АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Лапка-лапка юр çăвать

12 ноября 2011 г.

Чÿк уйăхĕн 9-мĕшĕнче района чăн-чăн хĕл килсе çитрĕ тейĕн. Çĕнĕ кун пуçланнă тĕле çĕр сийĕ шап-шурă хулăм юрпа витĕнчĕ. Çул-йĕре пăхса тăракан организацисем хура кĕркуннерен хĕле куçма аван хатĕрленнĕ. Район администрацийĕн гражданла хÿтĕлев тата чрезвычайлă инкексене сирсе ярас енĕпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ Г. Каллин пĕлтернĕ тăрăх, “Чувашавтодор” акционерсен уçă пĕрлешĕвĕн Кĕçĕн Патăрьелĕнчи филиалĕн тата 147-мĕш çул-йĕр эксплуатаци предприятийĕн Патăрьелĕнчи участокĕн коллективĕсем пăрлак çул çине сапма тăватшар пин тонна ытла хăйăрпа тăвар хутăшĕсене турттарса хунă. Асăннă организацисен техникисем ирпе-ирех çул çинчи пăра тасатма пикеннĕ. Çавна май Канашри ПАТП филиалĕн автобусĕсем пурте расписанипе килĕшÿллĕн рейссене тухнă.

– Федераллă аслă çул çинчи Патăрьел районне кĕрекен 18 километра пăхса тăратпăр эпир. Юр çуни автотранспорта чăрмав ан кÿтĕр тесе талăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те ĕçлеме хатĕр.Техника çителĕклĕ. Çунтармалли-сĕрмелли япаласене янтăланă. Кадрсем, юсав пайĕсем те çитеççĕ, – терĕ çул-йĕр эксплуатаци предприятийĕн Патăрье-лĕнчи участокĕн мастерĕ И. Пазюков.

“Чувашавтодорăн” Кĕçĕн Патăрье-лĕнчи филиалĕн çичĕ техники çул çине хăйăрпа тăвар хутăшĕ сапассипе, ыттисем юра тасатассипе ĕçленĕ.

Районти шалти ĕçсен пайĕн çул çÿрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх ин-спекцийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх пăрлак çул çинче автотранспорт инкекĕ пулман. Синоптиксем çывăх вăхăтра та çанталăк ăшăтасса шантармаççĕ. Çавăнпа та çул çинче асăрханулăха ÿстермеллех.

(Хамăр корр.).

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика