АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Калăпăшĕ 18,5 процент ÿснĕ

16 ноября 2011 г.

Раççейре ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленноç ĕçченĕ хăйĕн кунне юпа уйăхĕнче паллă тăвать. Эпир вара – мĕн пур культурăна пуçтарса кĕртнĕ хыççăн.

Чÿк уйăхĕн 16-мĕшĕнче тыр-пул çитĕнтерекенсем, выльăх-чĕрлĕх пăхакансем тата тирпейлекен республикăри промышленноçра вăй хуракансем Чăваш патшалăх оперăпа балет теа-трне пухăннă. Унта ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов доклад тунă.

“АПК аталанăвĕ” программа ĕçлеме тытăннăранпа Чăваш Енре ял хуçалăхĕнчи производство калăпăшĕ 18,5: ÿснĕ. Çакнашкал çитĕнĕве федерацин Атăлçи округĕнче 4 регион çеç тунă.

Тырă туса илесси 2006 çултанпа – 46:, çĕр улми 20: ÿснĕ. Кăçал ампар виçипе 570 пин тонна тырă пухса кĕртнĕ, тухăç гектартан – 24,5 центнер. Çакă виçĕм çулхи кăтартупа танлашать. Уйрăмах Патăрьел, Елчĕк, Пăрачкав, Вăрмар, Вăрнар районĕсем вăй-хала шеллемесĕр ĕçленĕ.

Уява ЧР Президенчĕ Михаил Игнатьев хутшăннă. “Ял хуçалăхĕ текех “тĕпсĕр авăр” мар. Хресчен шухăш-кăмăлĕ тĕпрен улшăнчĕ. Яла хула хăтлăхĕ çитрĕ”, – тенĕ Михаил Васильевич.

Производствăра малта пыракансем çĕр-шыв тата республика наградисене тивĕçнĕ, 10 çамрăк çемье çурт-йĕр тума сертификатсем илнĕ.

(Хамăр корр.).

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика