АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации »

07 декабря 2011 г.

Юхмапа Пăла тăрăхĕнче 56 ялпа поселок шутланать. 51-шĕнче суйлав участокĕсем йĕркеленĕ. Раштавăн 4-мĕшĕнче ирхине сакăр сехетре вĕсен алăкĕсем яри уçăлчĕç. Патăрьелсем кашни суйлавах хастарлă хутшăннипе уйрăлса тăраççĕ. 2007 çулта Раççей Патшалăх Думине пухнă чухне, сăмахран, суйлавçăсен 83 проценчĕ урна патне пынăччĕ. Раççей элтеперне суйланă чухне вара планккă тата ÿсрĕ– 96 процент урлă каçрĕ. Хальхинче, чăн та, савăнмаллах пуçтарăнчĕç тесе калама çук. Укçа чул кастарать: чылай вăйпитти çын аслă хуласемпе тĕрлĕ регионта ĕçлесе пурăнни пĕр йĕрсĕр иртмест. Апла пулин те 2289 арçынпа хĕрарăм (79 процент) хăйĕн гражданла тивĕçне пурнăçланине ырă пулăм тесех хакламалла. Вăрманти аслă пыллăхра вырнаçнă аякри Люляра пурăнакансем вара 18 сехет тĕлне пĕр çын юлмиччен сасăланипе палăрчĕç. Хастаррисен йышĕнче çавăн пекех Хурама Твар, Вăтаел, Кăсăл Камăш, Пăлапуç Нурăс, Сăкăт–85-90 процент.

Ÿсĕм çулĕ çине çи-рĕппĕн тăнă район ертÿçисем сасăлав итогĕсемпе уйрăмах кăмăллă. Халăхăн иккĕ-виççĕмĕш пайĕ Раççей Патшалăх Думинче те, Чăваш Патшалăх Канашĕн йышĕнче те “Единая Россия” парти тĕп вырăн йышăнмалла тесе шутлать. Пĕр мандатлă Патăрьел суйлав округĕ тăрăх ЧР парламентне суйланма тăратнă кандидат, Шупашкарти “Букет Чувашии” фирма пуçлăхĕ Олег Мешков (ăна та “Единая Россия” парти сĕннĕ) та хавас– ентешĕсен 68,5 проценчĕ хăйсен сассисене уншăн панă.

Н. ЛАРИОНОВ.

х х х

Суйлав 131-мĕш Первомайски участокĕнче кăмăллă иртрĕ. Çак кун ялта пасар пухăнни те халăха сасăлава хастар хутшăнма май кÿчĕ. Пĕрремĕш бюллетеньсене Первомайски ял поселенийĕн пуçлăхĕ В. Секретов илчĕ. Медколледж студенчĕ И. Сидуков, ял хуçалăх академийĕнче пĕлÿ пухакан Д. Краснов, педколледжра вĕренекен М. Казанцева, Первомайскинчи вăтам шкула çÿрекен О. Давыдова пуçласа суйлава хутшăнчĕç. Хăйсен сассисене кăнтăрла 12 сехет тĕлне 804 çынран 53 проценчĕ пачĕ.

20 сехет хыççăн суйлав итогĕсене пĕтĕмлетме кăмăллă пулчĕ. Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕсене суйламалли бюллетеньри “Единая Россия” партишĕн суйлавçăсен 68 проценчĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсене суйламалли бюллетеньри “Единая Россия” партишĕн суйлавçăсен 70 ытла проценчĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашне пĕр мандатлă 2-мĕш Патăрьел суйлав округĕпе депутата суйлама тăратнă хамăр ентеш Олег Мешков кандидатшăн 78 проценчĕ сасăларĕ.

А. ИВАНОВА.

х х х

Çĕньялти суйлав участокне халăх ирех пыма пуçларĕ. Çамрăксем те, ваттисем те сасăлава хастар хутшăнчĕç. Хуласенчи вĕренÿ заведенийĕсенче ăс пухакансем хăйсен сассисене парассишĕн ятарласа тăван тăрăха çитрĕç. С.Нестеровпа И.Михеева пĕрремĕш хут суйлавра пулчĕç, вĕсем асăнмалăх парнесене тивĕçрĕç.

Аслă çултисене те пуласлăх пăшăрхантарать. Ялти чи ватă хĕрарăмсенчен пĕри, 90-ри С.Семенова суйлав участокне килчĕ. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин пĕртен-пĕр ветеранĕ Е.Ивановшăн та çĕр-шыв шăпи, малашне мĕнле çулпа утасси кăсăклă. Вăл участока ачи пулăшнипе çитрĕ.

Суйлава ял çыннисен 76 проценчĕ хутшăнчĕ. Бюллетеньсене шутласа пĕтĕмлетнĕ хыççăн Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕсене тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсене суйламалли партисенчен “Единая Россия”, Чăваш Республикин Патшалăх Канашне пĕр мандатлă 2-мĕш суйлав округĕпе суйланакан кандидатсенчен О.Мешков чи нумай сасă пуçтарни палăрчĕ.

О. ПАВЛОВА.

х х х

Туçара 105-мĕш суйлав участокĕнче ирпе-ирех хаваслă юрă-кĕвĕ янăрарĕ. Çакă сасăлава килекен кашни çыннăн кăмăлне хăпартать.

Кунта Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн тата Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депута-чĕсене суйлама 609 çын хутшăнать. Вăл шутра çĕр-шыв пуласлăхĕшĕн пĕрремĕш хут сасăлакансем 13-ĕн. Вĕсенчен чылайăшĕ хăйсен тивĕçне таса чун-чĕререн пурнăçларĕç. Пуçласа суйлава хутшăнакан Елена Воробьева комисси членĕсенчен бюллетене савăк кăмăлпа пĕрремĕш илчĕ: “Телейлĕ ачалăхшăн, ырă та тăнăç пурнăçшăн хам сассăма паратăп”. ЧПУн медицина факультечĕн студенткин алли çăмăл пулчĕ. Çынсем пĕрин хыççăн тепри суйлав участокне килсех тăчĕç. 12 сехет тĕлне списокри суйлавçăсен çурри ытла урна патне килчĕ. Каçхине сакăр сехет тĕлне вара халăхăн 82 проценчĕ участока килсе хăйсен тивĕçне пурнăçларĕç. 93 çулхи Е. Баданова ĕç ветеранĕ те центра тухма ÿркенмен, вăл паянхи пурнăç ырлăхĕшĕн савăнса калаçрĕ.

РФ Патшалăх Думин тата ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсене суйламалли бюллетене кĕртнĕ партисенчен “Единая Россия” чи нумай сасă пуçтарчĕ. ЧР Патшалăх Канашне 2-мĕш пĕр мандатлă Патăрьел суйлав округĕпе депутата суйланакан кандидатсенчен О. Мешковшăн 366 çын, Р. Фроловшăн – 46, А. Ляпкиншăн – 38, И. Ивановшăн – 30, Е. Солдатовшăн 16 çын сасăланă.

А. НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика