22 октября 2011 г.
Районти санэпидемкомиссин черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Ăна унăн председателĕ, район администраци пуçлăхĕн çумĕ М. Калмыков ертсе пычĕ. Лару кун йĕркинче икĕ ыйту пăхса тухрĕ: районта паразитлă чирсенчен асăрханмалли мероприятисене вăйлатасси тата сăвăссемпе вăрăмтунасенчен сарăлакан инфекциллĕ чирсенчен сыхланмалли мероприятисен комплекслă планне çирĕплетесси. Малтанхи ыйтупа районти тĕп больницăри Н. Надина нарколог калаçрĕ. Паразитлă чирсен профилактика ыйтăвĕсене çулленех санэпидемкомиссин, медицина канашĕн ларăвĕсенче пăхса тухаççĕ. Апла пулин те пăшăрхантаракки пурах. Акă, лямблиоз, токсакароз чирĕсене Патăрьел, Туçа, Çĕнĕ Ахпÿрт, Пикшик, Шăнкăртам ял поселенийĕсенче тупса палăртнă.
Гельминтоз 14 çула çитмен ачасене ытларах ерет. Кун пек тĕслĕх те 20 пулнă. Мĕншĕн сарăлаççĕ-ха вĕсем; Хăш-пĕр чухне вĕрентÿ учрежденийĕсенче санитари саккунлăхне пăснăран, ача-пăча урамра вылянă хыççăн çăвăнмасăрах апат çинĕрен.
Паразитлă чир-чĕр профилактика ыйтăвĕпе администраци сайтĕнче те информаци пулман. Ку темăпа Роспотребнадзор управленийĕн территори пайĕн начальникĕ Н. Сергеева та сăмах илчĕ.
Сăвăс сăхнă тата вăрăмтуна çыртнă хыççăн инфекци сарăлнă тĕслĕх районта пулман-ха. Пуç мими чирĕпе (энцефалит) 2009 çулта пĕри сывлăх учрежденине пулăшу ыйтма килни çеç çырăнса юлнă.
Районти аптекăсенче сăвăспа вăрăмтунасенчен хÿтĕленмелли кирлĕ препаратсем çителĕклĕ. Вăрмана кĕнĕ чух вĕсемпе сĕрĕнме тăрăшмаллах. Тĕп больницăра та пирвайхи медицина пулăшăвĕ памалли делагил медицина ĕçченĕсен алли айĕнчех.
Сÿтсе явнă ыйтусемпе лару тивĕçлĕ йышăну турĕ.
Чир-чĕр ытти енĕпе те ан сарăлтăр тесе ĕçлемелли пурах. Акă, кĕр йĕпе килчĕ. Хирти, пахчари шăшисем çурт таврашне пуçтарăнчĕç. Пахча-çимĕçе кăшлаççех вĕсем. Çак чĕрчунсемпе çине тăрса кĕрешмелли çинчен те пулчĕ калаçу.
А. Астраханцева.