23 ноября 2011 г.
ЮХМАПА ПĂЛА тăрăхне кĕрекен 56 ял хушшинче пысăкки те, вăтамми те, пĕчĕкки те пур. Сăмахран, йыш хушас енĕпе пилĕк пинлĕ чикĕрен те иртнĕ Шăнкăртам урамĕсем çеç 43 çухрăма тăсăлаççĕ! Утас тесен Канаш хулине çитме те инçе мар!
Тутарсем пурăнакан ялпа танлаштарсан, нумай нациллĕ (чăваш, вырăс, ирçе халăхĕ пурăнать) Шăхач район картти çинче курăмлах мар темелле. Çак пĕчĕк кĕтесре çеç вун пилĕк урам. Кунта урамсем анаталла та, тăвалла та вакланса пĕтнĕ. Механизатор тата Сад урамĕсем пĕр килтен çеç тăраççĕ! Апла пулин те вĕсем хăйсен ятне çухатман-ха.