АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации »

26 октября 2011 г.

Район спортпа туслă. Пекинри олимпиадăра маутинбайк енĕпе виççĕмĕш вырăна тухнă Ирина Калентьевăпа, тĕнче класлă спорт мастерĕпе, утас енĕпе республикăн пĕрремĕш чемпионкипе А. Деверинскаяпа, 3000 метра чупса СССР чемпионки ята тивĕçнĕ Ф. Красновăпа, тĕрлĕ шайра спорт тÿпине парăнтарнă Б. Глинкинпа, В. Афанасьевпа, С. Титовпа, З. Якушевпа, И. Калляпа, И. Юмановăпа, Р. Бикчуринпа тивĕçлипех мухтанатпăр.

Аслисем йышне çамрăксем кĕрсе пыраççĕ. А. Матвеевпа А. Михайлова велоспорт енĕпе, А. Мышов штанга йăтса, А. Прокопьева çăмăл атлетикăпа Раççей шайĕнчи ăмăртусене хутшăнса курăмлă çитĕнÿсем тăваççĕ.

Тĕнче класлă 16 спорт мастерĕ, 500 ытла спорт мастерĕн кандидачĕ çитĕнтернипе савăнмаллах.

Районта 133 спорт сооруженийĕ, пĕр стадион, 28 спорт залĕ, 2 физкультурăпа спорт комплексĕ, йĕлтĕр бази, пăшал пемелли 9 тир пур. Вĕсене харăсах 4000 ытла çын çÿреме пултарать.

Иртнĕ çул Патăрьелĕнче 612 çын вырнаçмалăх трибунăллă, Шăнкăртамри иккĕмĕш вăтам шкулта стадионсем уçнă. Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулта хоккей коробки йĕркеленĕ. Первомайски ял поселенийĕнче стадиона тирпейлесе янă.

Районти 93 учрежденинчи, предприятинчи, организацинчи 12340 çын сывă пурнăç йĕркине тытса хăйсен пурнăçне физкультурăпа çыхăнтарать.

Ачасемпе çамрăксен “Паттăр” спорт шкулĕнче 10 ытла секци ĕçлет. Вĕсене 200-е яхăн çын çÿрет.

Спортпа физкультурăна аталантарас ĕçре кадрсен тÿпи пысăк. Районта 45 физкультура учителĕ, 30 яхăн тренер-преподаватель, 10 инструктор ĕçлеççĕ. Пурте тенĕ пекех аслă пĕлÿллĕ, чылайăшĕ пĕрремĕш категориллĕ. Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ тренерĕ В. Афанасьев, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕсем Н. Зимин, М. Зейнетдинов, аслă категориллĕ тренер И. Алеев ăмăртусене тĕплĕн хатĕрлентереççĕ.

Раççей шайĕнчи ăмăртусем те иртеççĕ районта. Маутинбайкпа вăл Нăрваш Шăхалĕнче пиллĕкмĕш хут пулчĕ.

Ирĕклĕ майпа кĕрешекенсем В. Семенов парнисемшĕн пуçтарăнаççĕ Первомайскине.

Яллă вырăнта ирттернĕ сапантуя Раççейĕн тĕрлĕ регионĕнчен юланутсем ăмăртăва килчĕç.

Республика пĕлтерĕшлĕ ăмăртусене те спортсменсем йышлă хутшăнаççĕ. Çăмăл атлетикăпа вĕсем Первомайскинче çулленех А. Деверинская, Еншикре Ф. Краснова парнисемшĕн иртеççĕ.

Хоккей вăййи малалла аталанать. Çĕнĕ Ахпÿрт команди унпа ăмăртусене республика тулашне те тухса çÿрет.

Ял поселенийĕсен районти спартакиади 15 тĕрлĕ енпе иртет. Иртнĕ çул Пикшик ял поселенийĕн команди çĕнтерÿçĕ пулчĕ.

Шкулсенче вĕренекенсен спартакиадăра 21 тĕрлĕ енпе ăмăртаççĕ. Малти вырăнсене Первомайскинчи, Аслă Чементи, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш, Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулсене çÿрекенсем йышăнаççĕ.

Районта иртекен çулленхи 80 ытла спорт ăмăртăвĕсене вуншар пин çын хутшăнать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика