29 октября 2011 г.
Районти халăхăн социаллă тивĕçтерÿ центрĕ çитĕнекен ăрăвăн канăвне лагерьсенче çирĕплетме майсем туса парассишĕн сахал мар тăрăшать. Акă, çуркуннехи тата çуллахи каникулсен вăхăтĕнче 70е яхăн ача Шупашкарти “Лесная сказка”, “Алый парус”, “Утес”, “Салют”, А. Николаев космонавт ячĕллĕ кану тата сиплев çурчĕсенче пулчĕç. Çывăх кунсенче вара 20 ача “Чайка” лагере çитеççĕ.
Татьяна Малинина директор пĕлтернĕ тăрăх, канма каяс текенсен йышĕ пысăк. Çавăнпа та сахал тупăшлă, тулли мар, йышлă ача-пăчаллă, ашшĕ-амăш хÿт-лĕхĕсĕр юлнă çемьесенчи ачасене путевкăсемпе маларах тивĕçтереççĕ. (Хамăр корр.).