АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тикеш – «Хĕçлĕ йыш»

03 декабря 2011 г.

«Авангард» хаçатăн октябрĕн 22-мĕшĕнче тухнă номерĕнче «Патăрьел районĕн çичĕ тĕлĕнтермĕшне» тупса палăртас тĕллевпе ятарлă ярăм пичетлеме пикенни çинчен пĕлтернĕччĕ. Паянхи номерте эпир черетлĕ статьяпа паллаштаратпăр. Вулакансенчен хăйсен шухăш-кăмăлне пĕлтерме ыйтатпăр. Юхмапа Пăла тăрăхĕ хăйĕн паллă çыннисемпе, тулăхлă çĕрĕ-шывĕпе, ĕçри çитĕнĕвĕсемпе, уйрăмах паллă вырăнĕсемпе кăна мар, историйĕпе тата культурипе те пуян. Çакна аваллăхпа археологин 12 (ку питĕ нумай!) палăкне патшалăх хăйĕн хÿтлĕхне илни те аван çирĕплетет. Чи палли –Тикеш хулашĕ. Ăна Раççей шайĕнчи статусах панă. Вăл пурте лайăх пĕлекен Шупашкарти Введенски чиркĕвĕнчен те, Ехрем купса çурчĕсенчен те, Улатăрти Хĕрарăм мăнастырĕнчен те чылай ватă. Историксем çирĕплетнĕ тăрăх, ăна 10-мĕш ĕмĕрте никĕсленĕ. Малтанласа кунта пĕр-пĕр пуян турхан хуçалăхĕ пулнă тенипе килĕшмелле. Каярахпа, Атăлçи Пăлхар патшалăхĕ аталанса–çирĕпленсе пынă май, вăл аслă çĕр-шывăн çÿрçĕр енчи хÿтĕленмелли крепоçне çаврăннă.

Тикеш хулашĕ Тикеш ялĕн хĕвеланăç пайĕнче, Аслă Арапуç еннелле каякан çулăн сылтăм енче вырнаçнă. Крепоç йĕри-тавра икĕ ур-канав алтнă, унта тарăн шыв тăнă. Купаласа тунă виçĕ сăрт çине çÿллĕ хÿме çавăрнă. Енчен те тăшмансем пĕрремĕш башня айĕнчи хапхана çĕмĕрсе кĕрес пулсан, тепĕр хапха еннелле сулахая пăрăнма тивет. Хÿтĕленекенсем вăрă-хураха туххăмрах ухăсенчен пеме е сăнăсем ывăтма тытăнаççĕ. Шыв урлă ишесси те çăмăл мар. Иккĕмĕш хÿме хăй те малтанхинчен çÿллĕрех. Умра тата тепри. Кĕскен каласан, кун пек крепоçа çĕмĕрме майĕ çук. Çÿрçĕр енчен пырса çапăнас– унта тата йывăртарах чăрмав–Пăла юхан шывĕ...

Археологсем Тикеш хулашне пĕрремĕш хут 1956 çулта килсе тĕпченĕ. Анчах çакă историксене пĕрре те тивĕçтермен. Çавăнпа тепĕр икĕ çул иртсен Мускаври патшалăх университечĕн профессорĕ, паллă совет историкĕ тата археологĕ Г. А. Федоров– Давыдов ертсе пыракан ушкăн килсе çитнĕ. Вĕсем кунта ял халăхне явăçтарса икĕ çу вăй хунă, нумай вырăнта çĕр чавса пăхнă. Çак вăхăта Георгий Кириллов лайăх ас тăвать.

–Хула вырăнĕнче (Тикешсем хулаш темеççĕ) ял çыннисем тимĕр кĕреçесемпе тарăн шăтăк алтнине курма эпир тăтăш çÿреттĕмĕр. Вĕсене уншăн экспедици хуçисем укçа та тÿлетчĕç. Пĕррехинче эпĕ те çак ĕçе хутшăнас тесе пырса çапăнтăм. Анчах мана, саккăрти ачана, “эс питĕ çамрăк” тесе каялла çавăрса ячĕç,– каласа кăтартать ĕç ветеранĕ. – Чăннипе унта ман тантăшсем пĕрре кăна та марччĕ... Темшĕн тиркенĕ; Çапла манран аваллăх опытне пухасси пулаймарĕ...

Археологсем кунта тимĕрçĕпе литейщик çурчĕсене тата пăхăр шăратакан кăмака-вучах вырăнĕсене тупса палăртнă. Çакăнталлах плинфăпа хитрелетнĕ пурăнмалли пысăк çурт та тупнă. Япаласем хушшинче сарă, хăмăр тата хĕрлĕ тĕслĕ тăм савăтсем (кăкшăмсем, чÿлмексем, алтăрсем, светильниксем) пайтах. Шăмăран тата тимĕртен тунă япаласем–сăнă вĕçĕсем, çар пуртти, çĕçĕсем, çăрасем тата ытти те пур. Çаксем тата хĕр арăм сăн-питне илемлетмелли кĕмĕл хăлха çаккисем, çи-пуçне капăрлатмалли çĕрĕ, сулă таврашĕсем Чăваш наци музейĕн хранилищисенче упранаççĕ.

Хула-крепăç Пăла шывне сăнаса-пăхса тăнă. Вăл ун чухне Атăлçи Пăлхартан Киева каймалли суту-илÿ çулĕн пĕр пайĕ шутланнă. Аслă Пăла тарăн пулнă, кимĕсемпе карапсем çине ларса малтан Сĕвене, унтан Атăла тухнă. Малалла вара– тăвалла та та, анаталла та çул уçă. Хула йĕри-тавра ялсем ларса тухнă. Уйрăммăн илсен, Именкассипе чикĕленнĕ çĕрте улăп тăпри вырăнĕ пур. Ял çыннисем каласа кăтартнă тăрăх, тĕпчевçĕсем унта çĕр айĕнчи пура ăшĕнче этем кĕлеткине тупнă. Тепринче йытă е кашкăр шăммисем иккен. Шел те, ытти историллĕ чылай вырăнсем сыхланса юлман–сухаласа пĕтернĕ.

Юлашкинчен хулаша чăвашсен паллă археологĕсем Каховскисем, ашшĕпе ывăлĕ, 1985 çулта килнĕ. Анчах юлашки пăнчă лартнă теме ир. Мĕншĕн тесен, Тикеш хулашне 30 процент кăна тĕпченĕ-ха. Апла пулин те тупнă материалсем, музеефикаци тусан, тĕлĕнмелле туризм кĕтесĕ туса хума çитеççĕ.

Хăшпĕр тĕпчевçĕсем хулана 12-мĕш ĕмĕрте вырăс княçĕсем килсе аркатнă тесе шутлаççĕ. Анчах та вырăнти преданисем хулана çĕмĕрекенсем тутар-монгол эшкерĕ пулнине çирĕплетеççĕ. “Чăваш АССР историйĕ” кĕнекере те çапла çырнă. Урăхларах каласан, 1236 çул хыççăн хулапа ун таврашĕнче çил ачисем кăна хуçаланнă: çурчĕ-йĕрĕсене çунтарса янă, юлнисене аркатса пĕтернĕ, пуянлăхĕсене çаратса кайнă. Вĕлерсе пĕтересрен хăтăлса юлнă çынсем вара хальхи Чăваш республикин çÿрçĕр енне тарса пĕтнĕ. Вырăнти таврапĕлÿçĕ Анатолий Кириллов шухăшĕпе, пĕрисем Вăрмар енче кĕтес тупнă, унта Тикеш ялĕ никĕсленĕ. Кайран-кайран, патшалăхра тăнăçлăх хуçаланма тытăнсан, хастартараххисем хăйсен мăн-мăн аслашшĕсемпе асламăшсен çĕрне каялла таврăннă, чăн вырăн çумĕнче паянхи Тикеше пуçарса янă. Ман шутпа, кунпа килĕшме те пулать. Çапла вара “хальхи Тикешсем Вăрмар тăрăхĕнчен килнĕ” текен шухăша тĕпе хума йывăр. Чăннипе вĕсем хăйсен историллĕ вырăнне каялла çеç килнĕ.

Анатолий Кириллов статйисенче (вĕсем пирĕн хаçатра та темиçе хутчен пичетленнĕ) тепĕр тарăн шухăш пур–Тикеш хулинче, истори кĕнекисенче çырнă пек чăваш евĕрлĕ пăлхарсем мар, чăн-чăн ЧĂВАШСЕМ пурăннă. Тикеш топонима вара вăл “хĕçлĕ йыш” тесе ăнлантарать. Тик,чик (чикет) тени –хĕç, меч. Еш вара, нумай ăнлантармасăрах, йыш.

Раççей статусне панă истори палăкне пулас ăрусем валли тĕрĕс-тĕкел сыхласа хăварас тĕллевпе пĕр вăхăтра федераци бюджетĕнчен самаях пысăк укçа куçарса панăччĕ района. Унпа хулаш йĕри-тавра юман юпасем лартса карта тытнăччĕ. Автобус чарăнмалли лапам тăвас пирки те сăмах тухнăччĕ. Çав вăхăталла Чăваш наци музейĕн ертÿçинче ĕçлекен Эдуард Бахмисов (Тури Чакă чăвашĕ) туристсене илĕртмелли паллă кĕтес туса хурас пирки самай ăшталанса çÿрени те асрах-ха. Шел те, пурнăçа кĕрсе пĕтеймерĕ пархатарлă пуçару. Паян вара çав карта та юлман. Те тахăш влаç хушнипе сÿтсе кайнă ăна; Те ял халăхĕсем сĕтĕрсе пĕтернĕ; Халĕ унта ирĕклĕнех выльăх-чĕрлĕх таптаса çÿрет. Çăмăл автомашинăсемпех сăра ĕçме кĕре-кĕре ларакансем тупăнаççĕ...Сыхлакан та, асăрхаттаракан та çук.

Тикеш хулашне никĕсленĕренпе 1000 çул çитнипе çыхăнтарса 2006 çулта çак вырăнта Тикешсем ял уявне йĕркеленĕччĕ. Ун валли тесе хула хÿмин ĕмĕлкине те, хапхине те туса хунăччĕ. Праçнике хитрелетме вара маларах асăннă Бахмисов янташ Шупашкар артисчĕсене те илсе килнĕччĕ. Пăлхарсем тăшмансемпе “çапăçнине” сăнлакан сценкăсем те туса кăтартнăччĕ. Ял-йышсем ăна манман-ха. Паян вара унта “Тикеш хулашĕ” тесе касса эрешлесе çырнă пĕр юпа кăна кичеммĕн ларать. Шел, паллах.

Николай ЛАРИОНОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика