09 ноября 2011 г.
Кÿршĕллĕ район пулсан та ку таранччен Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакансемшĕн Улатăра çитесси е таврăнасси чĕр нуша пулнă. Тÿрĕлле çулĕ, чăн та, çывăх. Анчах умра–хура вăрман, çырма-çатра, шурлăх-путлăх... Транспорт хатĕрĕ вырăнне хĕлле çуна, çулла урапа кăна вырăнлă. Гусеница сырнă трактор тата. Авалхи хулапа чукун çул çывăхнелле вырнаçнă вăрман комбиначĕсенче тата пункчĕсенче, аякри делянкăсенче йывăç каснă е сухăр пуçтарнă çĕрте ĕçлекенсем кунта иртнĕ ĕмĕрте çуран танккаса нумай нушаланнă. Ĕлĕкрен-авалтан лашман вырăссемпе мар, ытларах Аслă Арапуçпе тата Турханпа (вĕсем 30-мĕш-50-мĕш çулсенче– район центрĕсем) çыхăну тытакан упи каçман çырма леш енче тĕпленнĕ Кивĕ Эйпеçпе ун таврашĕнчи халăх еплерех тертленнĕ тата! Автомашинăпа каяс тесен ирĕксĕрех çавра-çавра çулпа, Йĕпреç витĕр çÿреме тиветчĕ.
Паян çакна пĕтĕмпех иртнĕ кун темелле. Ку акă мĕншĕн. Пĕлтĕр çулла Аслă Чемен ялĕ патĕнчен пуçласа Улатăр еннелле аслă çул тума пикенчĕç. “Чăвашавтодорăн” Канашпа Çĕмĕрле участокĕсен тата Патăрьелĕнчи “Шыгырданы” ООО строителĕсем чăннипех тав сăмахне тивĕçлĕ: питĕ кĕске тапхăрта, тĕпрен илсен, пĕр çулталăк хушшинче, 10,1 километр çула туса пĕтерчĕç. Калама кăна канас! Унăн кăткăс конфигурациллĕ çичĕ çухрăмлă пайĕ чăтлăх вăрман витĕр выртать–çĕр купаласа хăйăр турттариччен малтан 25 гектар йывăç-тĕме кăкланă. Шыв юххисене тирпейлеме кăна тĕрлĕ размерлă 14 тимĕр-бетон пăрăх-труба хунă. Асфальт сарлакăшĕ 6 метр– автомашинăсем те хире-хирĕç ирĕклĕн пыма пултараççĕ. Кунсăр пуçне самаях пĕр вăрăм лаптăк çине эксперимент шайĕпе универсаллă асфальт-бетон модификаторне сарнă. Вăл служба срокне 1,5 хут ÿстерме пултарнине калаççĕ. Пурĕ вара асăннă строительство объекчĕ валли патшалăх 265 миллион тенкĕ укçа тăкакланă. Чăннипех “ĕмĕр стройки”.
Пысăк хаваслăха пайлама чÿк уйăхĕн 5-мĕшĕнче района республика Президенчĕ М.В.Игнатьев та килсе çитрĕ. Хĕл алăкран шакканине систерекен пĕрремĕш самант пулчĕ çав кун–каçхине сакăр градус таран сивĕтсе пăрахрĕ. Вырăн-вырăн юр та çукаласа иртнĕ. Апла пулин те хĕвеллĕ, уяр. Çÿрçĕр çилĕ витĕр касса вĕрнине пăхмасăр Аслă Чемен ял тăрăхне кĕрекен Чеменсемпе Чакăсем аслă çула уçакан вырăна йышлăн пухăннă. Кунтах– район тата администраци пуçлăхĕсем Михаил Петровпа Николай Глухов, строительство организацийĕн ертÿçисем, ытти чĕннĕ хăнасем.
–Ял çыннисем вуншар çул ĕмĕтленни çитрĕ, палăртни пурнăçланчĕ – Улатăра çул уçă. Çак паллă пулăмпа сире пурсăра та саламлатăп. Халĕ эсир кирлĕ вырăна хăвăрт çитме пултаратăр, вăхăта нумай перекетлетĕр. Пурсăра та хаваслă çулçÿрев тата çĕкленÿллĕ кăмăл сунатăп,– терĕ Президент çул урлă карнă хĕрлĕ хăйăва хачăпа каснă май.
Сăмах май, çĕнĕ çул Патăрьелпе Улатăр хушшине 57 çухрăм кĕскетет, республика тата федераци трассисенчи транспорт куçăмĕн интенсивлăхне пĕчĕклетет. Вăлах ял çыннисен ĕçлĕ активлăхне ÿстересси, ял хуçалăхне аталантармалли çĕнĕ стимул пулса тăрасси те иккĕлентермест. Мĕншĕн тесен, кунтан Мордва республикипе Чулхула облаçĕпе çыхăну тытмалли майсем аслăланаççĕ. Мускав самай çывăх. Çапла вара çул республикăн кăнтăр пайĕнчи районсен социаллă пурнăçĕпе экономикине аталантарас енĕпе пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Михаил Васильевич çĕнĕ çул пахалăхне хăй тĕрĕслесе пăхма та ÿркенмерĕ– “Патăрьел–Улатăр” маршрутпа çÿреме тытăнакан автобус рулĕ умне ларса хăнасене вăрман леш енчи Çĕнĕ Высли поселокĕ патне çити ярăнтарса кăтартрĕ.
Президентăн тепĕр чарăнăвĕ те пысăк хавхаланупа пуçланчĕ–Туçа ял тăрăхĕнче, Пăлакасси ялĕ тĕлĕнче республикăри “Юрма” агрохолдинг тытăмне кĕрекен “Южный” сысна комплексне уçрĕç. Историйĕ ун питĕ синкерлĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче ку вырăнта сысна ĕрчетсе самăртакан акăш-макăш пысăк предприяти туса хута янăччĕ. Куллен 10 пин пуç выльăх тытмалли аш-какай завочĕччĕ вăл. Шел те, çĕнĕ самана йывăрлăхĕсене чăтаймарĕ, 90-мĕш çулсенче ахрат çырмине пуç хĕрлех чăмрĕ. Сахалтан та 300 çын ĕçлекен, кĕр-кĕрлесе тăракан комплекс панкрута тухрĕ. Пуçтарма йывăр, салатма çăмăл, тени тĕрĕсех.
Пилĕк çул каялла анлă лаптăк Чечня вăрçи вăхă-тĕнчи Грознăй хулине аса илтеретчĕ. Çаратас пеккине çаратнăччĕ, юлни юхăннăччĕ. Пилĕк çул каяллахи суйлав умĕнхи пухусенче шантарнине асра тытса тата халăх пăшăрханăвне шута илсе ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Владимир Федорович Ермолаев предприниматель çак юхăнчăка хăй çине илме шикленмерĕ, ку çеç те мар, юмахри евĕр çĕнĕрен чĕртсе тăратрĕ. Чăн та, ĕç-пуç малтан палăртнă пекех хăвăрт аталанса пыраймарĕ пулĕ. Çапах паян результат куç умĕнче. Çĕнĕ комплекс малтанхинчен темиçе хут чаплă. Çĕнетсе юсанă çурт-йĕр (вĕсене кунта позици теççĕ) тĕслĕхлĕ больница лапамне аса илтерет. Шала вара Испанинчен илсе килнĕ хальхи вăхăтри оборудовани вырнаçтарнă. Кĕрсе куракан çын пĕççе çапса тĕлĕнĕ. Радиоэлектроника витери (те юрать ăна халĕ çапла калама;) сывлăш температурипе нÿрĕлĕхе йĕркелесе пĕр шайра тытать, пĕтĕм йывăр ĕçе компьютер пулăшнипе автомат пурнăçлать. Çавăнпа кунта вăй хуракансен йышĕ пысăк мар, пурĕ те хĕрĕхĕн кăна. Апла пулин те çитес çул 1105 тонна аш-какай (чĕрĕ виçепе) туса илме шутлаççĕ. 2013 çулта унăн калăпăшне 1420 тоннăна çитерме палăртнă. Чи пысăк хăвачĕ–çулталăка 5 пин тонна. Выльăх апачĕ пайтах кирлĕ. Малтанласа ăна Улатăрти комбикорм заводĕнчен турттарĕç. Маларах асăннă çул ку енĕпе те меллĕ. Проекта “АПК аталанăвĕ” приоритетлă наци проекчĕпе килшÿллĕн пурнăçланă. Ăратлă сыснасен пĕрремĕш ушкăнне комплекса чÿк уйăхĕн вĕçĕнче илсе килеççĕ. Çĕнĕ предприяти ĕçе пикенни ют çĕр-шывсенчен сысна какайне турттарассине чакарма чылай пулăшĕ. Çак çул çине патшалăх çирĕп тăнă ĕнтĕ. Авă, халĕ çĕр-шыв халăха хă-йех чăх какайĕпе тивĕçтере пуçларĕ.
Хăнасем комплекс территорине пăхнă хыççăн çурасене çитĕнтерекен технологипе тĕплĕн паллашрĕç. Михаил Васильевич курни-илтнипе кăмăллă юлчĕ, выльăх-чĕрлĕх «керменĕсем» ял çыннисен ĕçне чылай çăмăллатнине, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем хушнине, пĕтĕмĕшле илсен, ял вĕсен пурнăçпа йăла условийĕсене чылай лайăхлатнине асăнчĕ. Пĕрлех вăл çакăн пек çаврăнăçуллă та ĕçе юратакан бизнессменсем, çĕнĕ объект тăвакан, ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтерекен предпринимательсем хутшăнса пырасса шанса тăнине те палăртрĕ. Вĕсене таçта шырамалла та мар-мĕн. Сăмахран, паянхи хаваслă мероприятисене пĕрле хутшăнса çÿрекен ентеше, Пăлапуç Пашьел хастарне, Шупашкарти “Букет Чувашии” сăра завочĕн директорне Олег Вадимович Мешковах илер. Усламçă тăван районĕнче ĕне выльăх ĕрчетекен тепĕр комплекс никĕсне хывма пултарать. Михаил Васильевич та ăна çакăн пирки тарăн шутласа пăхмалли пирки систерчĕ.
Юлашкинчен М.В.Игнатьев Патăрьел райадминистраци залĕнче Чăваш республикинчи автомобиль çулĕсене 2006-2010 çулсенче тата 2025 çулчченхи тапхăрта модернизацилемелли тата аталантармалли тĕллев-лĕ программăна пурнăçласа пыни пирки канашлу ирттерчĕ. Унта республикăн кăнтăрти районĕсенчи районсемпе Канаш хула пуçлăхĕсем, çул-йĕр строителĕсем хутшăнчĕç. Вунă уйăхра туса ирттернĕ ĕç-хĕле пĕ-тĕмлетнĕ тата умра тăракан задачăсене çивĕчлетнĕ май Михаил Васильевич паян Чăваш ен Раççейре çул-йĕр тăвакан отрасльте малта тăракан регион пулса тăнине палăртрĕ. Çакна кашни ял патнех хытă çул туса пĕтерни те аван çирĕплетет. Юлашки çулсенче кăна автотранспорт инфраструктурине çирĕплетме 10 миллиарда яхăн укçа тăкакланă. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан, кăçал инвестицисем 171 процента çити ÿснĕ. Çакă, паллах, лăпланса лармалла тенине пĕлтермест. Уйрăммăн илсен, федераци трасси çинче кашни ял тĕлĕнчех çутатса тăракан хатĕрсем вырнаçтармалла. Сăр урлă тăвакан кĕпер вара (унăн хакĕ 3,3 миллиард тенкĕ) çул çинчи хăрушсăрлăха çирĕплетĕ, автотранспорта нумайрах çÿреме май парĕ. Çул-йĕр строительстви валли ÿлĕмрен те кĕмĕл çи-телĕклĕ уйăраççĕ. “2020 çулчченхи тапхăрта эпир амбициллĕ, анчах пурнăçланма пултаракан задачăсем лартнă. Вĕсене пурнăçласа пыма кашнин хастар хутшăнмалла”,– вĕçлерĕ калаçăва Михаил Васильевич.
Николай ЛАРИОНОВ.