22 октября 2011 г.
Пирĕн интервью Р. М. Лизакова: «Тĕнчере тата культурăра вăхăтпа вырăн чиккисем çук»
Çын япаласен тĕнчинче кăна пурăнмасть. Унăн ăс-тăн аталанăвне йĕркелеме чи кирли вăл – культура. Культура шутне профессиллĕ искусство, художествăлла пултарулăх, литература, музейсем, массăллă информаци хатĕрĕсем тата ытти те кĕреççĕ. Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министрĕ Роза Лизакова республикăн культура çитĕнĕвĕсем çинчен интервьюра калаçрĕ.
– Роза Михайловна, ял культури çинчен уйрăммăн калаçма пулать-и е ку тĕрĕсех мар;
– Халăха ял тата хула çыннисем çине пайлани, ял тата хула культурине уйăрса калаçни тĕрĕс мар. Хальхи вăхăтра тĕнче, Раççей культурисене хутшăнма чăрмав çук, вăхăт ялпа хула хушшинчи уйрăмлăха чакарать. Çавăнпа республикăри культура программисене территори принципĕпе мар, отрасль принципĕпе йĕркеленĕ. Сăмахран, театрсен аталанăвĕ пирки калаçнă чухне эпир профессиллĕ театрсене те, ялти хăйне евĕр театр коллективĕсене те шута илетпĕр.
Паянхи кун чи кирлĕ ĕçсенчен пĕри вăл – ялти культура учрежденийĕсене модернизацилесси. Вăл 2007 çулта республика Президенчĕн указĕпе килĕшÿллĕн пуçланнă. 2007-2010 çулсенче 46 клуба çĕнетнĕ. Çуртсенче капиталлă юсав ĕçĕсем ирттернĕ, çĕнĕ техника хатĕрĕсем панă. Творчество коллективĕсем валли 600 яхăн сцена костюмĕ çĕленĕ. Кăçал тата 2 муниципаллă культура учрежденийĕ – Комсомольски районĕнчи Урмаелĕнчи социаллă культура центрĕ тата Шупашкар районĕнчи Чăрăшкассинчи çамрăксен çурчĕ – компьютер тата видеопроекци хатĕр-хĕтĕрĕн комплектне илĕç.
4 çул хушшинче çак программăна пурнăçа кĕртме тĕрлĕ финансировани çăл куçĕнчен 119 млн тенкĕ килнĕ. 2011 çулта культура учрежденийĕсен çурчĕсене тĕплĕн юсама республика бюджетĕнчен 20 млн тенкĕ уйăрнă. Çак укçапа тата 30 культура учрежденийĕн çуртне юсама планлаççĕ.
– Тин çеç Чăваш Енре Пĕтĕм Раççейри çамрăк библиотекарьсен форумĕ иртрĕ. Ăна ирттерме мĕншĕн пирĕн республикăна суйланă;
– Паллах, ку ăнсăртран мар. Чăваш Республики библиотека ĕçне аталантарас енĕпе регионсем хушшинче лидер шутланать. Чăваш Ен – 500 ытла ялти çĕнĕ ăру библиотеки туса хунă Раççейри пĕрремĕш регион. Çакна ăнланса библиотекарьсем те çĕнĕлле, ĕçе чунтан парăнса вăй хураççĕ. Çавăнпа та ытти регионсенчи ĕçтешсем пирĕн библиотекăсем мĕнле ĕçленине килсе курнăшăн, пирĕн опытпа паллашнăшăн тĕлĕнмелли çук.
Чăваш Республикинчи ял библиотеки комплекслă социокультура тата информаци улшăнăвĕсем витĕр тухрĕ: çуртсен малти, тулашĕнчи сăн-сăпачĕ улшăнчĕ, халăха тивĕçтерес сфера аталанса пырать. Халĕ кунта çĕнĕ информаци технологийĕсемпе: электоронлă кĕнекесемпе, компакт-дисксемпе, аудио-видеокассетăсемпе, Интернет ресурсĕсемпе усă кураççĕ.
