырăнсенче асăннă мероприятисене пурнăçламалла.
П. Ефимов,
районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен
станци ертÿçи.