22 октября 2011 г.
Республика Президенчĕ Михаил Игнатьев авăн уйăхĕнче Юхмапа Пăла тăрăхне килес умĕн вулакансем хаçат редакцине чылай ыйтупа шăнкăравларĕç. Юлашки номерсенче эпир хуравĕсемпе те паллаштарма тăрăшрăмăр. Шел те çак майпа усă курса çын аллипе кăвар туртакансем те пур-мĕн. Акă Хирти Пикшикри хисеплĕ механизатор, ĕç ветеранĕ вăхăтĕнче Ленин, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕсене илме тивĕçнĕ Вазых Хамдеев сумĕпе витĕнсе пĕр ăнманĕ районта преступленисем тăваççĕ тесе суя ыйту çĕкленĕ. Аксакал ятне текстра асăрханисем шалт тĕлĕннĕ.
«Эпĕ нихăçан та районти лару-тăрăва пăлхатман, политикăна хутшăнман. Камăн намăсĕ çитнĕ-ши çак утăма тума;» – пăшăрханать вăл чĕререн.