09 ноября 2011 г.
РАЙОНТИ çул çитмен ачасемпе ĕçлекен тата вĕсен прависене хÿтĕлекен комиссин черетлĕ ларăвĕнче пăхса тухнă ыйтусенчен пĕри Çĕньялта пурăнакан пилĕк ача амăшĕпе çыхăннă. Апăрша хĕрарăмĕ ватă мар-ха, вăтăрта кăна. Вăл çамрăклах эрех-сăра серепине çакланса пепкисене кирлĕ пек тимлĕх уйăрман, кил-тĕрешне те тирпейлемен... Чун тĕпренчĕкĕсем пĕр-пĕрне пăхса пурăннă темелле.
Нумай пулмасть çакскер темĕнле вăй-хăват çитерсе хăй ирĕкĕпе врач-нарколог патне çул тытнă, малтанхишĕн ÿкĕнсе хаяр шĕвекрен сипленме пуçланă. Çавна кура комисси членĕсем ырă çул çине тăнăскере ачисене тивĕçлĕ воспитани паманшăн çапсах хуçмарĕç, анчах çемьене çирĕп сăнава илессине каларĕç.