12 ноября 2011 г.
АДМИНИСТРАТИВЛĂ правăна пăсни çинчен калакан кодекса кĕртнĕ улшăнусемпе килĕшÿллĕн, малашне автомобиль йывăрăшĕпе габаричĕ тĕлĕшпе чарусем палăртакан паллăсене пăсакан грузовиксем валли те штрафсем пулĕç – 2-2,5 пин тенкĕ.
Унсăр пуçне груз турттаракан хăйĕн грузĕн виçи тĕлĕшпе тĕрĕс мар кăтартусем палăртсан та укçа тÿлеттерĕç. Уйрăм çынсене – 5 пин, предпринимательсене – 10-15 пин, юридици вăйĕнче тăракансене – 250-400 пин тенкĕ. Йĕркене пăсни пуриншĕн те хака ларĕ.