АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чи кирли – экономикăна çирĕплетесси

10 декабря 2011 г.

Юнкун, декабрĕн 7-мĕшĕнче, Чăваш Республикин Президенчĕ М. В. Игнатьев тата Патшалăх Канашĕн Председателĕ М. А. Михайловский журналистсемпе пресс-конференци ирттерчĕç. Унăн тĕп тĕллевĕ тин çеç иртнĕ суйлавсене пĕтĕмлетсе хак парасси пулчĕ. Калаçу пуçламăшĕнче М. Игнатьев Чăваш Енĕн пур суйлавçисене сасăлава хутшăнса хăйсен гражданла тивĕçне пурнăçланăшăн тав турĕ. “Юлашки çулсенче пирĕн республика чылай йывăрлăха чăтса ирттерсе çĕнтерчĕ – финанспа экономика кризисне, шăрăх та типĕ çанталăка, вăрман пушарĕсене, тыр-пул начар пулнине, хăш-пĕр апат-çимĕç хакĕсем ÿснине... Апла пулин те çынсем хăйсем шанакан политика партийĕн сассине пани – çĕр-шывра тата республикăра тытса пыракан тĕрĕс политикăн результачĕ”, – палăртрĕ Михаил Васильевич. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕнче “Единая Россия” партирен 33 депутат пулчĕç; КПРФ–4, “Справедливая Россия”–5, ЛДПР–2 депутат тăратрĕç.

Суйлав кăтартăвĕсене тишкерессине Президент сасăлава хутшăннисен процентĕнчен пуçларĕ. Раççейре вăл 60,2:-па танлашать. Чăваш Ен кăтартăвĕ ытларах – 61,5:, анчах Атăлçи округĕнчен (64,36 :) сахалрах. Округри 14 субъектран эпир шăп варринче – çиччĕмĕш. Республикăри районсен активлăхне хаклас пулсан чи маттурисен шутне Тăвайсене (91,19:), Шăмăршăсене (80,96:) тата Патăрьелсене (78,81:) кĕртмелле. Сасăлава Улатăр (53,98:), Çĕнĕ Шупашкар (54,2:) хулисенче хастарах мар хутшăннă.

Тепĕр кăтарту вăл – пур район-хуласенче те çĕнтернĕ “Единая Россия” политика партине ăçта мĕн чухлĕ сасă пани. Ку енĕпе те çÿлерех асăннă муниципалитетсемех палăрнă. Единороссене шанакансем Шăмăршă (74:), Тăвай (67,36:), Патăрьел (64,99:) районсенче нумай, Çĕнĕ Шупашкар (30 :), Шупашкар (33,21:), Канаш (41,51:) хулисенче сахалрах пулнă. “Патăрьелĕн ĕçчен халăхĕ ытти çулсенчи суйлавсенче “Справедливая Россия” партине те кăмăлланă пулсан, кăçал вĕсен çав шанăç çухални палăрчĕ”, – терĕ Михаил Васильевич пирĕн район суйлавçисене уйрăммăн тав тунă май.

М. А. Михайловский тепĕр эрнере Патшалăх Канашĕн пиллĕкмĕш созывĕн пĕрремĕш ларăвĕ пуласса пĕлтерчĕ. “Патшалăх Канашĕ тата Правительство Чăваш Енре граждансем тивĕçлĕ пурăнччĕр тесе мĕн май пуррине пĕтĕмпех тăвĕç, – пĕлтерчĕ Михаил Алексе-евич. – Ытти партисем халăха темтепĕр шантарчĕç, анчах чи кирли те пĕлтерĕшли вăл – экономикăна çĕклесси. Çакна вара эпир çеç пурнăçлама пултаратпăр”.

Малалла Президентпа спикер ыйтусем çине хуравларĕç. Журналистсен кăсăкланăвне тивĕçтерсе М. В. Игнатьев хăйĕн ĕçне пăрахса депутат мандатне илмессине, Çĕнĕ çул хыççăн унăн должноçĕ “Чăваш Республикин Пуçлăхĕ” ятлă пуласса пĕлтерчĕ. М. А. Михайловский малашне Патшалăх Канашĕн Председателĕ кам пулассине тин суйланнă депутатсем сасăлав меслечĕпе татса парасси пирки ăнлантарчĕ.

С. ПЕРЕПЕЛКИН.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика