АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » КАШНИНЕХ АСĂРХАНМАЛЛА

26 октября 2011 г.

Терроризмшăн нимĕнле чикĕ те çук. Вăл тĕне те, нацисене те, çĕр-шывсене те шеллемест. Çынсене, обществăна хăратасси, пусмăрласси – унăн тĕллевĕ. Çавăнпа террора хирĕç тăма, тĕрлĕ майпа сыхланма пĕлмелле. Енчен те эсир хваттерте террорла акт çинчен информаци илтĕр пулсан, сирĕн мĕн тумалла; Паллах, вут-çулăм кăларма пултаракан япаласене (сăрăсене, лаксене, бензина) пухса хурăр, чÿречесем çинчи чечек савăчĕсене урайне антарăр, газ пăрăхĕсене хупăр, çунакан кăмакасене сÿнтерĕр, çутмалли хатĕрсене, сăмахран, хунарсене хатĕрлесе хурăр. Çавăн пекех медикаментсен, апат-çимĕç, ĕçмелли шыв запасĕсене хатĕрлени те вырăнлă. Чÿречесене карăсемпе хуплăр, обществăлла вырăнсене тухассине, транспортпа çÿрессине чакарăр, ачасене, ваттисене психологи пулăшăвĕ парăр.

Эвакуаци çинчен хыпар илтрĕр пулсан, лăпкă пулăр. Кирлĕ документсене, укçа-тенке, хаклă япаласене илсе, çутта сÿнтерсе, газа, шыва чарса, алăксене питĕрсе урама тухăр.

Час-часах обществăлла вырăнсенче взрывсем пулнине те илтетпĕр. Енчен те хуçасăр сумка е тĕркев, пăралуклă е шнурлă япаласене асăрхасан полици пайне, учреждени е организаци ертÿçисене пĕлтермелле. Асăрханă япалана алăпа тытма, вырăнтан вырăна куçарма, пăрахма, çĕре чавса чикме, пăралуксене татма юрамасть. Çакăн пирки иртен-çÿрене те пĕлтермелле. Уйрăмах карас телефонĕпе, радиоçыхăну хатĕрĕсемпе усă курни вырăнсăр.

Енчен те эсир взрыв зонине лексен, айккинелле пăрăнăр, ыттисене пулăшу парăр.

Хăш-пĕр чухне çурт ишĕлчĕкĕсем айне пулма пултаратăр. Чи малтанах, хăвăра лăпкă тытăр, сывлăр, шанчăка ан çухатăр, сас парса хăвăр пуррине пĕлтерĕр. Пулăшу пулатех.

Г. КАЛЛИН.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика