22 октября 2011 г.
вĕрентекенĕ.
Çитĕнекен ăрăва харпăр-хăйне тытмалли йĕркесене вĕрентес, пĕр-пĕринпе сапăр, чăтăмлă пулма хăнăхтарас, нравственность тĕлĕшĕнчен тĕрĕс воспитани парас ыйтусем хальхи вăхăтра пирĕн çĕр-шыври çынсене çеç мар, пĕтĕм тĕнчипех канăç памаççĕ, чи çивĕччисем пулса тăраççĕ. Мĕншĕн тесен ыранхи пурнăç, малашлăх çитĕнекен ăру аллинче. Пирĕн тивĕç – тÿрĕ чунлă, ырă кăмăллă, ÿт-пÿпе те, чунпа та тĕреклĕ ачасем çитĕнтересси. Раççей Президенчĕн хушăвĕпе килĕшÿллĕн çĕр-шыври 19 регионта (Чăваш Республики те çав шутрах) 2010 çулхи ака уйăхĕнчен пуçласа 4-5 классенче çĕнĕ вĕренÿ предмечĕ «Тĕн культурисен никĕсĕсем тата çутлăх этики» кĕртрĕç. Вăл ултă модульрен тăрать. Хăшне вĕренесси ашшĕ-амăшĕ суйласа илсе шкул директорĕ ячĕпе ыйту çырнинчен килет.
Çĕнĕлĕхе вĕрентме пуçланă хыççăн аслă ăрурисем хыпăнса ÿксе, теприсем хĕпĕртесе калаçнине илтме пулатчĕ. Виççĕмĕшĕсем вара хăраса ÿкнине те асăрханăччĕ. Тĕплĕн шухăшласа пăхсан, савăнмалла çеç. Иккĕмĕш çул çак предмета вĕрентнĕ май çакна калама пултаратăп. Ачасем питĕ юратаççĕ ăна, кăсăкланаççĕ, тем тĕрлĕ ыйту та параççĕ. Вĕсен тавракурăмĕ те анлăланать. Харпăр-хăйне тыткалас тĕлĕшпе шухăшлама та вĕренеççĕ. Çавăнпа та малашне вĕрентекенсемпе ашшĕ-амăшне, аслашшĕ-асламăшне, кукашшĕ-кукамăшне пĕр чĕлхе тупса, пĕр çăвара сурса ĕçлеме сĕнеççĕ педагогика наукисен тĕпчевçисемпе психологсем.
11-12 çулхи ача тĕнче çине пуçласа çитĕннĕ çын евĕр пăхма пуçлать; таврари пулăма, аслисен ĕç-хĕлне, тыткаларăшне хак пама хăтланать; ыттисем хушшинче хăй вырăнне тупма пĕрремĕш утăмсем тăвать. Çавăнпа та ашшĕ-амăшĕн çак тапхăрта уйрăмах тимлĕ пулмалла, ÿссе çитĕнекен ăрушăн чи çывăх çын, кирек епле ыйту çине те хурав, сĕнÿ пама пултаракан юлташ пулса тăмалла. Ачана хумхантаракан пулăмсене пĕрле сÿтсе явмалла, ăна хамăрпа тан çын пулнине туйса илме пулăшмалла.
Тĕпчевçĕсем каланă тăрăх, хальхи саманари амăшĕсем ачисемпе талăкра 11 минут çеç калаçаççĕ, ашшĕсем вара унран та сахалрах. Çакна вăхăт çитменни çине йăвантараççĕ. Тĕплĕнрех шухăшласа пăхсан, икĕ ăру хушшинче калаçу йĕркелемелли пĕрлехи темăсем тупма та йывăр. Ашшĕ-амăшĕпе ача хушшинчи калаçу – чи лайăх воспитани мелĕ теççĕ. Çĕнĕ предмет пире шăпах çакна йĕркелемелли темăсем тупса парать те ĕнтĕ. Çавăнпа та кашни урок хыççăнах килте калаçу ирттермелле. Мĕн çинчен сăмах пынине, урокра мĕн çĕннине пĕлнине ыйтса пĕлмелле, мĕнле ыйтусем канăç паманнине те вăлтса пĕлме тăрăшмалла.
Пирĕн район территорийĕнче, тĕпрен илсен, икĕ тĕрлĕ тĕн культурине (православи тата ислам) тытса пыраççĕ. Чăвашпа тутар халăхĕ килĕштерсе, туслă пурăнаççĕ. Малашне те хамăр ачасене ют тĕн культурине хисеплеме вĕрентесчĕ. Ытти халăх çыннисем çинчен кăнттам, тÿрккес, киревсĕр сăмахсем калас марччĕ. Аслисен хăйсен ĕçĕпе те, сăмахĕпе те кĕçĕннисене тĕслĕх кăтартасчĕ.
Нимĕнле вĕрентÿ курсĕ те хăйне тĕллĕн ачана воспитани пама пултараймасть. Алла кĕнеке тыттарнипе те, темиçе урок ирттернипе тÿрех тÿрĕ чунлă та ырă кăмăллă, ÿт-пÿпе , чунпа сывă та тĕреклĕ, кирек хăш вăхăтра та пурне те пулăшма хатĕр çын туса хума çук. Çĕнĕ предмета вĕренсе ача хăй умне «Мораль нормисем пурнăçра мĕн тума кирлĕ-ха;» – тесе ыйту лартма пултарчĕ-тĕк, вăхăта ахалех сая яман теме пулать. Анчах та çак ыйту çине хурав пама хăш-пĕр чухне пĕтĕм пурнăç тăршшĕ чухлĕ вăхăт кирлĕ. Енчен те çамрăк çын мораль, нравственность ыйтăвĕсем çинчен шухăшлать пулсан, вăл вара тĕрĕс çул çине тăнă темелле.
Хăвăр ачăрсемшĕн вăхăтăра та, вăй-халăра та ан шеллĕр, вĕсемпе пĕрле вĕренĕр, ытларах калаçăр. Çитĕнекен ăру пурнăçăн анлă çулĕн пуçламăш сукмакĕ çине тăнă çеç-ха. Çывăх çыннисем пулăшса тĕрев парсан çеç анлă (тен тумхахлă та) çул çăмăл туйăнĕ. «Хама та, ман йĕри-таврашри çынсене те (япаласене те) сиен тăвас марччĕ, пурне те лайăх пултăрччĕ», текен кăмăл-сипет принципне пурнăç тĕллевĕ туса хума вĕренесчĕ.
Л. Басова,
Аслă Чементи вăтам шкул