АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăрăша ан кас

10 декабря 2011 г.

Çĕнĕ çул çывхарса килет. Кашни çемье ăна уяв кĕрекинче вăрман илемĕпе – чăрăшпа – савăнса кĕтсе илесшĕн. Чăваш Ен çыннисене унпа туллин тивĕçтерес тĕллевпе республика вăрманçисем çуллен ятарлă вырăнсенче тата вăрман сĕвекĕсенче Çĕнĕ çул чăрăшĕсене пăхса çитĕнтереççĕ. Сип-симĕс те куçа илĕртекенскерсене сутма кăçал 4 пине яхăн тĕп хатĕрленĕ. Вăрман хуçалăхĕн кашни учреждени-йĕнчех туянма пулать. Пĕр метр çÿллĕш чăрăш вăтамран 150 тенкĕ. Вăтам çÿллĕшĕ 1-2 метр. Çакăнтан çÿллĕреххисене вăрман каснă çĕртен тата ăна тирпейлекен вырăнтан тасату йĕркипе касса парса яраççĕ.

Çĕнĕ çул уявĕ умĕн çамрăк чăрăшсене юраман çĕрте касасран сыхламалла. Вĕсене хÿтĕлессипе Çĕнĕ çул умĕн вăрман хуçалăхĕсем тата Раççей Федерацийĕн Шалти ĕçсен министерствин район-хуласенчи шалти ĕçсен пайĕсем республикăри çулсем çинче патрульсем тăратаççĕ.

Саккуна пăсса чăрăш, хыр каснăшăн административлă тата уголовлă майпа явап тыттараççĕ. Кашни чăрăшшăн е хыршăн уйрăм çынна – 3-3,5 пин, юридици тытăмне 50-100 пин тенкĕ таран штрафлаççĕ. Кунсăр пуçне йĕркене пăхăнманнисен вăрмана тăкак кÿнĕшĕн 1-2-шер пин, çут çанталăкăн уйрăмах сыхлакан территорийĕнче каснăшăн 3-5-шер пин тенкĕ тÿлеме тивет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика