АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЙЫВĂçА ЧУН КĕРТЕТ

10 декабря 2011 г.

Сăкăтра пурăнакан Геннадий Лаврентьевăн ăсталăхĕпе пĕрремĕш хут çулла, районта иртекен акатуйра паллашма тÿр тивнĕччĕ. Вăл касса кăларнă кÿлепесем кашнин чунне тыткăнларĕç пуль ун чухне. Сăкăт еннелле кайма тивсен Геннадий Иванович пултарулăхĕпе тĕплĕнрех паллашма кĕрсе тухмасăр чун чăтмарĕ. Мастерскойĕнчи кăмакара вутă шатăртатса çунать. Ăстаçă хушăран-хушă пырса тата пуленккесем пăрахать те пуçланă ĕçне малалла тăсать. Марал (пăлан евĕрлĕ чĕр чун) пуçне йывăçран касса кăларма пуçланă вăл. Ийепе унтан та кунтан якатать, çав вăхăтрах, ĕçне хак парса, айккинелле кайса пăхса тăрать те тепĕр хут аллине инструмент тытать. Вăй хуракан çын çине пăхса тăма кăмăллă, ыйтусем парса чăрмантарас та килмест.

– Ача чухне вăрмана кайсан мĕнпе те пулин чĕр чуна аса илтерекен йывăç тураттисене пуçтарса килеттĕм, вĕсене якатса илемлететтĕм. Çак йăла ман халĕ те пур. Вуннăмĕш класра вĕреннĕ чухне вара хамра мăн кукаçин юнĕ чупнине туйса илтĕм. Вăл йывăçран касса кăларма тата эрешлеме питĕ юратнă тет. Çывăх çыннăм тунă кĕнчеле халĕ те упранать. Çулĕпе çамрăк мар пулин те – пĕр ĕмĕртен кая мар – тăнках. Пĕрремĕш хут кухньăра усă куракан çĕçĕпе авалхи грексен философĕн скульптурине тата йытă ăсталарăм. Вĕсемпе Шупашкарта ирттернĕ курава та хутшăннăччĕ, – калаçăва пуçарнă май пĕлтерет Г. Лаврентьев.

Шăпа Геннадий Ивановичăн пурнăçне вăрманпа çыхăнтарнă. Сĕнтĕрвăрринчи вăрман техникумĕнче ăс пухнă хыççăн вăл направленипе Тверь облаçне ĕçлеме кайнă, лесничи пулса тăрăшма тытăннă. Унăн ăсталăхне кунта та асăрханă: шкулта вĕренекенсене ал ĕçне хăнăхтарнă. Анчах чунĕ тăван еннех туртăннă, 12 çул каялла Сăкăта куçса килнĕ.

Ăстаçă килне кĕрсен пÿрте мар, вăрман тĕнчине лекнĕн туйăнать. Кунта тăмани те, карăкĕ те, пăлансем те вырăн тупнă, Хăйсем чĕрĕ пекех курăнса лараççĕ. Тенкелсене, телевизор лартмалли сĕтеле, гардинăсене Геннадий Иванович йăлтах хăй аллипе тунă. Пăхатăн та, лавккарисем айккинче тăччăр: илемлĕ те çирĕп вĕсем. Кашнинче кил хуçин ăшшийĕ пурри, хăйĕн ĕçне юратса пурнăçлани сисĕнет. Чăннипех те ылтăн алăллă çын пулнине тепĕр хут ĕненетĕн.

– Вăрманпа çывăх пулнăран унта пурăнакан чĕр чунсен кÿлеписене касса кăларма тăрăшатăп, ытларах хам курнисене калăплатăп. Ятарласа вĕренменрен хăш-пĕр чухне литературăпа усă курма тивет, унта вĕрентнисене тĕпе хуратăп. Малтанласа йывăçпа хăйĕнпе кăна ĕçленĕ. Çĕрĕк вырăнсем лексен самай тар тăкма тиветчĕ. Паян вара “сапламалли” хатĕрсем çителĕклех, – тет Г.Лаврентьев. Апла пулин те Геннадий Иванович çут çанталăк паракан пурлăхпа ытларах усă курма тăрăшать. Стена çинче çакăнса тăракан виçĕ пăланăн пуçне те йывăçранах касса кăларнă. Мăйракисем вара пурин те чăн-чăннисем. Вăрманта ĕçленĕ чухне тупнă вĕсене, кайран вара тирпейлĕн çеç хăй ăсталанă кÿлепесем çумне вырнаçтарса хунă.

Пирĕншĕн ахаль йывăç шутланакан туратсене те ăстаçă иккĕмĕш пурнăç парнелет. Акă, авăнчăк патак кăшт якатнă, сăрланă хыççăн çĕлен пулса тăнă. Пуç турисене хумалли савăт та кăсăклă.

– Кÿлепесене мĕн вăхăт хушши ăсталатăр; – ыйтрăм пÿртри япаласене пăхса çаврăннă хыççăн.

– Пĕчĕкреххисене икĕ-виçĕ кунтах тума пулать. Пысăкраххисене валли уйăх та кирлĕ. Тăрăшсассăн пĕр каçра тăмана кÿлепине касса кăлараятăп. Ялта тата ытти ĕçсем те пур вĕт. Вахта мелĕпе Тверь облаçĕнче вăй хуратăп, унта чухне киле таврăнсан мĕнле чĕр чуна калăпламалли пирки палăртатăп,– тет Г.Лаврентьев.

Маçтăр ăсталанă япаласене “Хĕвеллĕ” уçланкă патĕнчи пăрăнчăкра, çавăн пекех кил хуçин умĕнче те курма пулать. О.ПАВЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика