29 октября 2011 г.
– Пăлапуç Пашьелне пилĕк сехет те 35 минутра çула тухакансене 584-мĕш номерлĕ автобуса ларма ыйтатпăр. Пурне те телейлĕ çул пултăр, – терĕ И. Чернова диспетчер-оператор. Çак сăмахсенех вырăсла та каларĕ. Вокзалта ĕç кунĕ пуçланчĕ.
Пĕрремĕш рейспа çула тухакансене ырă суннă хыççăн платформăра автобуссем черетленсе çеç тăчĕç: пĕри килет, тепри каять. Пассажирĕсем те улшăнсах тăраççĕ. Кун каçа республикăри “Чувашавтотранс” патшалăх унитарлă предприятийĕн Канашри ПАТП филиалĕн автобусĕсем тĕрлĕ маршрутпа 55 рейс тăваççĕ. Çула тухакансен ыйтăвне тивĕçтерме “хурçă утсем” çителĕклĕ кăна мар, шанчăклă та. Вĕсенчен ытларах пайĕ иккĕмĕш çул çеç чупать-ха. Чи пахи вара водительсем хăйсен ĕçне юратни, ку тĕлĕшпе пысăк опытлă пулни. Кашни кун руль умне ларакансем пирки сăмах пуçарсан, Б. Чернов автоколонна механикĕ кăмăлтан калаçрĕ. Çул юлташсене пĕрне ырласа теприне хурлама та йывăр. Çапах та автомобилистсен кунĕнче хăшĕ-пĕрисене асăнса хăварни те вырăнлă. Тăтăшах çула тухакансем вĕсене сăнран çеç палламаççĕ, ятран та пĕлеççĕ. Сăмахран И. Краснов хăйĕн ĕçĕнче чăн шурсухал. Коллективра ăна ырă кăмăлĕшĕн, сăпайлăхĕшĕн, тÿрĕ чунлăхĕшĕн хисеплеççĕ. Ĕçтешĕсемшĕн – чи аслă вĕрентекен. Водитель вăтăр çул хушшинче миçе пин çухрăм хыçа хăварнă-ши; Иван Тихонович аварисĕр çул çÿревшĕн пĕрремĕш степеньлĕ паллăна та тахçанах илме тивĕçнĕ. Чи пĕлтерĕшли вара пассажирсем унпа кăмăллă пулни. Ахальтен мар ăна халăхра “Ырă Ваня” тесе те хисеплеççĕ. А. Долгов, С. Горбунов, В. Востоков, В. Дюкин, Ф. Куряков, А. Даркин, В. Чанга пирки те ăшă сăмах çеç каламалла. Пурте хăйсен ĕçне чун-чĕререн парăнса, пысăк яваплăхпа пурнăçлаççĕ. Коллективра И. Козлов водитель ĕç стажĕпе чи çамрăкки. Апла пулин те вăл пысăк хисеп çĕнсе илме ĕлкĕрнĕ. Техникăна юратни, пассажирсемпе сăпайлă, тарават пулни ăна кулленхи ĕçре çăмăллăх çеç кÿрет. Илья Петрович авăн уйăхĕнче кашни кунах ытти хăш-пĕр юлта-шĕсем пек хăйне хăй тĕрĕслесе тăмалли меслетпе рейса тухнă. Урăхла каласан, контролерсем ăна тÿрĕ чунлăхĕшĕн çĕр проценчĕпех ирĕккĕн ĕçлеме май панă.
Паянхи рынок хăйнеевĕрлĕхĕ Патăрьелĕнчи автостанци коллективне те кал-кал, пĕр чăрмавсăр ĕçлемех май памасть.
– Конкурентсем, хăйсене таксист тесе хаклакансем, кашни кунах хутшăнса пыраççĕ темелле. Çапах та мĕнпур йĕркене пăхăнса çула тухакансем сахал мар. Кăçалхи тăхăр уйăхра 412 пин билет сутăннă. Иртнĕ çулхи çак вăхăтра та пассажирсен юхăмĕ çакăн пекрехчĕ. Ĕçри стабиллĕх коллективри туслăхран та килет. Ытти работниксенчен 1982 çултанпа диспетчерта тăрăшакан Ф. Кирпичевана, И. Якупова кассира, хамăрăн территорине яланах таса та тирпейлĕ тытма тăрăшакан Э. Эйбетовапа Р. Хуснетдинова уборщицăсем, Т. Данилова, А. Эльмукова, В. Ситова перронти диспетчерсем хăйсен тивĕçне пысăк яваплăхпа пурнăçланине палăртса хăварас килет. Пĕччен сурнипе кÿлĕ тăваймастăн, пĕрлĕхре вăй, тĕрек, хавхалану тесе шутлатăп – палăртрĕ хăйĕн шухăшне Патăрьел автостанцийĕн начальникĕ С. Логинова.
А. ЕГОРОВА.