АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Арçын ĕçни пĕр хуйхă, хĕрарăм ĕçни вара...

03 декабря 2011 г.

ПИТЕ хĕретекен пĕчĕк “пичче” пурне те хăйĕн серепине çаклатма пултарать: арçыннипе хĕрарăммине те, аслипе çамрăккине те тиркемест. Тĕрĕс çултан пăрăн çеç. Çемье пуçлăхĕ хĕрĕнкĕ пулнине çынсем кирлĕ пекрех йышăнаççĕ. Ача амăшĕ тайкаланса утни çине вара тĕлĕнсе пăхаççĕ. Чăнах та намăс-çке çапла пулсассăн. Районти тĕп больницăри нарколог-врач па-тĕнче хура списокра паян 58 хĕрарăм! Вĕсем хушшинче çирĕм урлă çеç каçнă хĕрарăмсем те пур. Пире, ял çыннисене, хисеплĕ Президентăмăр Михаил Васильевич кашни кун тĕрлĕ района тухса халăхпа тĕл пулса калаçма, унăн ĕç-хĕлĕпе паллашма вăхăт тупма пултарни савăнтарать.

Çĕр ĕçченĕсен чун-чĕрине туйни, малашлăхне ĕненни, çынсен “пурнăç йывăçне” – несĕлсене ăнланма тăрăшни, халăхăн иртнĕ тапхăрти паттăр та мухтавлă ĕçĕсене паянхи кунпа танлаштарма ăнтăлни хавхалантарать.

Предприятисене çĕнĕ-рен чĕртсе тăратма май тупни, сăмахран, мăйракаллă шултра выльăх ĕрчетме тăрăшакан хуçалăхсене пулăшни, “Етĕрне сĕчĕ” тата “Вăрнарти аш-какай комбиначĕ” пĕрле-шÿсен таварĕ Чăваш Республикин район-хулин лавккисенче сутăнни, Шупашкар районĕнче бройлер фабрикине ĕçлеттерме тытăнни, хресчене ĕне усрама укçа-тенкĕпе пулăшни савăнтарать. Ялта çурт-йĕр çавăракансене хавхалантарас, этем пурнăçне вăрăмлатас тĕллевпе физкультурăпа спорт комплексĕсем уçас, халăха таса шыв тата медицина пулăшăвĕ парас, вăрмансемпе парксене сыхласа хăварас тесе пирĕн Президент нумай тăрăшать.

Виççĕмĕш е ун хыççăнхи ача çуратнă (усрава илнĕ) ашшĕ-амăшне çĕр пин тенкĕ пама йышăнни те – регион шайĕнчи çемьесемшĕн пысăк укçа.

Хĕрарăмсем – 40, арçынсем 45 çул стаж пухнине тĕпе хурса “Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ” хисеп пулать. Ун пеккисем пирĕн хутлăхра 26 пин ытларах. Ку вăл – пенси çумне уйăхсерен паракан хушма 980 тенкĕ тата çыхăну тÿлевĕн 50: çăмăллăхĕ. Çакă, паллах, савăнтарать.

Паян республика ертÿçисен курăмлă пулăшăвне туйнипе халăх çурт-йĕре кирпĕчрен çĕклени унăн пуласлăхĕ пуррине, çамрăксем малашне ялтах тĕпленессине шанма, пушă çурт сахалланма пуçлассине кĕтме май парĕ. Хулара пурăнакан ачасем ашшĕ-амăшĕ пурăннă хуçалăхсене çĕнетсе тирпей-илем кÿме пуçларĕç.

Президентăн кашни утăмĕ – чăн та çын валли тата çыншăн. Эпир паян çакна туйса тăратпăр.

Вăрçăра пуç хунă е аманса таврăннă хыççăн килте вилнĕ ашшĕсенчен пулăшусăр юлнă, 1933-1945 çулсенче çуралнă ачасене те тыл ветеранĕсен шутне кĕртнине кĕтсе илессе шанатпăр.

Эсир палăртнă тĕллевсене пурнăçлама хамăр тÿпене хывма шантаратпăр.

Çапла пултăрччĕ!

Г. В. Волков, Патăрьел районĕнчи Алманчă ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕнчи шур сухалсен Канашĕн председателĕ,

А. А. Дружинин, Алманчăри ветерансемпе инвалидсен Канашĕн председателĕ,

Л. Ф. Васькин, ЧР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ;

Ĕç стажне 39 çултан пуçласа 48 çул таран пухнă ĕç ветеранĕсем:

О. Е. Волкова, С. А. Осипов, В. Ф. Косолапова, В. Е. Сымкин, З. П. Еремеева, В. Я. Павлова, А. Н. Петров, Л. Ф. Васькина, Г. Ф. Волкова, Л. Н. Сымкина, В. Г. Еремеев, П. И. Павлов, К. А. Петрова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика