Чăваш патшалăх университечĕн Патăрьелĕнчи филиалне уçнăранпа 17 çул çитрĕ. Çак хушăра кунта 1765 хĕрпе каччă вĕренсе тухнă, 64-шĕ хĕрлĕ диплом илнĕ.
Хальхи вăхăтра филиалта куçăмлă тата куçăмсăр майпа 1030 студент ăс пухать. Унсăр кунта ĕçлекен кадрсене хушма пĕлÿ те параççĕ. Акă шкул директорĕсем менеджмент курсне çÿреççĕ.
Халĕ вĕрентÿ учрежденийĕ районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрпа килĕшсе ПВМ операторĕсене хатĕрлет.
Филиалтан вĕренсе тухнă специалистсем чылайăшĕ ĕçе вырнаçса пыраççĕ.
Вĕрентĕвĕн çĕнĕ стандарчĕпе килĕшÿллĕн филиалта кăçалтан пуçласа бакалаврсене тата магистрсене хатĕрлеççĕ.
Патăрьелĕнчи çиччĕмĕш професси училищи 1924 çултанпа ĕçлет. Тăххăрмĕш теçеткене капашаканскер вĕрентÿ учрежденийĕн никĕсĕ самай тĕреклĕ. Вăл ачасене самана таппи майлă кирлĕ профессисене пама тăрăшать. Паян кунта повара, кондитера, тракторист-машиниста, автомеханика, çĕвĕçе 480 каччăпа хĕр вĕренет. Водителе, суту-илÿ залĕн кассирне, каменщика, электросварщика та кунтах хатĕрлеççĕ.
Ачасем кабинетлă системăпа вĕренеççĕ. Тренажер пÿлĕмĕ, спорт, атлетика залĕсем, библиотека, столовăй, медицина пункчĕ пур. Мастерскойсемпе лаборатори ку чухнехи оборудованипе пуян. Информатика кабинетĕнче 15 компьютер, мультимедийлă проектор лартнă.
Библиотекăра 10334 кĕнеке, 105 экземпляр электронлă литература упранать.
Вĕренекенсен тĕрлĕ шайри конкурсри çитĕнĕвĕсем савăнтараççĕ. Ял хуçалăх производстви мастерĕн профессине илекен А. Цыганов республика ăмăртăвĕнче мала тухса диплома тивĕçрĕ.
Районти шкулсенче 557 педагог ĕçлет. Учительсен 93,2 проценчĕ аслă пĕлÿллĕ. 370 педагог пĕрремĕш тата аслă квалификаци категориллĕ.
Шкул çулне çитмен ачасен учрежденийĕсенче кадрсем çителĕклĕ. 159 педагогран çурри ытла пĕрремĕш тата иккĕмĕш категориллĕ.
Тăххăрмĕш класран вĕренсе тухакансем çĕнĕ йĕркепе экзамен тытрĕç. Профильлĕ вĕренĕве явăçса пынăран хими, физика, биологи, географи, обществознани предмечĕсене суйласа илекенсем чылайăн пулчĕç.