03 декабря 2011 г.
Хăвăрт иртет çын ĕмĕрĕ – карта тытса та картлаймăн, чаршав карса та чараймăн. Турханти ватă çынсемпе инвалидсене хÿтлĕхе илнĕ çуртра (халăхра ăна “ваттисен çурчĕ” теççĕ) кулленех çавра сĕтел тавра апатланма çиччĕн пуçтарăнаççĕ: пилĕк арçын та икĕ хĕрарăм. Пĕрисем тĕреклех çÿреççĕ темелле, хул-çурăмĕ чалăшма, пĕкĕрĕлме те ĕлкĕреймен. Теприсем вара çÿçне кăлкан тĕспе улăштарнă, пулăшу туйине те туяннă... Çак “çемьере” чи асли – Елна аппа. Çывхарса килекен çуркуннере вăл тăхăрвуннă тултарать. Тыл паттăрне телей тени ана палли евĕр йăхран йăха куçса юлман. Çамрăклăхăн чи хитре вăхăтĕнче вăл арçынла вăй-хăватпа вун икĕ çул вăрман касма çÿренĕ.
– Ушкăнра 7-8 хĕрччĕ. Ача амăшĕсем те пурччĕ. Кунне нормăпа 2,5 кубла метр йывăç касса сыпăламаллаччĕ. Ăна Киряри чукун çул хĕррине хамăрах лашапа турттараттăмăр. Пурăнма ĕлĕкхи тĕрме баракĕсене вырнаçтарнăччĕ. Выçăллă-тутăллă ĕçлеме ăçтан вăй-хăват çитернĕ-ши; Тăраниччен, çăвар тулли çăкăр та çисе курман çке! Çав вăхăтсене аса илме те йывăр... – тет те Елена Христофоровна ăшра пуçтарăннă сывлăшне хаш! кăларса ярать. Ун хыççăн хăйне çăмăлах туять пулас кинемей. Калаçăва малалла тăсса вăрçă пуçланнă çулхине ялтан хĕрĕх çамрăк окоп чавма кайнине каласа пачĕ. Каллех çăмăл ĕç мар: хĕрсемпе каччăсем виçĕ метр тарăнăшĕнчен тăпра ывăтнă! Кун вĕçленнĕ çĕре алăран кĕреçе те тухса ÿкекен пулнă.
Елна аппа ĕмĕр тăршшĕпе тайăлнă пурнăçа ура çине тăратасшăн çуннă. Анчах пĕччен вăй çитереймен. Виçĕ çул каялла вара кинемей ватă çынсемпе инвалидсен çуртне килсе вырнаçнă. Кăмăллă та тирпейлĕ хĕрарăма кунта ĕçлекен работниксем ăшшăн йышăннă.
Шăхачран кунта килсе вырнаçнă 83-ри арçын та ура тапса колхозра ĕçленĕ чухне нихăçан та çемьерен уйрăм пурăнасси пирки шухăшламан. 44 çул “хурçă ут” çÿретнĕ механизатор, вăхă-тĕнче тăтăшах ăмăрту çĕнтерÿçи пулнă. Анчах шел, ĕçре ят-сум çĕнсе илнĕ ашшĕн çемьери хирĕç-тăрăва пула ваттисен çуртĕнче хÿтлĕх тупма тивнĕ.
Кĕçĕн Чемен чăвашĕ тăван килтен аякра тымар яни те тах-çанах. Мăшăрĕ вилнĕ хыççăн çак çула суйласа илнĕ. П. Моисеев кунта çемье пуçлăхĕ вырăнĕнчех. Çав вăхăтрах пĕчĕк ферма заведующийĕ те темелле ăна. Петр Павлович нихăçан та алă усса ларма юратмасть. Вăл кунĕпех ваттисен çурчĕ çумĕнчи хушма хуçалăхра кăштăртатать. Качакине, сысна çурисене, кроликсене пăхать, апатлантарать, вĕсемпе чунне уçса калаçать. Чĕлхесĕр янаварсен кашнийĕн ят-шывĕ те пур. Петя тетене паян çичĕ ютра начар мар: хăтлă, таса, тирпейлĕ, апат енчен те кăмăллă, кашни вунă кунтах мунча хутса кĕртеççĕ... Анчах ăш-чикре ăна темĕн кăшлать, канăçсăрлантарать. Çакă унпа çывăх калаçнă чухне те сисĕнет.
Шăпа В. Петрова та ытахальшĕн çак çурта илсе çитермен. Пурнăçра унăн хуйхă хăпнă çĕре суйхи çитсех тăнă. Мăшăрĕ вилнĕ хыççăн вăл ватлăха пĕрле ирттерме хĕрарăм тупнă. Унăн та ăраскалĕ синкерлĕ пулса тухнă иккен. Саккăрмăш теçеткене капашакан арçынна хуçалăха пĕччен тытса тăма йывăр. Хĕрĕн хăйĕн çемье, ачи-пăчи... Ăçта каймалла пĕччен çыннăн; Ватлăх яшлăх пек кайăкла вĕçмест çке, виç уран çÿрет...
Çамрăк чухнехи хавхалану И. Раевские 22 çултах çак ялтан аякка-аякка илсе тухса кайнă. Çар çынни вырăнта хисеплĕ те, ят-сумлă та пулнă. Пурăна киле çак арçыншăн инкек йăтăнса аннă: мăшăрĕ ĕмĕрлĕхе куçне хупнă. Унăн ватлăхра тăван яла таврăнма тивнĕ. Анчах унта ăшă кĕтес çук. Юрать-ха, телее тенĕ евĕр, пĕрешкел шăпаллисем валли çакнашкал хÿтлĕх пур. Пурнăçа пурăнса ирттересси уй урлă каçасси çеç мар çке... Элчелĕмĕр çывхарса килнĕ чухне пĕчченлĕх тата хăрушăрах. Ваттисен çуртĕнче вара шанчăклă. Кунта вунă çул ытла заведующи пулса ĕçлекен Л. Шурякова “çемьене” çирĕп тытса тăма тăрăшать. Е. Егорова, Э. Петрова, Т. Маштакова, Е. Ершова социаллă работниксемпе те ваттисем кăмăллă.
А. ЕГОРОВА.