АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçшĕн чунне парать

26 октября 2011 г.

Аслă Чементи вăтам шкула ырă хыпар çитрĕ – директорăн вĕрентÿ тата воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Л. Чегаева республикăри вĕрентÿ министрствин Хисеп грамотине илме тивĕç пулчĕ. Чĕрĕк ĕмĕр ытла вăй хурать Людмила Викторовна вĕрентекен ĕçĕнче. Педагогика институчĕн дипломне 1984 çулта илнĕ çамрăк Патăрьелĕнчи шкул-интернатра ĕçлеме пуçланă. Тепĕр çулхине вара тăван яла куçнă, математика урокĕсене ертсе пынă. 1999 çулта ăна директор çумĕ пулма çирĕплетнĕ. Людмила Викторовна вĕрентекенсене яланах ырă сĕнÿсемпе пулăшса пырать. Уроксене тĕплĕ хатĕрленсе, компьютер технологипе усă курса ирттерет, ачасене тарăн пĕлÿ парассишĕн тимлет. Аслă классене патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменне тытма хатĕрлет, начар вĕренекен ачасемпе уроксем хыççăн юлать. Занятисем кăсăклă иртчĕр тесе тĕрлĕ меслетпе вăй хурать, унсăр вĕрентÿ ĕçĕ ăнăçлă пулманнине лайăх ăнланать педагог. Районти тата шкулти математика учителĕсем умĕнче Л. Чегаева çулсерен уçă уроксем парать. Методика пĕрлешĕвĕн членĕсем ти-вĕçлипе хаклаççĕ унăн ĕçне. Тĕрлĕрен конкурса, семинара хастар хутшăнать вĕрентекен. Людмила Викторовна Раççейри “Пирĕн çĕнĕ шкулти учитель” интернет-проекта, республикăри наукăпа практика конференцине хастар хутшăнчĕ. Районта çулсерен иртекен “Физика тата математика урокĕсем” фестивальте 2009 çулта 1-мĕш, 2011 çулта вара 3-мĕш вырăна тухма пултарчĕ. Ачасене те тĕрлĕ конкурса явăçтарать Людмила Викторовна. “Хуласен турнирĕ” математика олимпиадинче, çамрăксен математика чемпионатĕнче, “Кенгуру” вăйă-конкурсра, “Ăслăлăх. Пултарулăх. Аталану”, “Excelsior” конференцисенче те ачасен кăтартăвĕсем лайăх. 2009 çулта республикăра иртнĕ “Манăн пĕчĕк çĕр-шывăм” конкурсра унăн вĕренекенĕсем Е. Кошелевăпа А. Медведева 3-мĕш тухма пултарчĕç.

Районти олимпиадăна хатĕрлес енĕпе те нумай ĕçлет педагог. Çавăнпах вăл вĕренекен ачасем çулсерен малти вырăна йышăнаççĕ. Тĕрлĕ çул Е. Чегаева, В. Фролов тата В. Яганов темиçе хутчен те малтисен шутĕнче пулчĕç. 2007 çулта вара В. Фролов республикăри олимпиадăра та питĕ лайăх кăтарту турĕ.

Людмила Викторовна юратнă мăшăр, анне. Аслă хĕрĕ Катя, лайăх вĕреннипе, районти нумай-нумай олимпиадăсенче, конкурссенче, конференцисенче çĕнтернипе, сăпайлă та ырă кăмăллă пулнипе асра юлчĕ. 2005 çулта ылтăн медальпе вĕренсе тухнă хыççăн ЧР педагогика университетĕнче ют чĕлхе факультетĕнче вĕренчĕ. Денис çак вĕренÿ заведенийĕнчех, технологипе экономика факультетĕнче, 4-мĕш курсра пĕлÿ пухать.

Н. КОШЕЛЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика