АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ТАТĂКЛĂ ЙЫШĂНУСЕМ ТУМАЛЛА

07 декабря 2011 г.

Çĕр-шыв Правительстви алкоголь продукцийĕн саккунсăр çаврăнăшне чарса лартасси çине пысăк тимлĕх уйăрать. Бюджет укçи-тенки нумай çухалать. Вăрттăн тавар туса кăларакансем, саккуна пăхăнса ĕçлекен компанисемпе танлаштарсан, акцизсемпе хутшăннă хаклăх налукĕсене тÿлемесĕр миллионшар литр вăрттăн продукци туса кăлараççĕ тата ăна 1,5-2 хут хаклăрах хакпа сутаççĕ. Хăш-пĕр кăтартусем хальхи вăхăтра вăрттăн алкоголь секторĕ рынокра 40 процент таран йышăннине палăртаççĕ. Çакă çынсен пĕтĕм сывлăхне, пурнăçне пĕтерет, пĕтĕмĕшле илсен, наци генофончĕпе çĕр-шыв пуласлăхĕшĕн пысăк хăрушлăх кăларса тăратать.

Чăваш Республикин Президенчĕ М. В. Игнатьев пуçарнипе республика территорийĕнче алкоголь продукчĕсене вăрттăн сутнине тупса палăртас, малашне çак ĕçе тума чарса лартас тĕлĕшпе курăмлă ĕçсем туса ирттереççĕ.

Чăваш Республикинчи Шалти ĕçсен министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх республика территорийĕнчи “Беркут 3000” ОООна 76,5 пин бутылка, пурĕ 6,6 миллион тенкĕлĕх, суя акциз маркăллă эрех кÿрсе килнĕ. Тĕрĕслев вăхăтĕнче çак суя эрехе 90 суту-илÿ объектĕнче сутнине тупса палăртнă, пурĕ 3190 бутылка туртса илнĕ. Вĕсем продукцин çак тĕсĕсем пулнă:

– 0,5 литрлă “Выбор”, “Хлебная” водка (1 бутылки 98 тенкĕрен пуçласа 124 тенкĕ таран);

– 0,5 литрлă “Пшеничная” водка (1 бутылки 98 тенкĕрен пуçласа 130 тенкĕ таран);

– 0,5 литрлă “Старорусская” водка (1 бутылки 98 тенкĕрен пуçласа 115 тенкĕ таран).

Хальхи вăхăтра асăннă суя эрехсем çын сывлăхне мĕнле сиен кÿнине тĕрĕслеççĕ. Тĕрĕслев кăтартăвĕсем тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿсем тума май парĕç.

Контрольпе асăрхав органĕсем суя эрех туса кăларакансене тата вĕсемпе суту-илÿ тăвакан организацисене тупса палăртассипе, вĕсен тĕлĕшпе тивĕçлĕ мерăсем йышăнассипе малашне те пикенсе ĕçлеме палăртнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика