АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Таркăн çулĕ шуçлак

07 декабря 2011 г.

Хĕç-пăшаллă Вăйсен ретне илмелли кĕркуннехи тапхăр малалла пырать. Çулталăк вĕçлениччен Патăрьелĕнчи çар комиссариатĕнчен (кунта Шăмăршă уйрăмĕ те кĕрет) 18 çул тултарнă 120 çамрăк Конституци умĕнчи хăйсен тивĕçне пурнăçлĕ. Вăл шутра Юхмапа Пăла тăрăхĕнчен – 90 каччă. Икĕ районпа илес пулсан, наряд пысăк мар темелле. Специалистсем каланă тăрăх, çакă чăн малтан хĕсметре контракт мелĕпе тăракансен йышне майĕпен ÿстерсе пырас тенипе çыхăннă. 2020 çул тĕлне Хĕç-пăшаллă Вăйсен ретĕнче призывниксен йышне 10-15 процент çеç хăварма палăртаççĕ. Ыттисем вара офицерсем тата “контрактниксем” пулĕç.Сăмах май каласан, хальхи вăхăтра пирĕн районтан 29 çамрăк çак меслетпе службăна малалла тăсать. Призыва планланă чухне демографи лару-тăрăвне шута илмелле. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче ача çураласси палăрмаллах чакнăран халĕ çул çитменнисен йышĕ çулталăкра вăтамран пĕр процент сахалланать. Унпа пĕрлех–пулас салтаксен шучĕ те. Кирек мĕнле пулсан та призыв комиссине чĕнтернĕ, салтака кайма ят тухнă каччă çакна тăван çĕр-шыв умĕнчи пысăк тивĕç тесе йышăнмалла. Ахальтен мар ĕнтĕ ĕлĕкех çемьене “çĕнĕ кайăк” хушăнса ывăл ача сас парсан, ашшĕ-амăшĕ чăн малтанах пепкине ырă сунса “салтака юрăхлă пултăр” тенĕ.

Çапли çапла... Районти çар комиссариачĕн призыв енĕпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ А.Шулепов пĕлтернĕ тăрăх, паян салтак аттине тăхăнасран хăраса пăрăнса, тарса çÿрекенсем те сахал мар. Акă Кзыл Чишмара регистрациленнĕ А.Бычкова арçын умĕнчи тивĕçе пурнăçласран суя чирсем шыраса пăрăннăшăн суд сакки çине лартнă, аллă пин тенкĕ штраф тÿлеттернĕ. Ултавпа малалла кайсан та каялла килеймĕн тени тĕрĕсех. Хальхи вăхăтра районти следстви комитетĕнче çакнашкал тепĕр икĕ “кандидатăн” ĕçĕ çирĕп йышăнăва кĕтет. Патăрьелĕнчи И.Хитров 2009 çулта вара салтак тивĕçне пурнăçлассинчен пăрăнса çÿренĕшĕн явап тытнă. Иккĕмĕш хут пĕр сăлтавпа айăпа кĕрекене саккун хальхинче пуçран шăлмĕ, çирĕпрех айăплĕ. Шăнкăртамри А.Алигберов пирки те тивĕçлĕ йышăну пулĕ.

Паян районта 130 çамрăк çара каяссинчен пăрăнса, унта та кунта тарса çÿрет. Вĕсем пурте вăрах вăхăт хушши шыравра шутланаççĕ. Кĕркунне 384 призывника çар комиссариатне чĕнтернĕ. Анчах вĕсенчен каллех 122-шĕ килмен. Виçĕ каччăран пĕри – урăх шухăшлă.

Кĕркуннехи призыва чĕннĕ граждансенчен çар комиссариатне килменнисен йышĕ уйрăмах Турхан, Хирти Пикшик, Тутар Сăкăт, Алманчă тата Çĕньял ял поселенийĕсенче пысăк – 46 процентран пуçласа 62 процент таран.

Мĕнле пĕтĕмлетÿ тума пулать-ха çак цифрăсенчен; Явапсăрлăх паянхи пурнăçран та килет. Хăшĕ-пĕри вырăнсенче ĕç çукран темиçешер çул ют облаçсенче, хуласенче ĕçлесе пурăнать. Пытарма кирлĕ мар, вĕсем хушшинче пысăк укçа чирĕпе аптăранисем те пур. Çакнашкаллисене ашшĕ-амăшĕ те çине тăрса тĕрĕс çул суйласа илме пулăшмасть, мул-пурлăха Тăван çĕр-шыв пуласлăхĕнчен мала хурать.

Салтакра пулман çынна ĕлĕкех чăн-чăн арçын вырăнне хуман. Вĕсем çине хĕрсем куç хĕррипе çеç пăхнă, тус туман, чунне уçма та тăрăшман. Çакна асра тытасчĕ, арçынсем! А.ЕГОРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика