АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » АКЦИСЕНЕ – ХĂЙНЕ

10 декабря 2011 г.

РФ следстви комитечĕн Чăваш Республикинчи следстви управленийĕн Патăрьелĕнче вырнаçнă районсем хушшинчи следстви пайĕ Алманчăри акционерсен “Ленин ячĕллĕ çĕр ĕç фирми” уçă обществăн генеральнăй директорĕ пирки пуçарнă уголовлă ĕçе тĕпчессине вĕçленĕ. Вăл РФ УКан 201 статйин 2-мĕш пайĕпе (ĕç вырăнĕпе тивĕçсĕр усă курни), 159 статйин 3-мĕш пайĕпе (улталани), 327 статйин 2-мĕш пайĕпе (официаллă документа суйса туни – 3 пай), 185.1 статйипе (РФ саккунĕпе килĕшÿллĕн тĕрĕслекен органсене хаклă хутсем çинчен калакан информацие тăратассинчен пăрăнни) айăпланнă.

Следстви версийĕпе айăпланакан 2004 çулта Алманчăри Ленин ячĕллĕ колхозран акционерла общество туса хунипе, унăн акцийĕсене кăларнипе çыхăннă документсене урăхлатнă. Вăл ятарлă анкетăра чăнлăхпа тÿр килмен цифрăсене кăтартнă, акционерла обществăра 445 акционер, хăйĕнче тата тепĕр пилĕк çынра акцисен 52 проценчĕ пулнине палăртнă. Унсăр пуçне вăл хуçалăх Уставне улшăнусем кĕртесси пирки те суя протокол çырса хатĕрленĕ. Унпа килĕшÿллĕн обществăн уставри капиталĕ 23 пин те 400 деноминациленĕ тенкĕ пулнă имĕш. Чăннипе вара 1996 çулхи июль уйăхĕ тĕлне вăл деноминацичченхи 18 миллиард тенкĕ ытларах пулнă. Хаклă хутсене кăларассине регистрациленĕ хыççăн усал шухăшлă çын пилĕк акционера вĕсенче ытларах акцисем пулнине, уставри капиталсене 100 пин тенкĕ таран ÿстермеллине ÿкĕте кĕртнĕ. Каярахпа акционерсене çĕнĕрен кăларнă акцисене илесси пирки пĕлтерсе 2004 çулхи декабрĕн 30-мĕшĕнче суя реестр кăларнă. Тĕрĕссипе, никама та нимĕн те пĕлтермен. 2005 çулхи февралĕн 15-мĕшĕнче акционерсен заявленийĕсем çуккине кура хушма акцисене пĕтĕмпех хăй илнĕ. Çапла вара унăн аллинче хаклă хутсен 82 проценчĕ пухăнать, акционерла обществăна пĕччен ертсе пыма пуçлать.

Уголовлă ĕçсен материалĕсем – 19 том. Пурĕ 130 çын хур курнă.

Хальхи вăхăтра çĕр-шывра, республикăра та уйрăм хуçасем, ертÿçĕсем хăйсен пайтишĕн ĕç вырăнĕпе усă курнă пирки нумай çыраççĕ, кăтартаççĕ. Тÿрĕ кăмăлпа ĕçлекен çеç халăх умĕнче те хисеплĕ, производствăра та пысăк кăтарту тăвать. Ытти хуçалăх ертÿçисен те халăхпа таса чун-чĕрепе ĕçлемелле.

Р. ШАЙХАЛОВ,

следстви пайĕн ертÿçи.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика