29 октября 2011 г.
Аслă Чементи вăтам шкулта пултаруллă та маттур ачасем сахал мар. Вĕсенчен пĕри вунпĕрмĕш класра вĕренекен Мария Самделова. Вĕренÿре “4” тата “5” паллăсемпе çеç ĕлкĕрсе пырать вăл. Акăлчан, вырăс тата чăваш чĕлхисене уйрăмах кăмăллать. Интересĕсем тĕрлĕ енлĕ Машăн. Мĕн пĕчĕкренех спортпа туслă. Çăмăл атлетикăра вăл районта вăйлисен йышĕнче тăрать, унăн грамотисене шутласа та пĕтерес çук. Кăçалхи ака уйăхĕн 3-мĕшĕнче республикăра иртнĕ ăмăртусенче 3-мĕш тухса министерство грамотине тивĕçрĕ. Юпа уйăхĕн 8-мĕшĕнче тепĕр пысăк çитĕнÿ турĕ спортсменка, Ф. Краснова парнишĕн чупса каллех 3-мĕш тухрĕ. Спортри пысăк çитĕнÿсемшĕн вăл район администрацийĕн пуçлăхĕн стипендине илсе тăрать.
Сăвăсем калама питĕ ăста Маша. “Айхи тата Сарпи вулавĕсем” конкурссенче пĕрре мар çĕнтерÿçĕсен йышне кĕнĕ. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче пĕтĕм тĕнчери акăлчан чĕлхин конкурсне хастар хутшăнчĕ, çавăн пекех “Чĕвĕлти чĕкеç”, “Британский бульдог”, “Кенгуру” конкурссенче те Машăн кăтартăвĕсем аван.
Шкулти пĕр мероприяти те унсăр иртмест тесен те йăнăш пулмĕ. Аслă классен канашне ертсе пырать. Хăйĕн ĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать. Ачасем хушшинче ирттерекен рейтингра Маша кашни çулах малтисен шутĕнче.
Пушă вăхăтра сăвă-калав çырма юратать хĕр. “Тантăш” хаçатпа тачă çыхăну тытать.
Шкул хыççăн чăваш патшалăх университетне, журналистика факультетне кĕме ĕмĕтленет.
Н. КОШЕЛЕВА.