07 декабря 2011 г.
УКÇА-ТЕНКĔ, мул-тупра пĕр варта выртнисене те хирĕçтерет. Çавăн пек чухне шăпах тăван тăванне ăнланни, алă тăсса пани кирлĕ. Патăрьелĕнче пурăнакан пиччĕшĕпе Хирти Пикшикри шăллĕне шăпах çакă çитмен те. Июнĕн 27-мĕшĕнче каçхине çакскер тытать те унăн кантăкĕнчен катăклă граната ывăтать. Юрать-ха лешĕ аманать çеç. Ăна çийĕнчех больницăна илсе кайнă, васкавлă пулăшу панă. Кĕмĕле пайлаймасăр кăмăл тупайманшăн тем курса тăрăн...
Суд сакки çине ларнă арçын вăрçă хатĕрне кăçалхи март уйăхĕнче кÿршĕ республикăра тупнă-мĕн. Ăна вара çак таранчченех килте пытарса усранă. Район сучĕ преступника виçĕ çуллăха колонине яма приговор кăларнă.