АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » КĂМĂЛНА ХЫТАР, КУççУЛЬНЕ ПЫТАР...

03 декабря 2011 г.

Анат Туçари Аслă урамра çутă сăн парса ларакан чÿречесемлĕ çурт темиçе çул каялла темĕнле асамлă вăйпа хăй патне туртатчĕ. Перепелкинсен вăл. Çемье пуçĕ – Владимир Спиридонович – ялти шкулта физкультура учителĕ пулса ĕçлетчĕ. Вăл ертсе пынипе вĕренекенсем районти, республикăри чылай ăмăртуран çĕнтерÿпе таврăннă. Спортăн тĕрлĕ енĕпе хатĕрлетчĕ педагог ачасене. Ăмăртусене пĕрер команда çеç мар, харăсах икшер тăрататчĕ. Анчах ĕмĕрĕ кĕске пулчĕ. Чире пула вăл иртерех пурнăçран уйрăлчĕ. Мăшăрĕ çинче халĕ хуçалăх. Галина Николаевна та ĕçчен, правур, ури тупанне çĕре тивертмен хĕрарăмччĕ. Тивĕçлĕ канăва тухиччен ача садĕнче воспитательницăра ĕçлетчĕ. Миçе выпуск унăн ушкăнне çÿренине шутласа та кăлараймăн. Маларах ачасен ашшĕ-амăшне сăпка юрри юрласа, “Хĕрлĕ калпак”, “Виçĕ упа”, ытти юмахсене каласа çывăрттарнă вăл. Иртен пуçласа каçчен ача сачĕ хаваслă сасăпа кĕрлесе çеç тăнă. Çĕнĕ çул, Хĕрарăмсен, Тăван çĕр-шыв хÿтĕлевçисен уявĕсене ашшĕ-амăшĕпе пĕрле ирттернĕ. Мероприяти пуçаруçи хăй пулнă.

Ытла та хавшак чун-чĕреллĕ çав Галина Николаевна. Садикра ĕçленĕ чухнех “Звезда” кооперативра сухан-севок, выльăх кăшманĕн пайĕсене çумлама çÿренĕ вăл. Пĕр çулĕнче улăм ури тунă, тепринче йĕтем çинче тырă тасатса алланă... Çав вăхăтрах Перепелкинсем килти хуçалăхра ĕне тытнă, ытти выльăх-чĕрлĕхне усранă, çурт хыçĕнчи пахчара çĕрулми, кишĕр, хĕрлĕ чĕкĕнтĕр, хирти лаптăкĕнче сухан-севок çитĕнтернĕ. Çак ĕçсене ытларах пĕччен пурнăçлама тивнĕ. Хĕрĕ ку вăхăта Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетĕнчен вĕренсе тухса ĕçе вырнаçнă, качча тухса çемьеллĕ пулнă. Ывăлĕ те тĕп хуларах тĕпленнĕ, авланнă.

Пурнăç урапи шавах пĕр йĕрпе чупмасть çав. Хуйхă çине хуйхă пулни шатăрах аврĕ, сусăрлатрĕ Г. Перепелкинăна. Мăшăрне пытарса пуçĕнчи хура тутăрне салтичченех ывăлне хĕреслĕ яла ăсатма тиврĕ. Çакнашкал хуйхă нихăçан та пусарăнмасть. Инкек пĕччен çÿремест. Мăшăрĕпе пĕр тăванĕ çĕре кĕмелле пулчĕ. Ытла та çывăхчĕ хĕрсемĕшпе Галина Николаевна. Пур – пĕрле, çук – çурмалла пулнă вĕсен. Савăнăçа пĕрле , хуйха çурмалла пайланă. Кĕтмен виçĕ виле пытарма тивнĕ Г. Перепелкинăна.

– Юрать, хĕвелĕ маншăн та тухать, – тет хĕрарăм куççульне пытарса, кăмăлне хытарса. – Çывăх çынсем пăрахмаççĕ, мăнуксем юратаççĕ.

Ăрăва малалла тăсакансем виççĕн ÿсеççĕ. Асламăш, кукамăш чĕрçи çинчен анмаççĕ вĕсем. Хăйпе пĕр тăван Люба, Рита яланах çумĕнче.

А. ИВАНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика