07 декабря 2011 г.
Хăйĕн пурнăçне ачасене пĕлÿ пама халалланă çын тĕрлĕ енлĕ ăсталăхпа палăрса тăнине курнă хыççăн тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтĕм эпĕ. Алманчăра пурăнакан Вячеслав Вениаминович Волкова Турри нихăш енчен те кÿрентермен: шкулта вĕренекенсем кăмăллакан педагог вăл, матур ывăл, савнă мăшăр, юратнă атте...
Пысăк тăхтав хыççăн черетлĕ урока чĕнсе шăнкăрав янăрарĕ. Вунпĕрмĕшсем истори урокне кĕчĕç. Киле панă ĕçе кĕскен аса илтерме тăрăшрĕ педагог. Çĕннине пуçăниччен кăштах вăхăт юлчĕ. Историне аса илмелли кĕске “экскурси” ирттерчĕ Вячеслав Вениаминович. Мĕн вĕренни асра юлать çакăн пек чухне. Кабинетра шăна вĕçни илтĕнет. Вĕренекенсем çăвара шыв сыпнăн итлесе лараççĕ. Ку хутĕнче кĕçĕнрех классемпе урок ирттернĕ чухне юлнă кăтарту ха-тĕрĕсемпе те усă курчĕ. Хамăр тăрăхра тахçан-тахçан авал усă курнă кинжалпа суха шăлĕ çинче чарăнса тăчĕ. Вĕсене вĕренекенсем Алманчăпа Туçа чиккинче Пÿле çырми тăрăхĕнчен куçса килнĕ мусульман тĕнне йышăнман чăвашсем пурăннă Чĕкĕрчĕкрен илсе килнĕ.
Ăçта çеç çитмен-ши В. Волков таврапĕлÿçĕ шкул ачисемпе! Атăлçи Пăлхар патшалăхне, А. С. Пушкинăн Болдинăри çуртне, И. Я. Яковлев пурăннă-çÿренĕ вырăнсене, Чĕмпĕрти В. И. Ленин мемориалне, Шуршăлти А. Г. Николаев пурăннă çĕре, Тутарстана, Пăва тăрăхне... Кашнийĕнчех интересли, асра юлмалли пайтах. Ял çумĕнчи вăрмана çитсен те вĕренекенсемшĕн кăсăкли пур. Пирĕн тăрăхра мĕнле йывăçсем ÿсни, чĕр чунсем ĕрчени, хĕл каçма хатĕрленни, çăва тухни, çут çанталăк чĕрĕлĕвĕ çинчен тата ыттине те чарăнмасăр сехечĕ-сехечĕпе каласа пама хатĕр педагог. Кăнтăра е çурçĕре, хĕвел тухăçне е хĕвел анăçне каяс пулсан та туризм картти хатĕр Вячеслав Вениаминовичăн. “Куçпа пăхса сăнанине, курса тĕпченине нимĕн те çитмест”, тет вăл. Ытларах çуран çÿреме юратать. Вăрманти, уй-хирти, уçă сывлăша кăкăр тулли сывлани, тапса тăракан çăл-куçран сиплĕ шыв ĕçни, кăвайт çинче хуранпа çакса пĕçернĕ яшка çини пурăнма çĕнĕ вăй-хăват панине тĕпе хурать. Ачасемшĕн çеç мар, аслă ăрурисемшĕн те тĕлĕнмелли сахал мар тĕл пулать çул çÿревсенче. Акă, пĕринче В. Волков килне яка чул илсе килнĕ. Темиçе ĕмĕр каялла унпа хăйра вырăнне усă курнă-мĕн.Çакăнпа кĕреçе якатнинчен амăшĕ те тĕлĕннĕ. Сăмах май, çакна та палăртса хăвармалла. Зоя Павловна та педагогикăра 37 çул ĕçленĕ, кĕçĕн классене вĕрентнĕ. Ывăлĕн тăван ене юратас туртăмне вăлах çуратнă, аслă та мухтавлă халăхăн янăравлă чĕлхин хĕрÿллĕхĕпе çепĕçлĕхне ăна пилленĕ.
Хĕвел кунран-кун сахалрах курăннăçемĕн хĕл тĕнчипе тĕлĕрекен сад пахчине кĕрсе тухмасăр ирттермест Вячеслав Вениаминович. Пĕр улмуççи патĕнчен теприн патне çитет. Кашни ирех пурнăçран çĕкленекен вутлă çăмха çине савăк кăмăл-туйăмпа пăхнăçемĕн, илĕртÿллĕн кулса çĕнĕ кун ăнăçлă иртессе шанса кушăрханă аллипе кĕреçе тытса каçран çунă кăпăш юра йывăç вуллисем патне купалать.Шкулта ĕçленĕ хушăра чăх-чĕп вĕçсе каçайми çурт-йĕре тытса пыма та, сар улма паракан сад ĕрчетме те ĕлкĕрет педагог. Ачаранах тăван ялта тĕпленсе пурăнма тĕв тытнă вăл. Пĕлÿ тĕнчине талпăнакан çамрăк Алманчăри шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Канашри педучилищĕне кайнă. Дипломлă специалист Кзыл Чишмари вăтам шкулта ĕçе пуçăннă. Унтан çар ретне тăнă. Конституци тивĕçне пурнăçласан ялти шкула ĕçе вырнаçнă, куçăмсăр майпа университетран вĕренсе тухнă. Унтанпа çул хыççăн çул иртрĕ. Директор тивĕçĕсене 6 çул пурнăçланă Вячеслав Вениаминович. Çав вăхăтсене ырăпа аса илет. Ленин ячĕллĕ çĕр ĕç фирмин ертÿçинче ĕçленĕ А. Хитров шкула кÿнĕ пулăшусене манмасть.
Паян вара педагог шкулта обществознани, истори предмечĕсене вĕрентет. Пĕрремĕш категориллĕ специалист уроксем панисĕр пуçне вĕренекенсене олимпиадăсене хатĕрлет. Призерсем çулленех пур. Вячеслав Вениаминович çавăн пекех историпе правоведени кружокĕсене те тытса пырать.
Ĕçе тивĕçлĕ туса пынине хаклакан хисеплĕ хутсем сахал мар педагог портфолиовĕнче. Краеведени енĕпе тунă утăмсемшĕн Вячеслав Вениаминовича Раççей Федерацийĕн вĕрентÿ министерствин Дипломĕпе чысланă. 2001 çулта Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ таврапĕлÿçи ята панă. Вĕрентÿ министерствин, район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн, шкул дирекцийĕн грамотисем те пур унăн. Çак кунсенче тата хутшăнчĕç.
Çын кун-çулĕ йĕрсĕр юлмасть. Мăшăрĕпе икĕ ывăл пăхса çитĕнтерчĕç Волковсем. Иккĕшĕ те пурнăç çулĕ çине тăнă ĕнтĕ. Асли çемье çавăрма та ĕлкĕрчĕ.
Килти икĕ ачи çумне вуннăмĕш класри вунпиллĕкĕшне хушать Вячеслав Вениаминович. Пиллĕкмĕшĕнченпех вĕсен ертÿçи вăл. Шкулта та, походра та, конкурсра та пĕрле вĕсемпе. Çитĕнекен ăрăва пурнăç çулĕ çине тухма хатĕрлет. Эпир шкула пынă кун та маларах палăртнă мероприятийĕ пурччĕ вĕсен. Уроксем хыççăн Патăрьелĕнчи “Паттăр” физкультурăпа спорт комплексне килчĕç. Çул çÿреве тухсан гитарине илме манмасть педагог. Пуçласа хăй юрласа парать. Унтан ачасем савăк юрăсене малалла тăсаççĕ. Ку хутĕнче те çаплах пулчĕ. Пĕрремĕш таса туйăмсем çинчен хывнă юрă мотор шавĕпе пĕрлешсе çула илсе тухрĕ.
А. АСТРАХАНЦЕВА.