– Пултарулăх коллективĕсене те вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем йĕркелесе тăраççĕ-и;
– Раççейĕн кашни регионĕ çакăн чухлĕ пултарулăх коллективĕпе мухтанма пултараймасть. Культура учрежденийĕнче 6 пин ытла çакăн пек пĕрлешÿ ĕçлет, унта 83,5 пин çын çÿрет. 200 ытла творчество пĕрлешĕвĕ халăх пултарулăх коллективĕ ята илнĕ.
«Çÿлтен хушса» халăхра авалтан пыракан йăла-йĕркене упрас туйăма сыхласа хăварма çук. Юрать, кашни районта пуçаруллă, творчествăллă çынсем ертÿçĕсем хушшинче пур. Вĕсем темле йывăр çулсенче те пултарулăх коллективĕсене, халăхран тухнă хăйне евĕр талантсене пулăшса пычĕç, ăрусен çыхăнăвне сыхласа хăварчĕç.
– Электронлă ресурссемпе Интернет пурнăçа ытларах та ытларах кĕрсе пынă май ача-пăча искусство шкулĕсем хăйсен пĕлтерĕшне çухатмаççĕ-и;
– Телее, çук. Ача-пăча искусство шкулĕсем кирлине (Чăваш Енре вĕсем 46) унта çÿрекен ачасен шучĕ ÿсни çирĕплетет. 2006 çултан пуçласа 2010 çул таран искусство шкулĕсенче вĕренекенсен йышĕ 13 процент нумайланнă. Раççейпе илсен çак кăтарту 12 процентпа, Атăл çи федераллă округра 10 процентпа танлашать. Паянхи кун республикăри кашни 6-мĕш ача художество, музыка е урăх искусство шкулне çÿрет. Ача-пăча искусство шкулĕсем – муниципаллă учрежденисем, вĕсен пуласлăхĕ муниципалитет пуçлăхĕсенчен килет. Майпа усă курса, муниципалитет пуçлăхĕсене тепĕр хут ача-пăча искусство шкулĕсем çине ытларах тимлĕх уйăрма ыйтас килет.
–Сирĕн ведомтво пичет ыйтăвĕсене те йĕркелесе пырать. Паянхи условисенче район хаçачĕсем мĕнле ĕçлеççĕ;
– Чăваш Ен пур район хаçатне те сыхласа хăварнă. Çакна тума экономикăпа финанс тĕлĕшĕнчен йывăр çулсенче патшалăх пичете пулăшса тăнипе май килнĕ. Паян эпир шăп район хаçачĕсем халăхпа çывăх, чи нумай сутăнакан хаçатсем пулнине куратпăр. Вĕсем район пурнăçне çутатса тăнипе кăна мар, нумай çыншăн канашпа пулăшакан шанчăклă юлташ пулса тăнă.
Район хаçачĕсем çĕнĕлĕхсенчен хăрамаççĕ, кăларăмăн форматне, содержанине улăштараççĕ. Кашни хаçатăн Интернетра хăйĕн сайчĕ пур. Редакцисен web-ресурсĕсене кĕрсе тухакансен шучĕçулран çул ÿснине палăртмалла.
Информаци сферинчи чи пĕлтерĕшлĕ пулăм – наци телерадиовещанине туса хуни. Наци радиовĕ икĕ çул çурă ĕçлет ĕнтĕ, нумаях пулмасть тĕрĕслев режимĕнче наци телевиденийĕ ĕçлеме пуçларĕ. Çапла вара, час-часах ача-пăча, спорт, вĕренÿ программисене, юратнă спектакльсене, видеофильмсене чăвашла курма пулĕ.
– Çынсене культурăпа тата та çывăхлатас тесен мĕн тума пулать;
– Культурăпа искусство учрежденийĕсем хальхи вăхăтра информацие электронлă базăсене куçарас тесе ăнăçлă ĕçлеççĕ. «Культурное наследие Чувашии» çĕнĕ порталта 1500 ытла страница, уйăхсерен унта 1000 çын кĕрсе тухать. Эпир наци мультимедийлă коллекцине туса хатĕрлесшĕн.
Пирĕн тĕп тĕллев – çынсене театрсене çÿреме, литература тата искусство произведенийĕсемпе киленме, творчествăра ÿсĕмсем тума май туса парасси.