АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ВЫЛЬĂХСĂР АТАЛАНУ çУЛĕ çУК

03 декабря 2011 г.

Выльăх-чĕрлĕх усрани тăкаклă тесе чылай хуçалăхсем витене пушатрĕç. Каярахпа хăйсем те панкрута тухма пуçларĕç. Коллектив кассине сĕтпе аш-какайран çеç куллен чĕрĕ укçа кĕнине фермăсенче çил ачисем выляма пуçласан кăна ăнланса илчĕç. Районти “Знамя” хуçалăхра та çаплах пулчĕ. Пилĕк-ултă çул каялла Çĕньялти ĕне ферминче выльăхсем туллиехчĕ. Тепĕр икĕ-виçĕ çултан йыш самай пĕчĕкленчĕ. Кун пек малалла аталанайманнине шута илсе ертÿçĕсем ĕне-выльăх шутне тепĕр хут пысăклатма тĕллев лартнă. Халĕ “Знамя” агрофирмăра 87 выльăх чунĕ пур, 30-шĕ сăвăнаканни. Пушмак пăрусене пĕрне те сутман. Талăкра 234 килограмм сĕт сăваççĕ,

Сивĕ витере сахал апатпа выльăх-чĕрлĕхе усраймастăн. Çакна тĕпе хурса пĕр витене тĕпрен юсаса çĕнетнĕ. Чÿречесене пластикран тунă кĕленчепе улăштарнă, урайне сарнă, стенасене шуратса тирпейленĕ. Унччен транспортерсем те ĕçлемен пулсан, халь тислĕк кăларассине механизациленĕ. Чăн та шыва тракторпа турттараççĕ. Анчах ку ыйтăва та татса пама тытăннă, башньăран тÿрех килмелле тума пуçланă. Паха апат çителĕклĕ. Кăçал 110 тонна утă, 600 тонна сенаж янтăланă.

Районта пĕр çак хуçалăхра çеç тырра ятарлă хатĕрпе пĕçерсе авăртса кăлараççĕ. Урăхла экструдированнăй апат теççĕ. Ĕнесемпе пăрусене ăна çăнăх вырăнне куллен параççĕ. Халь кунта ял халăхĕ те çул хывнă.

Выльăх шучĕ сахаллипе икĕ доярка кăна вăй хурать. Ĕç опычĕ те, тăрăшулăхĕ те çителĕклĕ вĕсен.

“Знамя” хуçалăхăн ĕне ферминче пурте кал-кал пыраççĕ, йывăрлăхсем çук тесе калама иртерех-ха. Кунта ĕçлемелли те çителĕклех.

О.ПАВЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика