23 ноября 2011 г.
Юхмапа Пăла тăрăхĕнче çĕр çынран сахалтарах йышпа пурăнакан ялсем пиллĕк: Люля, Шăхаль выселки, Çĕнĕ Чĕпкас, Ясная Поляна, Кĕçĕн Шăнкăртам. Паянхи сăмахăм икĕ ĕмĕре яхăн каялла аякри вăрман варринче вырăн тупнă Люля пирки пулĕ.
Яла кĕрсен мĕн сас лайăх;
Кĕтÿри сурăхсем пек кĕпĕрленсе чупакан кĕркуннехи сăнсăр пĕлĕтсем, упа сурчăкĕ евĕр тăтăш пĕрĕхекен çумăр кăмăла пусарăнтарчĕ пулин те, шăплăхра ларакан асамлă кĕтесе (çаплах калас килет) çитрĕмĕрех. Ялта виле çинчи евĕр шăплăх хуçаланать. Ниçта пĕр сас-чÿ илтĕнмест, çын иртсе çÿрени те курăнмасть. Çак вăхăтра пĕрисен калитки чĕриклетсе уçăлчĕ те çулĕсем самай шултăраланнă кинемей хапха умне тухрĕ, такама кĕтнĕ евĕр ун-кун пăхкаларĕ, карта çывăхĕнче сапаланса выртакан вутă купине тирпейлекелерĕ.
– Раиса аппа, эпир сан патна хăнана килетпĕр. Курăк чей хатĕр-и;– хăпартланса калаçрĕ манпа юнашар утса пыракан ял пуçлăхĕ Л.Юркина.
– Атьăрах, килĕрех, яланах хапăл,– тараватлăн йышăнчĕ кинемей.
Хупăнма та ĕлкĕреймен калитке алăкĕнчен ют картишне кĕрсенех çерем çинче çара уран чупса çÿренĕ ачалăхăм куç умне тухса тăчĕ... Йĕри-тавра çулсем иртнĕçемĕн сăнне улăштарнă хуралтă. Пÿрт умне йывăçранах çапса ăсталанă. Шалта ултă лаша та туртайман Ахмат кÿми евĕр, шап-шурă пысăк кăмака. Сарлака çăварĕ умне каç валли хутма хурăн вутти хатĕрлесе хунă.
Раиса Петровна Кабаева – ялти ватăсенчен пĕри. 55 çул каялла вăл çак ял кинĕ пулса тăнă. Канаш районĕн чиперкки çичĕ юта йывăр хăнăхман. Ара, çын тени Атăл варринчи кĕсменсĕр кимĕ мар-çке. Çамрăк ар та ыттисем пекех тÿрех вăрман ĕçне кÿлĕннĕ. Вăл чĕрĕк ĕмĕр ытла сухăр юхтарнă çĕрте тăрăшнă. Ялтан вун икĕ çухрăм шаларах ларакан Киремет кÿллине Люлясем кашни кун çуран ĕçе танкканă. Тумлампа пуçтарăнакан йывăç “пылне” пичĕкесене тултарса ăсатнă. Раиса аппа химлесхоз арканнă хыççăн та вăрман хуçалăхĕнчех ĕçленĕ. Унта чухнех мăшăрĕпе умлă-хыçлă тăватă ача çуратнă. Шăпăрланĕсем пурте лутра та тăкăс баракрах çитĕннĕ. Вунпĕр çул каялла çеç пĕччен юлнă хĕрарăм ял хĕрринелле, паянхи çурта сутăн илнĕ.
–Эпĕ ас тăвассах Люлясем питĕ туслăччĕ, килĕштерсе пурăнатчĕç. Вырăссем ĕлĕкех питĕ савăнма, юрлама юрататчĕç. Тÿлек те ăшă каçсенче пирĕн тăрăх кĕрлесе çеç тăнă. Паянхи пурнăç условийĕшĕн ÿпкелешместпĕр. Темиçе çул каялла пирĕн пĕчĕк яла та асфальтлă çул çитнĕшĕн тем пекех хĕпĕртетпĕр. Пысăк ĕçсене пурте пĕрле хутшăнса пурнăçлатпăр. Çамрăкраххисем ватăсене питĕ хисеплеççĕ, пулăшаççĕ, килсех çÿреççĕ. Мана пăхса тăракан Марина та кун каçа темиçе хутлать. Пĕчченлĕхе туйма памасть,–сăмаха пуçларĕ хĕрарăм.
Ялта хисеплĕ ватăсем татах та пур. И.Дубинина, П.Ключников, П.Соснова, Р.Смирнова, З.Ключникова – саккăрмĕш, тăххăрмĕш теçеткесенче.
Туй, туй, туй тесе...
Кунта тăхăр çул вырăсла та, чăвашла та туй кĕрлемен. Чÿк уйăхĕн 16-мĕшĕнче вара Родиновсен çемйи çак сăлтавпа кĕрекене ларнă. Владимир Николаевичпа Лидия Ивановна алла-аллăн тытăнса пĕр сукмакпа утма пуçлани 25 çул çитнĕ. Кăтартуллă та ырă тĕслĕхлĕ мăшăра кĕмĕл туйпа саламлама пурте кăмăлтан пуçтарăннă: ачи-пăчи, тăван-пĕтенĕ, юратнă ял-йыш... Çемье пуçлăхĕ 27 çул вăрман лесничествинче мастерта тимлет, мăшăрĕ ялти фельдшер пунктĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă хыççăн ялти магазинта тăрăшать. Ваня ывăлĕ те ашшĕн çулнех суйласа илнĕ – Киряри лесничествăра хисеплĕ мастер. Елена хĕрĕ – Шупашкарти вĕрентÿ управленийĕнче.
–Пÿрмен телее Пÿлерте те тупаймăн. Мухтав Турра, ку енĕпе мана ăраскалăм йăл кулчĕ. Тĕттĕм кĕтесе ĕçлеме килсе Ишлĕ каччипе паллашрăм. Характерсем килĕшÿллĕ пулчĕç-тăр – пĕрлешрĕмĕр. Халĕ пĕчĕк ялăн пысăк ĕмĕчĕпе малалла хавхаланса пурăнатпăр. Ывăлăм та кунтах тĕпленесшĕн,– хăпартланса каласа парать пăрчăкан пек вĕри те пултаруллă, Люля халăхĕшĕн чунне пама хатĕр Лидия Ивановна.
Çывăх вăхăтра çак ялтах туй кĕрлеттерес кăмăллисене татах пĕлтĕмĕр. Акă, пĕве çитнĕ Павел Смирнов чун варлипе çак çăтмахрах пĕрлешсе çурт никĕсне ярасшăн. Мĕнрен япăх шухăш!
Эпир кайсан,
мĕн юлать;
Аякри Люляпа çывăх паллашнă хыççăн хăш-пĕр хастарсемпе ял масарне çитсе пиртен вăхăтсăр уйрăлнисемшĕн пуç тайрăмăр. Ключниковсем, Дубининсем, Борисовсем, Девяткинсем, Меньшиковсем, Линчихинсем...ратне-ратнепе ĕмĕрлĕх тĕнчене куçма уйăрса панă çĕр тĕмески айĕнче канлĕх тупнă. Пурин вил тăприйĕ çинче те– хĕрес. Пĕрисем ăна йывăçран ăсталанă, теприсем тимĕртен тунă. Вилнĕ тăванăмăра чыс туса эрешлĕ карта тытнисем те, палăк лартнисем те пур. Масар çинчи вашмăкрах вырăнта аякранах пĕр чул юпа курăнса ларать. Юлашки çулсенче вăл виçĕ çамрăк хурăн ытамне çакланнă. Тымартан ÿссе ашкăрнăскерсем ăна хупăрласах илнĕ. Сăваплă вырăнти çирĕп те хаклă кирпĕчсенчен ăсталанă палăк Люлясемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Кунта 1848, 1856-мĕш çулсенче Анфисăпа Андрей Пановсене (ячĕсем те лайăх курăнмаççĕ) пытарнă. Иккĕшĕ те çамрăкла вилнĕ. Вĕсем пирки архивра та нимĕнле хушма материал та çук. Апла пулин те ял çыннисемпе пĕрле канлĕх тупнăскерсем пуянсен йăхĕнчен тесе шутлаççĕ. Емельян Пугачев вăхăтĕнче Люля Пăвапа Улатăра пĕрлештерсе тăракан станци пулнă теççĕ. Çавăнпа та яла темĕнле çын та лекме пултарнă.
Кĕске истори
“Люля” сăмах икĕ пĕлтерĕшпе çыхăннă. Пĕрремĕшĕнчен–Сăр юхан-шывĕн юппи. Вăл Улатăр тата Патăрьел районĕсемпе юхса иртет, 48 çухрăма тăсăлакан шыв çулĕ “Присурский” çутçанталăк заповедникне кĕрет.Тепри–ял ячĕ, Ишлĕ ял поселенийĕн пĕр пĕчĕк пайĕ. Поселокăн (халăхра ăна çапла калаççĕ) истори тымарĕ питĕ тарăн. 1861 çулчченех çак вырăна вырăссем килсе тĕпленнĕ. Бахметев, Головачев улпут хресченĕсем çĕрпе ĕçленĕ, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетнĕ, вĕлле хурчĕсемпе тăрмашнă, вăрман кăларнă тата ытти те. XIX ĕмĕрте Бахметевсен кĕленче кăларакан фабрики те пулнă теççĕ.
1931-мĕш çулта “Ленин çулĕпе” колхоз йĕркеленнĕ. Хуçалăхсен шучĕ тĕрлĕ çулта улшăнсах тăнă.1897 çулта 28 киллĕ вырăс ялĕнче 85 арçын тата 76 хĕрарăм пурăннă. 1926 çулта хуçалăхсен шучĕ икĕ хут ÿснĕ. Паян кунта хăйсен ялне çăтмахпа танлаштаракан вăтăра яхăн çын пурăнать.
Пĕлтĕрхи Çырав итогĕпе ялта 58 çын шутланать. l
о Килти хушма хуçалăхра 12 ĕне, пĕр лаша (Яхваринсен).
Ялта пилĕк çăмăл, виçĕ груз турттаракан машина, икĕ трактор пур. Магазин,l клуб ĕçлет.
Чăваш çĕрĕ çинче çуралнă виççĕмĕш космонавт А. Г. Николаев çăлтăрсенl анлăшне парăнтарнă çулсенче унăн шăллĕ Иван Григорьевич Кире комбиначĕн вăрман хуçалăхĕнче нумай çул хушши мастерта ĕçленĕ, лесничество çуртĕнчех пурăннă.
Тăватă ача шкула, виççĕшĕ ясли-сада (Ишлĕне) каять, виçĕ студент Шупашкартиl техникумсенче вĕренет.
Яла кунне пилĕк хутчен (кирлĕ чухне) маршрутлă автобус çÿрет.l
Юхмапа Пăла тăрăхĕпе илес пулсан, Люляра хĕл кашни çулах 3-5 градусl сивĕрех.
Е.А.Смирнова, Е.М.Смирнова, Л.И.Родионова, Р. И.Ильина çемйисем –l “Авангард” хаçатăн çывăх тусĕсем.