03 декабря 2011 г.
Анат Туçари Çĕнĕ урамри Плешковсем çирĕп хуçалăхпа пурăнаççĕ. Вĕсем тĕлĕнмелле ĕçчен те тирпейлĕ çынсем. Кирек мĕнле ĕçе пуçăнсан та кирлĕ техники алă айĕнче: машини, тракторĕ, ĕне сăвакан аппарачĕ... Выльăх-чĕрлĕхне те йышлă усраççĕ. Ашшĕ-амăшĕ çакăн пек тăрăшуллă, кил-тĕрĕшри кулленхи ĕçсене тĕплĕн пурнăçласа тăма пултарни ывăлĕсен çемйисемшĕн те пысăк çăмăллăх. Кил хуçин мăшăрĕ, Зоя Витальевна, Алманчă ялĕнче çуралнă. Пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ илнĕ хыççăн тус-тантăшĕсемпе пĕрле пĕр хушă Мускаври стройкăсенче ĕçленĕ. Анчах матур хĕре савнă каччи тăван енех туртнă. 1978 çулта Зоя Витальевнăпа Борис Федорович çемье çавăрнă. Çамрăк кин ял хуçалăхĕнче ĕçлеме пуçланă. Фермăна утнă хушăрах сухан-севок, выльăх кăшманĕн пайĕсене çумланă, пуçтарса кĕртнĕ, виçĕ ывăлне мĕн пĕчĕкренех ĕçе хăнăхтарнă. Тăрăшуллă çынна колхоз специалисчĕсем часах асăрханă: сысна фермин коллективне ертсе пыма шаннă. Паянхи кунчченех вăл унта ĕçлет. Пĕрре те ÿркенсе тăмасть. Кирек хăçан та ырă канаш-сĕнÿпе пулăшма хатĕр.
Ял хуçалăхĕнче нумай çул тÿрĕ кăмăлпа вăй хунăшăн ăна Раççей Федерацийĕн ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотине парса чыс тунă.
– Чылай çул тăван хуçалăхра пурăнса çакна та ăнлантăм: пурăнакан вырăнта, ялта ĕçленине нимĕн те çитмест. Хуçалăх производствинче тивĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлакансем пурнăçĕсене сыпăнтарса пыраççĕ. Шалу илнисĕр пуçне тырă, утă-улăм та сахал мар тивĕçет. Натура тÿлевне укçана куçарсан çулталăкра вăл та сахал мар пухăнать, – тет кăмăллăн З. Плешкова.
Наташа ТЕЛЕГИНА.