09 ноября 2011 г.
Ачасемпе çамрăксен “Паттăр” спорт шкулĕнче шахмат турнирĕ иртрĕ. Пĕрремĕш партинче Кзыл Чишмари М. Абдуллинпа Хирти Пикшикри Р. Даутов вылярĕç. Иккĕмĕшĕнче М. Абдуллина Р. Сафиуллов выляса илчĕ. Тепĕр ушкăнра Патăрьелĕнчи В. Табаков мала тухрĕ. Вăл Р. Сафиулловпа вăййа малалла тăсрĕ, çĕнтерÿçĕ пулчĕ. Улттăмĕш турта спорт ветеранĕ П. Салихов та Р. Сафиулловран выляса илчĕ. Çапла вара В. Табаков ултă çынна çĕнтерчĕ, ун хыççăн Р. Сафиулловпа Н. Федоров пулчĕç.
Саккăрмĕш турта икĕ шурсухал – М. Абдуллинпа П. Салихов вылярĕç. Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче вĕсем иккĕшĕ те район чысне хÿтĕленĕскерсемччĕ. Халĕ çулĕсене кура мар харсăр хăйсем.
Вăййа хутшăнакансене хавхалантарма район администрацийĕн пуçлăхĕ Н. Глухов, унăн çумĕ М. Калмыков çитрĕç, суйлавра район интересĕсене мала хуракан тивĕçлĕ кандидатсемшĕн сасăлама сĕнчĕç.
Юлашки вăйă В. Табаков çĕнтерсе пĕрремĕш, М. Абдуллин иккĕмĕш, П. Салихов виççĕмĕш вырăнсене тухнипе вĕçленчĕ. Вĕсене Хисеп грамотисем, парнесем парса чыс турĕç.
Турнир пирки шухăша кайса мĕн палăртмалла-ха; Вăййа хутшăнакансем – пурте 60 çултан иртнĕскерсем. Çамрăксен ăсталăхĕ çитмест-ши; Тĕп судья та Шупашкартанах килнĕ. Хамăрăн çукрах пулас. Çак çитменлĕхсене малашлăхра шута илесчĕ.
Ф. ФАЗУЛЛИН,
спорт ветеранĕ.