26 октября 2011 г.
Хальхи вăхăтра хулара çеç мар, ялсенче те час-часах палламан çынсем тăр кăнтăрлах шалтан питĕрнĕ хапха алăкĕсене пырса шаккаççĕ. Ытларах “тĕрĕслевçĕсем” кинемейсемпе шур сухалсене хăйсем пĕччен чухне чăрмантараççĕ. Пĕрисем хăйсене энергонадзор, теприсем налук службин инспекторĕ, виççĕмĕшсем участокри уполномоченнăйсем е суд приставĕн исполнителĕсем тесе суяççĕ. Кирлĕ пулсан, ĕнентерекен хутне те кăтартаççĕ. Çапла майпа куçĕ витĕр курман, хăлхи те мăкалнă ватăсем пĕрин хыççăн тепри шăнман пăр çине ларса юлаççĕ, пысăк штрафпа çыхăннă парăмшăн çийĕнчех кĕмĕлне кăларса хураççĕ. Çак кунсенче районти суд приставне самаях сулмаклă карчамас пырса кĕнĕ. Нуша район центрне илсе çитернĕ хĕрарăм Нăрваш Шăхалĕнчен иккен. Çакскер ывă-лĕпе кинĕ ĕçре чухне “килĕрен йĕрке тума тухнă”, тесе ĕнентерекен икĕ вăйпитти арçынна тÿлемен налукшăн 600 тенкĕ тыттарнă та янă. Халĕ унăн суя квитанцийĕ те алăра – çыннисене палласа юлман, хушамачĕсене те пĕлмест. Чавса çывăх та çыртма çук темелле. Пĕлтĕр вара суд приставĕсен ячĕпе витĕнсе вĕсене вырăна тухса “пулăшакансем” Красномайски тăрăхĕнче çÿренине калаçрĕç. Ун чухне те пĕччен пурăнакансем улталаннăччĕ.
–Çын аллипе çĕлен тытакансем малашне те пулма пултараççĕ. Усал шухăшлă вăрă-хурахран (çаплах калас килет) яланах сыхă пулмалла. Хамăр служба сотрудникĕсем пирки çакна палăртса хăварасшăн. Пирĕн кирек мĕнле работник та вырăна ятарлă тумсăр тухмасть. Унсăр пуçне суд приставĕнче ĕçлекен кашни исполнителĕн сулахай кăкăрĕ çинче Федераллă суд приставĕн ятарлă знакĕ пур. Унта “ОП” (суд ĕçĕ-хĕлĕнче йĕрке тăвакансем) е “ИС” (суд исполнителĕсем) тесе палăртнă. Служба символикине кăтартакан паллă варрине “ФССП России” тесе çырнă, унсăр пуçне кашнийĕн хăйĕн серийĕ, номерĕ. Çавăнпа та компьютер ĕмĕрĕ вăй илсе пынă тапхăрта (парăмçăсене çавăн тăрăх пăхаççĕ) карчăк-шăрчăка улталас, вĕсенчен укçа сăтăрса илес тĕллевпе темĕнле йăх-ях та пырса çулăхма пултарать. Ун пеккисенчен айккине çеç пăрăнмалла, – терĕ кун пирки аслă суд приставĕ Г. Авки. Малалла Галина Васильевна районти суд приставĕн кăçалхи тăхăр уйăхри ĕç итогĕпе, хăш-пĕр çĕнĕлĕхсемпе паллаштарчĕ.
Кÿршĕсемпе танлаштарсан Юхмапа Пăла тăрăхĕ самаях пысăк темелле. Çавăнпа тĕрлĕ сăлтавпа хура списока лекнисем те сахалах мар. Маларах асăннă тапхăрта районти суд приставне 6288 ĕç кĕнĕ. Ку вăл кашни уйăхра 700е яхăн производство пулать. Кулленхи тиев пысăк. Кăçалхи çур çулхи пĕтĕмĕшле кăтартупа коллектив республикăра пĕрремĕш вырăн йышăннă. Тăхăр уйăх пĕтĕмлетĕвĕ те начар мар. Мĕн пур ĕçĕн 87,2 процентне пристав сотрудникĕсем саккунпа килĕшÿллĕн шыраса илнĕ.
Йĕркелĕх хуралне кĕнĕ ĕçсен ытларах пайĕ – ГИБДД штрафĕсем. Ытти тĕрлĕ производство та нумай. Ачасемшĕн алимент тÿлессинчен пăрăнса çÿренисем те сахалах мар. 219 çын. Вĕсенчен 23-шĕ унта та кунта тарса, пытанса çÿреççĕ. Шыраврисем пурте пакунлисен хура списокĕнче.
Парăмĕ мăйран пăвакан хуçалăхсенчен “Колос”, “Югель” ял хуçалăх предприятийĕсене “Уют” тулли мар яваплă обществăна палăртса хăвармалла. Уйрăм çынсенчен пысăк “çылăха” кĕнисем те пур. Тутар Сăкăтĕнчи çемье пуçлăхĕ пĕр банкран 351 пин укçа илнĕ. Темшĕн вăл ăна тÿлемен те тÿлемен, парăмĕ хушăнсах пынă. Нумай пулмасть вара кивçенпе вăхăтра татăлманшăн унăн пăшалне арестленĕ. Çĕнĕ саккун çакна тума та ирĕк парать. Ваттисем калашле, “Суяпала пур çĕре те çитĕн, анчах каялла таврăнаймăн”. Ун пек чухне вара тĕрĕслĕхе суд сакки çинче татса пама тивĕ.
А. ЕГОРОВА.