03 ноября 2011 г.
ЧŸКĔН 6-мĕшĕнче мăсăльмансем исламăн пысăк уявне, курбан-байрама, паллă тăваççĕ. Районта пурăнакансем кÿршĕллĕ туслă халăхăн йăли-йĕркине хисеплеççĕ, савăнăçа пĕрле пайлама тăрăшаççĕ. Район администраци пуçлăхĕ Николай Глухов аслă кунпа ăшшăн саламлать, ырлăх-сывлăх, тăнăçлăх, телей сунать.
Ыран вара православи тĕнне тытса пыракансем Турă амăшĕн хăватсем кĕртекен Хусан Турăшне чыслаççĕ. Вăл 1612 çулта Мускавпа Раççее поляксенчен тасатнипе çыхăннă. Шăматкун вилнисене асăнмалли кун.