АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сывă выльăх – тупăш çăл куçĕ

07 декабря 2011 г.

Кăçал ял хуçалăхĕнчи мĕн пур отрасльсенчи кăтартусем савăнтараççĕ. Çак çитĕнÿсенче выльăх-чĕрлĕх пăхакансен кăна мар, вет-специалистсен тÿпи те пысăк. Вĕсем усал чирсем ан сарăлччăр, туса илекен продукци çын пурнăçĕшĕн хăрушлăх кăларса ан тăраттăр тесе нумай тăрăшаççĕ. Ĕçĕ чылай чухне курăмлах мар, анчах питĕ пĕлтерĕшлĕ. Патăрьел районĕнчи выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станцийĕн начальни-кĕпе П.Ефимовпа курса калаçрăм, ĕç-хĕлĕпе, пурнăçĕпе кăсăклантăм. – Петр Ильич, хамăр калаçăва кадрсен ыйтăвĕнчен пуçлар-ха. Халь ял хуçалăх предприятийĕсенче специалистсем çитмеççĕ, пуррисем хушшинче те çамрăксем питĕ сахал. Сирĕн ку енчен мĕнлерех;

– Районти выльăх-чĕрлĕх чи-рĕсемпе кĕрешекен станцинче 61 çын вăй хурать. Ĕçченсен вăтам çулĕ 46 çулпа танлашать. Кадрсем хушшинче опытлисем, аслă пĕлÿллисем нумай, анчах вĕсен ăсталăхне илсе юлас текен яш-кĕрĕм шутпа çеç. Кăçал пĕр çамрăк, Шупашкарти ял хуçалăх академине пĕтернĕскер, пирĕн патăрта ĕçлеме пуçăнчĕ. Унсăр пуçне виçĕ специалист аслă пĕлÿ паракан заведенисенче ăс илеççĕ.

Пирĕн ĕçре пур пĕлÿпе кăна лăпланса тăраймастăн, çавăнпах специалистсем черетпе çуллен квалификацине ÿстерме Шупашкарти “Нива” вĕрентÿ комбинатĕнче йĕркелекен ятарлă курссене çÿреççĕ. Ятарлă хаçат-журнал нумай çырăнатпăр, вĕсем урлă та çĕнĕлĕхсемпе паллашсах тăратпăр.

– Юлашки вăхăтра массăллă информаци хатĕрĕсенче Раççей территорийĕнче выльăхсене хăрушă чирсем çулăхма тытăнни пирки пĕлтерсех тăчĕç. Пирĕн регионта халиччен кун пек тĕслĕх пулман. Çакă чир-чĕре хирĕç тивĕçлĕ мероприятисем тунипе çыхăннă пек ту-йăнать.

– Сыснасен африка чуминчен, çĕпĕр язвинчен, уртаракан чиртен тата ыттисенчен те асăрхансах тăмалла. Акă, кÿршĕллĕ Чулхула облаçĕнче сыснасен африка чумине тупрĕç. Çакă пире те аванах сехĕрлентерчĕ. Районти 9 ял хуçалăх предприятинче сысна усраççĕ, инкекрен сыхланса халь вĕсем пурте хупă режимпа ĕçлеççĕ. Кунта ют çыннăн та, транспортăн та кĕме юрамасть, дежурство пур. Выльăх сутассипе илессине ветспециалистсем йĕркелесе тăраççĕ. Ял çыннисем те сыснасем нумай усраççĕ, вĕсене пурне те чиртен асăрханас тĕллевпе биркăланă.

Ытти чирсене аталантарас марришĕн те сахал мар вăй хума тивет. Çулталăк пуçламăшĕнче ял хуçалăх предприятисен ертÿçисене чĕнсе профилактика мероприятийĕсене, мĕнле вакцинăсем кирлĕ пулассине палăртатпăр, кайран графикпа килĕшÿллĕн пурнăçласа пыратпăр. Халь АПК-ра зооспециалистсем çитмеççĕ, çавăнпа профилактика тăвасси пирĕн специалистсем çинех тиенет.

Чирсенчен сыхланасси выльăхсем витесенче мĕнле условисенче тăнинчен те нумай килет. Стенасене çулла шуратса дезинфекцилемелле. Çак ĕçе пурнăçлама пирĕн виçĕ çынран тăракан отряд, ятарлă машина пур. Хуçалăхсен заявка памалла тата кунне палăртмалла çеç. Дезраствор тумалли хатĕрсене çителĕклех илсе хуратпăр. Ку енчен нихăш çул та чăрмавсем пулман.

– Петр Ильич, унчченсенче ялсенче лейкозпа чирлĕ ĕнесем нумайччĕ. Халь мĕнлерех-ши;

– Халăхпа тĕл пулса калаçнин, ăнлантарнин витĕмĕ пурри куç кĕрет. Паяна лейкоз çук ялсем нумай. Вĕсене эпир хамăр хушăра “таса ялсем” тетпĕр. Çынсем ĕне-выльăх туяниччен ветлабораторине килсе ĕне юнне тĕрĕслеттереççĕ. Унччен эпир пĕр тĕрлĕ анализ кăна тунă пулсан, халь – иккĕ. Юнра лейкоз вирусĕ пуррипе çуккине пăхатпăр. Пур пулсан миçе процент сарăлнине тĕпчетпĕр. Пĕр хутчен çеç усă курма юракан шприцсемпе, йĕпсемпе ĕçлеме тăрăшатпăр.

– Выльăхăн чирлесси, кÿпĕнесси пулать, чылай чухне кирлĕ медикаментсем алăра çук. Патăрьелне килсе каясси çăмăлах мар...

– Тĕрĕсех. Патăрьелĕнчи вет-аптекăсăр пуçне пирĕн тата Туçара, Турханта, Кзыл Чишмара пур, вĕсене пулăшу памалли эмелсемпе тивĕçтернĕ. Çывăхри ялсенче пурăнакансем унта çитсе килме пултараççĕ.

– Ĕне усраканăн сĕтне суса сутнисĕр пуçне пăруне те алла илес килет. Ял хуçалăх предприятийĕсенче фермăсем пур чухне ку ыйту пулман, анчах халь чылайăшĕнче пушă витесем кăна лараççĕ. Çак проблемăна татса парассине те эсир хăвăр çине илнĕ иккен...

– Хуçалăхсенче выльăх-чĕрлĕх отрасльне пĕтернипе ĕнесене искусственнăй майпа йăхтарассипе ветучастоксемпе лечебницăсенче ĕçлеме пуçларăмăр: 12-шĕнчен 9-шĕнче пур. Кăçал Шăнкăртамра уçрăмăр. Çакăн пек пункт пирĕн районта чи нумаййи, вĕсем тăрăшнипе çулталăкне 800 ытла ĕне пăруллă пулать. Çавăн пекех пирĕн патăрти вăрлăхпа усă курнăшăн патшалăх субсиди парать, документсене специалистсем вырăнтах хатĕрлеççĕ.

Ветеринарсем пирки начаррине калас килмест: пурте хăйсен ĕçне тăрăшса, юратса пурнăçлаççĕ. Эпир çуллен специалистсем хушшинче ăмăрту ирттеретпĕр, çавăн чухне чи-чи хастаррисене палăртатпăр. Туçари (В.Быков), Аслă Чементи (С.Михайлова), Çĕньялти (В.Ершова), Кзыл Чишмари (Х.Хамматов) выльăх тухтăрĕсен хастарлăх уйрăмах пысăк.

– Ветеринаринче вăй хуракансен фермăсене хĕле мĕнле хатĕрленине те тĕрĕслемелле, рейдсене те тухмалла...

– Чăнах та çапла. Кĕркунне ял хуçалăх предприятийĕсем витесене сивĕ кунсене кĕтсе илме мĕнле хатĕрленнине пăхса тухнăччĕ. Ку енĕпе “Труд”, “Красное знамя”, “Батыревский”, “Звезда”, “Малалла” хуçалăхсем тимлĕх нумай уйăрнине палăртмалла.

Ют выльăхсене хапсăнакансен çулне пÿлес тĕллевпе районти çул-йĕр инспекторĕсемпе пĕрле рейдсем ирттеретпĕр, выльăх турттаракан автомашинăсене тĕрĕслетпĕр. Документсăррисене “О ветеринарии” саккунпа килĕшÿллĕн явап тыттаратпăр.

Асăннă ĕçсемсĕр пуçне Шăнкăртамри выльăхсене пусмалли ятарлă виçĕ вырăна, сĕт туянакан икĕ пункта час-часах çитме, йĕркене мĕнле пăхăннине тĕрĕслеме тивет.

О.ПАВЛОВА калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика