АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сывлăх – чи хаклă пуянлăх

14 декабря 2011 г.

“Эпир Чăваш Енре ача çураласлăха ÿстерес тата халăх вилессине чакарас кăтартусемпе чи лайăххисенчен пĕри шутланатпăр”, – тенĕччĕ Чăваш Республикин Президенчĕ М. Игнатьев Чăваш Патшалăх Канашне янă Çырура. Çакăншăн савăнмалла пирĕн. Кăтартăва малашне те çакнашкал тытса пыма тăрăшмалла. Ĕçре мĕн лайăххи тата мĕн япăххи пур-ха; Районти санэпидем лару-тăрăвне тишкерер-ха. Вакцинопрофилактика туса пынăран хĕрлĕ шатрапа, полиомиелитпа (çурăм шăмми мимин чирĕ), В тата С вируслă гепатитсемпе, ытти ерекен чирсемпе чирлени пулман. Пыршă инфекцийĕ те хăратмасть. Иртнĕ çулхи çак тапхăрпа танлаштарсан унпа чирлесси 1,8 хут чакнă.

Сальмонеллез 4 çынра тупса палăртнă. 2010 çулхи 11 уйăхра вара унпа 11 çын чирленĕ. Хÿтĕленни усăллах çав. Акă Именкассинчи çулталăк тултарман ачана та вакцина яртарнă пулсан, ăна хаяр ÿслĕк аптратмасчех.

Иртнĕ çулхи çак тапхăрпа танлаштарсан çынсене выльăх-чĕрлĕх çыртнă тĕслĕхсем те чакнă.

Патак икĕ вĕçлĕ тенĕ евĕр, лайăххине хирĕçле яланах начарри тăрать. Акă, шатра чирĕпе (ветрянка) чирлесси пĕлтĕрхинчен ÿснĕ. Первомайскинчи, Туçари, Алманчăри, Кĕçĕн Патăрьелĕнчи, Патăрьелĕнчи виçĕ ача садĕнче те, Пăлапуç Пашьелĕнчи, Первомайскинчи, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш, Алманчăри вăтам шкулсенче тĕл пулнă вăл.

Вируслă инфекци чирĕ (ОРВИ) ытларах 17 çул тултарман ачасене лекет. Вăл 990 çынра палăрнă. Грипран хÿтĕленсе 8095 (район халăхĕн 20,8 проценчĕ) прививка тума тĕллев лартнă.

Сывлăхлă пуласси тутлăхлă апат çининчен, паха шыв ĕçнинчен, таса сывлăш сывланинчен, ытти факторсенчен те килет. Хăшпĕр чухне усă куракан шыв гигиена нормисене тивĕçтермест. Çакнашкалли тĕрĕслев вăхăтĕнче тулли мар яваплă “Батыревский” водоканалăн, “Паттăр” физкультурăпа спорт комплексĕн, тулли мар яваплă “Сывлăх” пĕрлешĕвĕн, Р. Каштанов индивидуаллă предпринимателĕн сĕт йышăнакан пункчĕн тĕл пулнă.

Кăçалхи 11 уйăхра тĕрлĕ шĕвекпе 35 çын наркăмăшланнă. Кăтарту иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен чылай сахалрах пулин те шухăшламалăх пур. Эрех, тĕрлĕ эмел, уксус эссенцийĕ ĕçсе мĕншĕн пурнăçран иртерех уйрăлмалла;

Срокран тухнă тавар сутасран 73 килограмм сĕт, 47 килограмм аш-какай, 26 килограмм пулă продукчĕсене пăрахăçа кăларма тиврĕ. 253 ĕç вырăнĕнчи микроклимата тĕпчесе тĕрĕслев тунă. Пиллĕкĕ-шĕнче кăлтăк тупнă.

Асăрханă çитменлĕхсем йĕрсĕр юлман. Роспотребнадзор управленийĕн территори пайĕн специалисчĕсем 113 объекта тĕрĕсленĕ. Вĕсенче 53 предписани çырнă. Административлă право йĕркине пăснăшăн айăплисенчен 182450 тенкĕ шыраса илмелле тунă, 9 ĕçе миравай судья аллине панă.

Санэпидем лару-тăрăвĕ малашне те ан япăхлантăр тесен грипп е вируслă инфекци чирĕсем (ОРВИ) сарăлнă тапхăрта культурăллă, спорт мероприятийĕсене массăллă ирттерессине тăхтаса тăмалла, килти выльăх-чĕрлĕхе уртаракан чир ересрен профилактика тутармалла. Шкулсенче, ача сачĕсенче сывлăш температури пĕр шайра тăтăр тесе тăрăшмалла.

А. ПРОХОРОВ,

Роспотребнадзор управленийĕн территори пайĕн начальникĕн çумĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика