26 октября 2011 г.
ПĂЛАПУÇ ПАШЬЕЛ ял поселенийĕн администрацийĕпе культура, вулавăш ĕçченĕсем хура кĕр кунĕсем килсе капланиччен кантур йĕри-тавра-шĕнче, урамсенче темиçе хутчен те субботник ирттернĕ. Иртнĕ эрне вĕçĕнче вĕсем каллех çак тĕллевпе ĕçлеме кар тухнă. Малтан пĕлтĕрхи шăрăх çанталăкра типнĕ, хăрнă йывăçсене кăкланă, унтан киввисене çĕннисемпе улăштарнă. Лайăх йăл илсе кайсан, тепĕр темиçе çултан яла хурăн, йăмра, çăка, пилеш йывăççисем илем кÿрĕç.